Сăмаха çилпе вĕçтермен Владимир Рахмуллин
Республикăн чи кăнтăр хутлăхĕсенчен пĕрне — Елчĕк районĕнчи «Яманчÿрел» ОООна — çитсе килтĕмĕр. Çав кун кĕрхи çумăр вăхăтлăха чарăннăччĕ, Яманчÿрел ялĕ çийĕн сарă хĕвел хăйĕн пайăркисене сапалатчĕ. Унăн ăшши çук ĕнтĕ, çапах кăмăла çĕклет. Хурăн, ытти йывăç çулçи хĕвелпе ылтăн пекех йăлтăртатать. Эпир кăна мар, хуçалăх ертÿçи Владимир Рахмуллин та, хире хĕрлĕ кăшман кăларма тухнă хĕрарăмсем те кăмăллă. Хĕвеллĕ куншăн кăна мар, 10 гектар çинчи çак пахчаçимĕçе пуçтарса кĕртес ĕçе вĕçленĕшĕн те. Тухăç та кÿрентермест: гектартан 150 центнера яхăн. Хальлĕхе ниçта та ăсатмаççĕ-ха, ăна упрама хуçалăхăн пысăк хранилище пур. Анан тепĕр вĕçĕнче техника хуçаланать: Алексей Сорокин механизатор хыççăнах сухаласа пырать.
Мана мĕн тĕлĕнтерчĕ? Хире хуçалăх ĕçченĕсем кăна мар, Яманчÿрелти тата Шăмалакри культура ĕçченĕсем те тухни. Хальхинче вĕсем юрă-кĕвĕ саламĕпе мар, алла витре йăтса килнĕ. Хуçалăха пулăшма. Яманчÿрелти культура çурчĕн ертÿçи Ольга Саврасова çапла хушса хучĕ: «Мĕнле килмĕн-ха? Владимир Сергеевич хăй пире пĕрмаях пулăшса тăрать-çке. Мероприяти ирттермелле-и е ватă çынсене, ветерансене чысламалла-и — укçа-тенкĕпе те, ытти енĕпе те унăн тимлĕхне туятпăр».
Владимир Рахмуллинăн пире каласа кăтартмалли çук мар. «Яманчÿрел» ООО чăмăртаннăранпа кăçал шăпах 15 çул çитнĕ. Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне пĕтерсен «Яманчÿрел ял хуçалăх химийĕ» организацире экономистра, тĕп бухгалтерта ĕçленĕскере ял çыннисем шаннă: «Опычĕ пур, шăпах хуçалăх ертÿçи пулма вăхăт çитнĕ», — тенĕ. Çапла çĕнĕ ĕçе кÿленнĕ В.Рахмуллин.
— Владимир Сергеевич, хăй вăхăтĕнчи мухтавлă «Слава» колхоз мĕнле еткер хăварнă сирĕн валли?
— Ун чухне мĕнле лару-тăрăва лекнине çак тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ: ял ферминчи 38 ĕне талăкра 120 килограмм сĕт антарнă, дояркăсем выльăх валли утă çавапа çулнă. Çĕртме уйăхĕччĕ, ака ĕçне вĕçлемен, укçи-тенки çук. Колхозăн парăмĕсем тата «пĕр лав»...
— Мĕнрен пуçларăр?
— Чи малтанах уй-хир ĕçĕсенче йĕрке тăвас терĕмĕр. Пĕтĕм лаптăка — 857 гектара — сухаласа, акса хăварма мехел çитертĕмĕр. Выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерес, сĕт туса илес ĕç тупăшли çинчен те манман. Майĕпен-майĕпен ĕне витисене юсама, çĕнĕ объектсем çĕклеме пуçларăмăр, ăратлă ĕнесен шутне ÿстерсе пытăмăр.
Хальхи вăхăтра выльăх 681 пуç, çав шутра сăваканни — 235 ĕне. Талăкра 3,5-4 пин килограмм сĕт сăватпăр. Кăçалхи тăхăр уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 4556 килограмм суса илтĕмĕр. Çулталăк вĕçне ултă пине çитерме тĕллев лартрăмăр. Сĕте Елчĕкри сыр-çу заводне ăсататпăр. Хак тивĕçтерет: килограмĕ — 21 тенкĕ.
Пилĕк çул каялла фермăра пысăк реконструкци ирттернĕччĕ. Çакă сăвакан ĕнесен шутне тата та ÿстерме май парать. Пĕлтĕр поликарбонатран 30 пăру вырнаçмалăх пĕчĕк вите турăмăр. Лайăх хĕл каçрĕç, кашнин валли — уйрăм лаптăк.
Икĕ çул каялла, «Свобода» хуçалăх панкрута тухнă май, ăна та пирĕн çине «тиерĕç». Унăн çĕрĕ 1000 гектара яхăн. Шăмалакри фермăна та тĕпрен юсарăмăр. Унта хальхи вăхăтра — çамрăк ĕнесем, пăрусем, сăваканнисем — Яманчÿрелте.
— Çавăн пекех эсир ытти ялта усă курман çĕрсене те арендăна илнине пĕлетпĕр.
— Выльăх ĕрчетесси тĕп вырăнта пулсан та çĕр ĕçĕнчен пăрăнмастпăр. «Яманчÿрел» ООО чăмăртаннă вăхăтра сухаламалли çĕр 857 гектар пулнă, халĕ — 2516 гектар. Мĕнле-ха капла тетĕр-и? 1 пине яхăнăшĕ Шăмалаксен терĕмĕр ĕнтĕ. Унчченхи «Слава» колхозăн усăсăр выртакан çĕрĕсене арендăна илнĕ. Пилĕк çул каялла «Победа» колхоза кĕнĕ Энтепен 285 гектарĕ çинче çĕнĕрен суха турăмăр. Вăрăмхăва ялĕн çыннисен çĕр пайĕсене — 270 гектар — усăсăр вырттармастпăр.
— Çапла тума техника кирлĕ. Вунпилĕк çул каялла çавнашкал пĕртен-пĕр хатĕр — çава — пулнă терĕмĕр.
— Çул хыççăн çул иртнĕ май пĕчĕккĕн ура çине тăтăмăр: «Нива», «Вектор» комбайнсем», икĕ «МТЗ-82, икĕ «МТЗ-1221» тракторсем туяннă. Тырă пуçтармалли, çапаканни кăна мар, выльăх апачĕ хатĕрлемелли комбайнсем те пур халĕ. Пĕлтĕр тырă, курăк выракан «КСУ-1» комбайнлă пултăмăр. Питĕ кăмăллă ун ĕçĕпе.
— Хаклă пулĕ-ха?
— Пĕр миллион тенкине хамăр ĕçлесе илнĕ укçаран ятăмăр, çăмăллатнă майпа виçĕ миллион тенкĕ кредит илтĕмĕр. Çитес вырмаччен тепĕр комбайн туянас тетпĕр.
— Хуçалăхран ăратлă выльăх туянас текенсем те пур-тăр?
— Эпир хамăр туянатпăр. Нумаях пулмасть селентал ăратлă пăрусем илсе килтĕмĕр. Выльăх апачĕ çителĕклĕ. Хатĕрлени икĕ çула та çитет.
— Астăватăп-ха: кăçал районти Акатуйра çурхи ĕçсене ăнăçлă тата хăвăрт вĕçленĕшĕн сире кубокпа чысланăччĕ. Вырма ĕçĕсем савăнтараççĕ-и?
— Акса хăварасси — пĕр ĕç, тыр-пула пăхса çитĕнтерсе, кĕлете пухса кĕртесси — тепĕр ĕç. Ахальтен мар ваттисем: «Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ», — тенĕ.
Кĕрхи ĕçсем кăмăла çĕклеççĕ: тăватă пин ытла тонна тырă çапса илтĕмĕр. Вăтам тухăç гектартан 28 центнер. Сĕлĕ тухăçĕ тата та пысăкрах — 34, кĕрхи туллăн — 30 центнер.
— Сутатăр-и, хăвăр валли упратăр-и?
— Патшалăхăн апат-çимĕç фончĕ валли Шупашкарпа Канаш элеваторĕсене тулăпа ыраш ăсатрăмăр. Ытти вырăнтах-ха. Упрама майсем пур. Кăçал Шăмалакра çĕнĕ склад хута ятăмăр. Хаксем ÿссен сутма пуçлăпăр.
— Ĕçлекенсем çинчен те пĕлес килет. Кăмăллă-и вĕсем ялта пурăннăшăн, вырăнти хуçалăхра ĕçленĕшĕн?
— Кăна, паллах, хăйсенчен ыйтмалла. Мана вара вĕсен ĕçĕ тивĕçтерет. Хуçалăхри ĕçсене 50 çын пурнăçласа пырать. Уй-хир бригадирĕ Александр Ермолаев çак ĕçре хуçалăх йĕркеленнĕренпех. Нумаях пулмасть вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Владимир Сергеев механизатора темиçе çул каялла «ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Владимир Алексеевич хальхи вăхăтра фермăра выльăхсем валли тракторпа апат турттарать. Ĕççинче кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă механизаторсене пысăк тав. Сергей Васильев вырмара палăрчĕ: вăл 6300 гектар çинче 16364 центнер тырă çапса илчĕ. Ĕçшĕн хавхалантармалли майсемпе туллин усă куратпăр. Сăмахран, Сергей Леонидович 40 кунра 230 пин тенкĕ ĕçлесе илчĕ. Александр Марков, Алексей Герасимов комбайнерсем те маттур пулчĕç. Тав сăмахĕсем çавăн пекех Сергей Воронов, Василий Ермаков, Владимир Чернов, Юрий Шуваров, Алексей Сорокин, Александр Павлов механизаторсен ячĕпе те.
Фермăра ĕçлекенсене те палăртса хăвармалла. Кунта Надежда Краснова хуçалăха йĕркеленĕренпех вăй хурать. Ферма ертÿçи Александр Волков та, Светлана Волкова, Наталья Матвеева. Ирина Васильева, Валентина Матвеева, Екатерина Чебоксарова, Галина Павлова дояркăсем те, Светлана Андреева осеменатор та хуçалăха çĕнĕ утăмсем тума, малалла ăнтăлма вăй парса пыраççĕ. Шăллăм Юрий — тĕп инженер. Вăл çавăн пекех 10 гектар çĕр арендăна илнĕ. Унта çĕрулми, хĕрлĕ кăшман çитĕнтерчĕ.
— Ним çукран пурлăх тăваймăн. Пус çумне пус хушăнсан тенкĕ пулать. Укçа вара шута юратать...
— Ку енĕпе лăпкă эпĕ. Бухгалтери ĕçченĕсем — Наталья Тунгулова /тĕп бухгалтер/, Валентина Волкова, Надежда Рахмуллина шанчăклă çынсем, хуçалăх чăмăртанăранпах юнашар.
— Яманчÿрелне пырса кĕнĕ çĕрте ял ятне çырнă пысăк паллă пур. Çак ĕçре сирĕн тÿпе те пур тенине илтрĕмĕр.
— Ял çыннисемпе пĕрле пулмалла: вĕсем хуçалăхра ĕçлемеççĕ пулсан та. Çакна яланах асра тытса пурăнатăп. Çавăнпа культура ĕçченĕсене те, ыттисене те май килнĕ таран пулăшма тăрăшатăп. Ял палли вара уйрăмах аван пулса тухнă, унăн сăн-сăпатне лайăх уçса парать. Эпир хамăр енчен стройматериалсемпе тивĕçтертĕмĕр, ĕçе ял çамрăкĕсем пурнăçларĕç. Çакă каччăсен яваплăхне ÿстерме, сумне çĕклеме пулăшатех тесе шутлатăп.
— Малашнехи тĕллевсем çинчен те пĕлес килет.
— Паян мĕн пуррине малалла аталантарса пырасси. Ку енĕпе çĕнĕ технологисемпе туллин усă курăпăр.
Манăн та иккĕленÿ çук — малашне те çаплах пулĕ. Рахмуллинсем сăмаха çилпе вĕçтермеççĕ. Çакна пĕр тĕслĕхпе çирĕплетме тăрăшăп. Чăваш ялĕнче Рахмуллин хушамат мĕнле пуçланса кайнă-ха? Йăхри пĕр çын тахçан авал салтакра тутарпа туслă пулнă иккен. Çакскерсем çапăçăва кĕрес умĕн пĕр-пĕрне тупа тунă: енчен пĕри пуç хурсан сывă юлаканни малалла унăн хушамачĕпе çÿрĕ. Юлташĕн ятне асра тытса, ăна вилĕмсĕрлетсе. Çапла вара Игнатьевсен йăхĕнчи чăваш Яманчÿрелне «тутарланса» таврăннă. Вăл тутар пекех тюбетейкăпа, сăран атăпа çÿренĕ. Ял ачисем вăл урампа иртсе пынă чухне: «Мулла пек, мулла пек...» — тесе юлнă. Сăмахне тытнă, юлташне сутман Рахмуллин чăваш.
Надежда СМИРНОВА калаçнă.
В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем
Комментировать