Вăрăран иçĕм ÿстерер-и?

13 Окт, 2016

Килте иçĕм /виноград/ ÿстеретĕп. Ăна сапанран ĕрчететĕп-ха, вăрăран та ÿстерсе пăхасшăн. Ăна вăрăран ÿстерме пулать-и?

Иван НИКИФОРОВ.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

Иçĕме вăрăран акса ÿстерес ĕç пирки Шупашкарти Ботаника сачĕн тĕп агрономĕ Антонина Аркадьевна Васильева /сăнÿкерчĕкре/ каласа пачĕ.

— Мĕншĕн ÿстерсе пăхас мар? Иçĕме вăрăран çитĕнтерме пулать. Ăна валли вăхăт тата ĕçчен алăсем кирлĕ. Вара хăвăр акса, пăхса ÿстернĕ иçĕм çырлипе киленме, мухтанма пултаратăрах, — пуçларĕ сăмахне Антонина Аркадьевна. — Вăрăран ÿстерекен иçĕм хăвăрт çимĕç памасть. Çырла пама пуçличчен 4-5 çул иртет. Тепĕр виçĕ çул чи паха тĕпсене суйласа илме кирлĕ.

Акма хамăра килĕшнĕ сортăн шултра, лайăх пиçсе çитнĕ çимĕçсене суйламалла. Иçĕмрен вăрă нумай кăлармалла. Иçĕме тÿрех тăпрана ирĕке акасси пирки калаçăпăр малтан. Çапла вара 100 ытла вăрăна лайăх çĕрнĕ тислĕкпе, хăйăрпа хутăштарса пулăхлатнă тăпрана кĕркунне акса хăваратпăр. Лаптăк самаях пысăк пулать. Шăнтма пуçласан йăрана типĕ çулçăпа е хыр лăссипе витетпĕр. Çуркунне çĕр ăшăннăçемĕн виткĕçе сиретпĕр. Шăтса тухнă иçĕм хунавĕсене номерлесе паллă тумалла, ятарлă тетраде кашнин номерне çырса хумалла. Ку тĕмсем мĕнле аталанса пынине палăртма кирлĕ пулать. Шăтса тухнă çĕре яхăн хунавран чи лайăххисене — тутлине, çимĕç нумай параканнине, шултрине, сивве чăтăмлине суйламалла-çке.

Паллă тунă 100 хунавран 4-5 çул хушшинче çимĕç пама пуçличченех хăшĕ-пĕри пĕтет. Вĕсем — вăйсăррисем. Çимĕç пама пуçласассăн тĕмсене тимлĕ сăнаса тăмалла, çимĕç пахалăхĕ пирки, чир-чĕре тÿсĕмлĕхĕ пирки тетраде палăртса пымалла. Çапла тепĕр виçĕ çул тĕмсен пахалăхне сăнаса тăратпăр. Пĕр сортран акса шăтарнă, çимĕç пама пуçланă 60-70 тĕп юлнă тейĕпĕр. Вĕсем кашниех хăйне евĕрлĕ. Тутипе те, ытти пахалăхпа та. Хăшпĕр тĕм, тен, вуçех çимĕç памасть — вĕсене касса пăрахатпăр. Тепĕр тĕмĕн çырли эсир акнă иçĕм тутин яхăнне те пымасть, йÿçĕ — вĕсем те кирлĕ мар. Теприн çырли сĕре вĕтĕ. Хăшĕ-пĕри сивĕ хĕле тÿсеймесĕр пĕтет, теприн сапакисем сайра, е çырли сапакара сĕре çăтă тăрать. Кун пекки те аван мар. Тепĕр тĕмĕн çырли пиçсе çитеймест. Ку тĕм те пирĕн тăрăхри условисемшĕн юрăхсăр. Хăшпĕр тĕмри çырласем пиçнĕçемĕн çурăлса каяççĕ — каллех тивĕçтермест, тепĕрне сăпса, сăвăс вăйлă тапăнать.

Çапла 3 çул хушшинче чи паха темиçе тĕм çеç юлма пултарать. Вĕсем — амăш пахалăхне упраса хăварнисем. Ыттисем — селекцие тивĕçтерменнисем. Вĕсене çитменлĕхĕсене палăртнă майăн тĕплесе пымалла.

Мĕншĕн шăтса тухнă 100 хунавран темиçе лайăх тĕм çеç юлма пултарать-ха? Мĕншĕн тесен халĕ çитĕн­терекен сортсем пурте тенĕ пекех гибридсем. Вăрăран аксан вĕсен малтанхи, гибридченхи, пахалăхĕсем аталанса çиеле тухаççĕ.

Тепĕр виçĕ çул вĕсен сивве тÿсĕмлĕхĕ мĕнлереххине тата тухăç мĕн чухлĕ панине сăнатпăр. 8 çулхи пĕр тĕм 50 кг çырла памалла. Çак тĕрĕслев витĕр тухнисене малалла ÿстерме, ăна сапанран ĕрчетме пултаратăр. Вĕсем хăвăр алăпа селекцилесе кăларнă сорт пекех пулĕç.

Пирĕн тăрăхра лайăх ÿсекен, çимĕç паракан иçĕм — Русский ранний сорт. Çырли шупка хĕрлĕ тĕслĕ. Ботаника садĕнче тĕрĕслесе пăхнă тăрăх вăрăран ÿстерсен те çырла пахалăхĕ упранса юлать. Вăл пирĕн çут çанталăк условийĕсенче лайăх çимĕç паракан пĕртен-пĕр сорт, ун вăррине иккĕленмесĕрех акса ÿстерме пулать.

Иçĕм вăррине куршакра акса хунавлантарасси пирки. Лайăх пиçсе çитнĕ иçĕм вăррине кăларса çумалла. Вăр шултра, сарă-хăмăр е тĕксĕм хăмăр тĕслĕ пулмалла. Вĕсене акиччен стратификацилемелле — пĕр тапхăр сивĕре тытса шăтма хатĕрлемелле: суйланă вăрлăха нÿрлĕ пусма таткипе чĕркесе холодильника хумалла. 0...Œ3 градусра 6-8 эрне тытмалла, кашни 10 кунра вăрлăха тĕрĕслемелле. Кăвакарасран тĕрĕсленĕ чухне кашнинчех сивĕ шывпа чÿхемелле. 1,5-2 уйăхран вăрăсен хуппи çуркаланма пуçлать, акмалли паллă ку. Хатĕрленсе çитнĕ вăрлăха йĕпе мамăкпа чĕркесе ăшă вырăна хумалла. Вăрă сăмсалансан маларах хатĕрлесе хунă куршаксене акмалла. Калчана çутă, ăшă çителĕклĕ пÿлĕмре ÿстермелле. Çуркуннехи сивĕсем иртсен ирĕке, хĕвел лайăх ÿкекен, хÿтĕ çĕре куçарса лартмалла. Ку меслетпе лайăх пĕлекен, пирĕн тăрăхри климатра ÿсекен иçĕме ĕрчетме пулать.

Эльвира ИВАНОВА калаçнă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.