Шахмат принцесси

13 Окт, 2016

Шахмат вăййинчен кăткăсраххи мĕн пур-ши? Анчах Елизавета Петровăна ку хăратмасть. Вăл икĕ çулта чухнех шашка-шахматпа интересленме пуçланă. Виççĕмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра республикăри шахмат турнирĕнче 1-мĕш вырăн йышăнни хăех пысăк çитĕнÿ. Ун пек кăтартусем вара хĕрачан нумай. Пур çĕнтерĕвне асăнса тухма та çук. Хăйĕн çитĕнĕвĕсемшĕн Лиза кукашшĕне тав тăвать. Василий Петрович Петров — тренер. Вăл мăнукне шахмат ăсталăхне мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарать.

— Шашкăлла тата шахматла выляма пĕрре те йывăр мар. Пурне те спортăн çак тĕсĕпе туслашма сĕнетĕп, — тет Лиза «Тантăш» вулаканĕсене.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.