Хуçалăха мала кăларассишĕн

15 Окт, 2016

"Эпĕ хама чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ тесе шухăшлатăп", — терĕ Çĕрпÿ районĕнчи Энĕшкасси Кушкăри Галина Осокина хаçатран килнине пĕлсен. Апла тăк пирĕн вулакансемшĕн унăн шăпи кăсăклă. Ĕмĕр тăршшĕпех тĕп зоотехникра ĕçленĕ вăл. Ял халăхĕпе пĕрле сĕт, какай, çăмарта, çăм планне тултарма тăрăшнă. Темиçе хуçалăха пĕрлештерсен лаша, ĕне, сысна, сурăх, чăх фермисене юсанине, çĕнĕрен çĕкленине хальхи пекех ас тăвать Галина Ивановна. Лара-тăра пĕлменскер ял-йышра хисеп çĕнсе илнĕ.

Хуçалăха мала кăларассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрмашакан хĕрарăмăн тĕпренчĕкĕсемпе ларма та вăхăт пулман. Хуняшшĕпе хунямăшĕ пилĕк ачине те пăхма пулăшнă.

Галина Ивановна документ улăштарас мар тесе качча тухсан упăшкин хушаматне илмен. Унăн мăшăрне Аркадий Иванова та ырăпа аса илеççĕ ялта. Вăл тавралăха хăтлăлатассишĕн нумай ĕçленĕ. Çул айккипе пинĕ-пинĕпе йывăç лартнă. Ку ĕçе ачисене, ял-йыша явăçтарнă. Çамрăк хунавсене пăхса, шăварса тăнă.

Аркадий Васильевич тăрăшнипе утарти вĕлле шучĕ çĕртен иртнĕ. Çулсерен 1-ер тонна ытла пыл юхтарнă. Утар лаптăкĕ питомнике çаврăннине те палăртса хăвармалла. Çутçанталăк тусĕ вăрăран хыр, чăрăш, çăка çитĕнтернĕ. Паян çак йывăçсем вăрман пулса кашлаççĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче те аслисемпе тан ĕçленĕ Галина Осокина: пахчаçимĕç шăварнă, утă пуçтарнă, хăмла татнă. "Тырă кĕлтисене пилĕкшер хураттăмăр", — çакă та яланлăхах асра çырăнса юлнă. Ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕскер пур йывăрлăха та çĕнтернĕ. Халĕ ачисем, мăнукĕсем килсе çÿренĕшĕн, пулăшса пынăшăн савăнать хĕрарăм.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.