Чун туртăмĕ çеç мар, тивĕç те
"Çавăн пек професси пур — Тăван çĕршыва хÿтĕлесси" — "Офицеры" кинофильмри сăнар каланă сăмахсем паян каларăш евĕрех. Çак шухăш нумай яш-каччăна пурнăçне çарпа çыхăнтарма хавхалантарнă-тăр. Асатте-кукаçисемпе аттесене те. Тен, çавăнпах вĕсем Тăван çĕршыв умĕнчи парăмне — "салтак" ята илтессине — тÿрĕ чунлăн пурнăçланă.
Хĕсметре пуласси вĕсемшĕн хăйне евĕр чыс шутланнă тесен те йăнăш мар. Ара, салтак пăтти çименскерсене питех хисеплемен-çке. Хĕрсем те кунашкаллисене урăхларах хакланă. Тепĕр тесен кашни яш çара кайма ăнтăлнă. Тăван çĕршыв умĕнчи парăмне татмаллине чун-чĕрипе ăнланнă, ку вĕсемшĕн хăйне евĕр тĕллев пулса тăнă.
Илемлĕ сăмах çаврăнăшĕ çивĕчлĕхне паянччен те çухатман. Анчах шел, вăл пурне те витереймест-тĕр. Çавăнпах Çар комиссариачĕн ĕçченĕсенчен тарса çÿрекенсем пур. Нумай-и, сахал-и — пĕлтĕр кунашкаллисене 35 таран палăртнă. Кăçалхи çуркуннехи призывра кирлисенчен 13-шне "тупайман". Таркăнсем пуррипех Чăваш Енре паянхи куна хĕсметрен пăрăннă 1800 ытла йĕкĕте шыраççĕ.
Сăмахăма салтака каякансемпе унта лекесрен сыхă çÿрекенсем çинчен пуçланине вулакан ăнланчĕ пулĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланчĕ. Хĕсмете кайма вăхăт çитнисен ячĕпе раштав вĕçĕчченех повесткăсем вĕçĕç, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне йыхравлĕç вĕсем.
Чăваш Енрен салтак пăтти çиме çĕнĕ çулччен 1552 çамрăка ăсатмалла. Çуркуннехи призыв вăхăтĕнче 1460 яш салтак юрри юрланăччĕ. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 2996 чăваш каччи сăран атă тăхăннăччĕ. Маттурсем темелле вĕсем пирки. Çулталăк сисĕнмесĕрех иртĕ те акă каллех савнийĕсене ыталĕç, амăшĕ пĕçернĕ ăшă та тутлă кукăльпе сăйланĕç.
Салтака каясси йĕкĕтсемшĕн чун чĕнĕвĕпе туртăмĕ çеç мар, Конституципе палăртнă тивĕç те. Анчах çакна туллин ăнланманнисем те пур-ха, çавăнпах йĕркене пăсаççĕ. Вĕсен тĕлĕшпе, паллах, уголовлă ĕç пуçарма тивет. Салтак пурнăçне ас тивме кăмăл туманнисене е 2 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăвараççĕ, е 200 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме йышăнаççĕ.
РФ Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа тăхăр уголовлă ĕç пуçарма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Шупашкар хулипе Йĕпреç, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне районĕсенчен пĕрер, Канаш хулипе Тăвай районĕнчен икшер çамрăк ку йышра. 2011-2015 çулсенче салтака каяссинчен пăрăннăшăн 110 çамрăка айăпланă.
Каччăсем яланхиллех чĕннĕ кун Çар комиссариатне пымаççĕ. Пĕрне акă повестка 12/!/ хутчен тыттарнă, анчах вăл палăртнă кунсенчен пĕринче те ятарлă вырăна çитмен. Сăмах май, Тăвай районĕнчи 26 çулти йĕкĕт те, йыхрава кашнинчех илсе юлнă пулин те комиссариата 6,5 çул пыман. Вунсаккăрти Йĕпреç каччи вара хулари аслă шкулсенчен пĕринче куçăмсăр майпа вĕреннĕскер, повесткăна илме килĕшмен, Çар комиссариатне те пыман. Сăлтавне те палăртман.
Чылай чухне, паллах, таркăнсем хăйсене салтака каяс килменнипе тÿрре кăларма хăтланаççĕ. Укçа-тенкĕ енчен йывăр лару-тăрура пулни те "хăтарасса" шанаççĕ. Чылайăшĕ салтак пăтти çимелли тапхăрта тĕрлĕ региона шапаша тухса каять. Теприсемшĕн, паллах, çулталăк усăсăр иртнĕн туйăнать. Хĕсметри çирĕп йĕркерен хăракан та çук мар-тăр. Тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕ те ывăлне салтака ярас мар тесе тĕрлĕ сăлтав шырама тытăнать. Кун пек чухне çакна та асра тытмалла: çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн, хĕсметрен сăлтавсăр пăрăннисене çар билечĕ памаççĕ. Вĕсене патшалăх тата муниципалитет тытăмне те, йĕрке хуралĕн органĕсене те ĕçе илмеççĕ.
Уголовлă майпа айăпланакан яшсене чылай чухне штраф тÿлеттереççĕ. Çав вăхăтрах кирпĕч шутлакан та пур. Анчах айăплава пурнăçлани салтака каяссинчен пачах хăтармасть. Айăплав тапхăрĕ иртсен тăван çĕршыв умĕнчи парăма татмах тивет. Салтакра пулнине вăхăта ахалех сая янă пек йышăнакансен шухăшламалăх пурах.
Комментировать