«Кашкăрсем ăсатса ячĕç»

15 Окт, 2016

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнчи Антоновсен кил картине килсе кĕрсен хама зоопарка лекнĕнех туйрăм. Мĕн тĕрлĕ кăна кайăк-кĕшĕк усрамаççĕ-ши? Картиш тулли — кăрккасемпе цесаркăсем. Вăрăм хÿреллĕ фазансене уйрăм витене хупнăччĕ. Лупасăн иккĕмĕш хутĕнче çăмламас ураллă чăхсем пурăнаççĕ. Килти кăвакалсемпе инди кăвакалĕсем урамри кÿлленчĕкре чăмпăлтататчĕç. Тăрук вĕсен пÿрчĕ çийĕн шурă кăвакарчăнсем пăрлатса çаврăнчĕç те картишне тулă сăхма анса ларчĕç.

«Кăвакарчăн — Турă кайăкĕ. Ачаран юрататăп вĕсене. Пÿрт тăрринче пурăнаççĕ, хĕлле ăшă витене хупатăп. Çĕнтерÿ кунĕнче тÿпене вĕçтерме кашни çулах шкула парса яратăп», — тет кил хуçи. Тĕрлĕ кайăк-кĕшĕксĕр пуçне ĕне-лаша, кроликсем тытаççĕ Антоновсем. Вăхăтне ăçтан çитереççĕ-ши, сутмалăх та, çимелĕх те пыл туса илеççĕ. Анкартинчи сăнчăрланă кашкăрсене курсан сехре хăпрĕ. «Тивмеççĕ вĕсем, ан хăрăр», — лăплантарчĕ кил хуçи. Ячĕсем те хăйне евĕрлĕ: Атилла, Волчица, икĕ Альфа, Кунак. Кашкăрсем хăй патне килтисенчен пĕртен пĕр Леонида çеç пыртараççĕ. Кашни каç вĕсене сăнчăртан вĕçертсе анкарти тăрăх чуптарать вăл. «Кашкăра мĕн чухлĕ çитерсен те вăрманаллах пăхать» каларăшри пек мар, килтен аяккалла каймаççĕ. Ахăртнех, хуçи кашамансене лайăх пăхать. «Павлин туянас шухăш пур-ха тата», — тет Леонид. Сунарçăсем ăна темиçе хутчен те упа çури парнелеме тăнă, читлĕхри утамана шелленĕренех илмен. «Темĕнле чĕрчун та усрама пулать, анчах та ĕçĕ нумай. Кашни кун виçĕ сехетре тăрса вăрмана хăрăк турат илме каятăп, ешĕл курăк çулса килетĕп, темиçе хуран апат пĕçеретĕп. Çакăн чухлĕ кайăк-кĕшĕке, выльăх-чĕрлĕхе тăрантармалла-çке. Ирхи вунă сехет тĕлне çеç пăртак пушанатăп. Арăм ир-ирех кишĕр кăларма каять», — хăйсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать кил хуçи.

Кил — килех çав

— Çемьере йышлăн, сакăр ача, пулнă эпир. Мĕн пытармалли, начар пурăннă. Пире, тăваттăшне Патăрьелти интерната вĕренме янăччĕ. Аслă класрисем усалччĕ, пĕрмай çапăçатчĕç, пирус тĕпĕ пуçтарма яратчĕç. Итлемесен — хĕнетчĕç, хăйсемпе пĕрле туртмасан — патак çитеретчĕç. Кирек мĕнле пулсан та, ăшă-и, сивĕ-и, кил хăй патне туртать çав, пĕрмай тарса таврăнаканччĕ, атте каялла леçсе яратчĕ. Пĕррехинче çапла никам сисмен чухне интернатран тухса сукмакпа вĕçтертĕм. Çул çинче Тăрăн ачисем хĕнесшĕнччĕ, хир тăрăх мĕнпур вăйран чупрăм, хăваласа тытаймарĕç. Хам пашкатăп, ывăннипе çĕр çумне лăпчăнса выртрăм, кайран çывăрсах кайнă. Вăранса куçа уçнăччĕ — тем пысăкăш икĕ йытă тăрать. Хайхискерсем манпа пĕрле Ишеке çити пычĕç. Эпĕ, ачапча, уйăрма та пĕлеймен, кашкăрсем пулнă-мĕн. Тĕкĕнмерĕç мана, нушаллăскерне ăнланнă ĕнтĕ вĕсем. Ял вĕçне çити ăсатрĕç те — каялла лĕпĕстетрĕç. Çав кунранпа туслă эпĕ кашкăрсемпе. Питĕ ăслă вĕсем, — ачалăхĕнчи чи асра юлнă куна куçĕ умне кăларчĕ Леонид.

«Шăл çук, шăхăраймастăп»

Картишĕнчи кайăк-кĕшĕке «чипă, чипă» тесе йыхăрать вăл. «Итлĕр-ха, ав кашниех хăйне майлă интереслĕ сасă кăларать. Шăл çук, ларттарма вăхăт тупаймастăп, малтан темле те шăхăрма, кайăксен чĕлхипе чĕвĕлтетме пĕлеттĕм», — тет Леонид Николаевич. Картишĕнчи кăрккасемпе цесаркăсен умĕнчен симĕс курăка пачах та татмасть вăл. Эпир килнĕ чухне те тимĕр кăмакара темиçе хуранпа апат пĕçеретчĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ, çăнăхпа пăтратнă çĕрулми çитерет кайăк-кĕшĕке. «Инкубатор чĕппи кирлĕ мар мана, килте пусса кăларнине нимĕн те çитмест. Кăвакалсене хиртисемпе пĕтĕçлентертĕм, какайĕ ытла çуллă пулмасть, тутлă та. Халь çеç-ха хĕрĕм шăнкăравларĕ, пĕрне хуп-хура тĕслĕ чăх кирлĕ тет. Ун пеккипе мĕн тăваççĕ-ши тата? Парса яратăп ĕнтĕ, пур ман хуп-хури те», — йăл кулать Леонид.

«Арăмран мана ăнчĕ»

— Аттепе пĕрле Хирти Выçлине кайнăччĕ. Лавкка умĕнче виçĕ хĕр атă çурĕç те пĕрин хыççăн тепри лавккана кĕрсе кайрĕç. «Сăнарăн-и, иккĕшĕ аттисене ячĕшĕн çеç чÿхерĕç, тепри пылчăка епле тăрăшса тасатрĕ. Тирпейлĕ, пурнăçа тытакан арăм пулать, шăпах çакна качча илмелле санăн», — терĕ атте. Çывăх çыннăмсăр авланайăттăмччĕ-ши, юрать, хĕр суйлама пулăшрĕ, унсăрăн паянхи кун та хусах шутĕнче пурăнăттăм-и тен? Галя хирĕçлемерĕ качча тухма. Атте вара пачах та йăнăшман, ман арăм тĕлĕнмелле типтерлĕ те ĕçчен. Ачалăх çăмăл килмерĕ пулин те, мăшăр енчен чăннипех те ăнчĕ. 28 çул килĕштерсе пурăнатпăр. Икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтертĕмĕр. Çумра юратнă мăшăр пурри хавхалантарать мана. Ăна пулах аншарли те ĕçместĕп. Тахçан иртĕнсе сыпкаланă эпĕ. Пĕррехинче çапла мухмăр касать, куçкĕскинчен питĕ мĕскĕннĕн пăхса тăратăп. «Эй, ан ĕç-ха, чарăн», — терĕм çав мĕлкене. Ниçта сипленме каймасăрах ĕçме чарăнтăм, — чунне уçать Леонид Николаевич.

Утă купи çинчен ÿксе çурăм шăммине амантнă мăшăрне хĕрхенет Леонид. Çавăнпах хуçалăхри мĕнпур ĕçе ытларах хăй пурнăçлама тăрăшать. Теплицăра арпус-дыня чылай çитĕнтернĕ вăл, хĕл валли нÿхреп тулли темĕн тĕрлĕ кăмпа тăварланă. «Ача чухнехи халап аса килет, пĕрин куккăшĕ улпут кăркка тукмакки çинине курнă тет-и-ха? Эпир вара хамăр ÿстерсе хамăрах çиетпĕр. Ÿркенмесен, кахалланмасан тулăх пурăнма пулать», — пире ăсатса янă май шыври кайăк-кĕшĕке апат пама васкарĕ кил хуçи.

Елена АТАМАНОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.