Полицие - хисеплĕ ят, фермерсене - пысăклатнă грантсем

14 Окт, 2016

Пĕр енчен, кун йĕрки те анлă мар, 17 ыйту кăна, тепĕр енчен, республика Пуçлăхĕ çукки те витĕм кÿчĕ пулас — ЧР Министрсен Кабинечĕн Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ юнкунхи ларăвĕ нихçанхинчен хăвăрт вĕçленчĕ.

Малтанах "Чăваш Республикинче административлă правăна пăсни çинчен" саккуна улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Ку документа федераци саккунĕпе çураçтармаллипе кăна çыхăннă. Сăмах должноçри полномочиллĕ çынсене патшалăхăн регион шайĕнчи тĕрĕслев ĕçне пурнăçланă чухне патшалăхăн финанс тĕрĕслевĕн органĕсен предписанине вăхăтра пурнăçламаншăн административлă правăна пăсни çинчен калакан протоколсем çырма ирĕк парасси пирки пырать.

Кĕçех Чăваш Ен наградисен списокĕ хушăнĕ — лару "Чăваш Республикин шалти ĕçсен органĕсен тава тивĕçлĕ сотрудникĕ" хисеплĕ ят туса хурассине симĕс çутă пачĕ. Пуçарăвĕ — шалти ĕçсен министрĕн Сергей Неяскинăн. Иван Моторин документсене хăвăртрах хатĕрлеме сĕнчĕ кăна — Полици кунĕ тĕлне тивĕçлисем пирвайхи наградăсене илсе ĕлкĕрччĕр.

Вăрахарах тăсăлни экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова тунă доклад пулчĕ — вăл пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 2030 çулчченхи аталанăвĕн стратегийĕпе паллаштарчĕ. Чăннипех — анлă документ. Стратегире пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн инноваци аталанăвĕнчи пĕлтерĕшне пысăклатассине, экономика тытăмне çĕнетессине, асăннă сферăри япăх туртăмсене сирессине çирĕплетнĕ. 2030 çул тĕлне пурнăçламалли индикаторсен шутĕнче — пĕчĕк тата вăтам предприятисен укçа çаврăнăшне 2,5 хут пысăклатасси, ку сферăри ĕç тухăçлăхне икĕ хут ÿстересси, ĕçлекен халăхăн 35% пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре тăрăшассине тивĕçтересси. Çакă предпринимательлĕх субъекчĕсем туса кăларакан продукци тÿпи регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн калăпăшĕнче икĕ хут ÿсессине никĕслемелле. Паллах, патшалăх енчен пулăшу пулĕ. Юлашки пилĕк çулта республика предпринимательсене пулăшма 2 миллиард тенкĕ патнелле тăкакланă. Чи малтанах — экспорт валли продукци туса кăларакансене, инновацисене çул паракансене, çĕнĕ производствăсем йĕркелекенсене. Пархатарлă тĕллевсене хирĕçлекенсем пулмарĕç.

Юстици министерствипе Пурлăх хутшăнăвĕсен патшалăх комитетне пĕрлештернине кура ларура "çĕнелнĕ" министерствăн положенине тишкерсе çирĕплетрĕç. Сăмах май, министр тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Тимофеева пĕлтернĕ тăрăх — министерство ĕçĕ халь чăннипех анлă, пĕтĕмпе 165 функци пурнăçлать.

Вăлах çамрăксене çар валли кирлĕ специальноçсемпе хатĕрлес ыйтупа сăмах илчĕ. Мероприятисен планĕ пур. 2016-2017 вĕренÿ çулĕнче ДОСААФ урлă транспорт хатĕрĕсен водителĕсене, водитель-электромеханиксене, 230 çынна, хатĕрлемелле. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче ку йыш чылай пысăкрах пулнă — 300 çын.

Ял хуçалăх çĕрĕсене ытти тĕллев валли куçарасси те — Наталья Тимофеева теми. Пĕтĕмпе 11 гектар ытла йышăнакан 8 çĕр лаптăкне, Муркаш, Пăрачкав, Шупашкар, Етĕрне, Елчĕк тата Тăвай районĕсенче вырнаçнăскерсене, урăх тĕллевсем валли куçарма йышăнчĕç. Тĕллевĕсем чăннипех тĕрлĕ: пилорама, техника юсавĕн станцийĕ, çул-йĕр сервисĕн комплексĕ валли. Лаптăксенчен тăваттăшĕ — Етĕрне тата Елчĕк районĕсенче — вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем тума. Наталья Юрьевна пĕтĕмлетÿллĕ кăтартăва та асăнчĕ: 2005 çултанпа Министрсен Кабинечĕ 1,9 пине яхăн гектара ял хуçалăх тĕллевлисен шутĕнчен ытти категорие куçармашкăн 110 йышăну кăларнă.

Республикăн патшалăх пурлăхне приватизацилемелли прогноз планне улшăнусем кĕртрĕç. Çапла вара 2017 çулхи приватизаци планĕ анлăланчĕ: Канашри автовокзалăн, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕн, Чăвашагролизингăн акцийĕсен пуххисене, ытти хăшпĕр объекта сутма палăртнă. Кăçал юпа уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне приватизаци республика бюджетне 319 миллион тенкĕ ытларах кÿнĕ.

Лару Министрсен Кабинечĕн темиçе йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ. Чылайăшĕн пирки пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн, çапах 2007 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче тунă 55-мĕш йышăнăва кĕртнĕ çĕнĕлĕхсенчен пĕрин пирки каласа хăварасах килет. Ун пирки ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕ. Ĕç пуçлакан фермерсене патшалăх паракан грантăн чи пысăк виçи пысăкланать: хальччен 1,1 миллион тенкĕ пулнăскер 1,5 миллион тенкĕ таран ÿсет. Çемьесен выльăх-чĕрлĕх фермисем валли параканни икĕ хут пысăкланать: 5-рен 10 миллион тенке çитет. Çапла вара, иккĕленмест министр, сумлăрах проектсене тĕревлемелли майсем çуралаççĕ.

Палăртни вырăнлă: республикăра паян 1384 хресчен /фермер/ хуçалăхĕ — çулталăк пуçламăшĕнчи кăтартуран 5,1% нумайрах. 2016 çулта ĕç пуçлакан фермерсене суйласа илмелли конкурса 114 заявлени панă, çемьесен фермисене аталантармашкăн грант илме — 16 заявка. Ĕç пуçлакан 33 фермера, çемьесен 6 фермине суйласа илнĕ, çу уйăхĕнче вĕсем патшалăх пулăшăвне илнĕ. Пĕтĕмпе вара 2012 çултанпа патшалăх пулăшăвĕпе 246 фермер усă курнă. Кашни хресчен хуçалăхне панă грантăн вăтам виçи 1 миллион тенкĕрен иртнĕ. Тĕрлĕ программăна пурнăçламашкăн илнĕ грантсем пулăшнипе ял хуçалăх производствинче усă куракан çĕрсен лаптăкне 36,4 пин гектара çитернĕ, çĕнĕ 607 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 9,1 пинрен иртнĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.