Инкек патне çул хывар мар

12 Окт, 2016

Кĕрхи ăмăр кунсенче чунра ахаль те тунсăх, интернет-сайтра вуласа пĕлнĕ хыпар вара йĕпе-сапаллă кун кăмăла тата салхулатрĕ. Шупашкар—Хыркасси çулĕ çинче, «Вăрман Çĕктер» чарăну çывăхĕнче, авари пулнă. Ют çĕршывра кăларнă автомашина çуран çÿрекенсем утса каçмалли вырăнта çул урлă каçакан 12 çулти арçын ачана çапса хăварнă. Ачан чĕри тапма чарăннă...

Çак кунсенче кăна Шупашкарти 47-мĕш шкулта пиллĕкмĕш классен хушшинче çул-йĕр правилисене пăхăнас тĕллевпе ирттернĕ интерактивлă вăййа сăнама тÿр килнĕччĕ. Ачасем çул-йĕр паллисене, харпăр хăйне çул çинче мĕнле тытмалли çинчен аван пĕлни сисĕнчĕ те — вĕренÿ учрежденийĕнче хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе воспитани ĕçне çирĕп пурнăçласа пынăшăн хĕпĕртенĕччĕ. Вăйă вăхăтĕнче пăхса тухнă лару-тăрусенчен пĕри çывăх вăхăтра хамăр пурăнакан хутлăхра сиксе тухасси, черетлĕ çемьене нимĕнпе саплаштарайми инкек кÿресси çинчен ун чухне аслисем те, çул çитмен шăпăрлансем те пĕлеймерĕç-ха.

Инкек ура айĕнчех çÿрет тени вара — тĕрĕсех. Акă шкултан таврăнакан арçын ача, маршрутка çинчен чип-чиперех анса юлнă хыççăн, çулăн тепĕр енне утса çитеймессе шухăшласа илме пултарнă-и?! Ача ашшĕн сисчĕвленÿ таврашĕ пулман çав — унсăрăн ывăлне кĕтсе илме чарăнăва маларах çитĕччĕ, ывăлне çул урлă каçма хăй пулăшĕччĕ.

Иномарка рульне тытса пынă 29 çулти арçын та, ахăртнех, инкеке юри туман. Çуран çÿрекенсем каçмалли вырăнта хăвăртлăхне чакармаллине пĕлмен мар. Çăмăлттайлăхшăн айăпа çăмăллатма юрамастех.

Хулара, уйрăмах пысăкраххисенче, транспорт çÿрекен çул — кашни утăмрах. Татти-сыпписĕр унталла-кунталла кумакан автомобильсен кустăрми айне лекес хăрушлăх та çавăнпа — пысăкрах. Эппин, инкеке лекесрен сыхланма ачасене мĕн пĕчĕкрен вĕрентмелле. Чи малтанах йĕркене хамăрăн, аслисен, çирĕп пăхăнмалла. Манар мар: кирек мĕнле пулсан та ача çитĕннĕ çынна евĕрлет — лайăххи енĕпе те, тĕрĕс мар утăм тăвассипе те.

Пепке урамра хăй тĕллĕн çÿреме пуçличчен чылай маларах ăна çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентме тытăнмалла. Ан тив, чи кĕçĕн ÿсĕмре çакă вăйă шайĕнче кăна пултăр — асра тытмалли тĕп йĕрке ача пуçĕнче пурпĕрех çырăнса юлĕ.

Çул-йĕр çинче пулакан инкексене тĕпченĕ май специалистсем çакнашкал шухăша çирĕплетеççĕ: ачасенчен чылайăшĕ çулпа пыракан автомобиле пула мĕнлерех хăрушлăх сиксе тухма пултарасса ăнкарсах пĕтереймест. Çул çитмен çамрăксем вара хăйсене çав тери çаврăнăçуллă, вăйлă, вăр-вар тесе хаклаççĕ — инкек таврашĕ вĕсене пырса тивмест тесе шухăшлаççĕ-мĕн. Автобусран, троллейбусран е пуйăсран çакланса «ярăнакан» чăрсăрсен хăтланăвне епле ăнлантарăн-ха тата?

Ачасем шар курнă çул-йĕр çинчи пăтăрмахсене тишкернĕ май республикăри патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсем юлашки çулсенче инкек тÿсекенсен йышĕнче роллерсемпе велосипедистсем нумайланнине асăнаççĕ. Çуллахи уйăхсенче республикăри больницăсен травматологи уйрăмĕсене роликлă конькипе е велосипедпа ярăнса суранланнисем килсех тăраççĕ. Шел, чылай ачана аслисем ку е вăл хатĕрпе паркра, стадионра, картишре кăна ярăнмаллине хытарсах каламаççĕ курăнать. Е ачасем хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассин пĕлтерĕшне хакласах çитереймеççĕ.

Çапла кăçал çуллахи кунсенчен пĕринче кăна республикăра çамрăк велосипедистсен айăпĕпе 3 инкек пулнă — Шупашкар хулинче, Патăрьел, Канаш районĕсенче. Юрать-ха, аварисенчен пĕри те вилĕмпе вĕçленмен. Çапах инкексенчен иккĕшĕнче çул çитмен ача суранланса сыватмăша лекнĕ.

Инкекрен сыхланас культурăна хăнăхтарас ĕçри пĕлтерĕшлĕ япала — фликер — çинчен каласа хăварасах килет. Тĕттĕмре çуталакан пĕчĕк кăна хатĕр ачан тумтирĕ е сумки çинче пулмаллине шкулсемпе садиксенче çирĕп ыйтма тытăнни аван. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе ĕçлекен экспертсен çирĕплетĕвĕпе фликер пурри ачасем çул çинче суранланассине ултă хут çурă /!/ чакарать. Сăмах май, Скандинави çĕршывĕсенче /хĕллехи вăхăтра унта тавралăх час çутăлмасть, ир тĕттĕмленет/ тĕттĕм чухне ача-пăча кăна мар, çитĕннисем те çутă сапалакан паллăсемпе çÿреме тивĕç. Финсен тĕпчевĕсем тăрăх — çул çинчи инкексенчен çурри тĕттĕмленме пуçланă вăхăтра е каçхине пулать.

Фликер тенĕрен, ачасемшĕн вăл илĕртÿллĕ тетте кăна мар, пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ япала та пулнине ăса хывса Раççейри производительсем те — уйрăмах çи-пуç çĕлекен фирмăсем — унпа час-часрах усă курма тытăнни сисĕнет. Ашшĕ-амăшĕ те ачи валли тум-юм суйланă чухне çак «вак-тĕвеке» шута илме вĕренсе пырать.

Статья вĕçне пăнчă лартиччен вулаканăма кĕрхи ăмăр, йĕпе-сапа кунсенче сисчĕвленĕве ÿстерме ыйтасси çеç юлчĕ. Самана таппинчен юлас мар тесе вĕçĕмсĕр таçта васканă май хамăршăн, çывăх çынсемшĕн чи хакли — эпир сывви, ачасем вара пирĕн пурнăçăн пĕлтерĕшĕ пулнине манар мар.

Ирина ПУШКИНА.

Снежана ГАВРИЛОВА, Красноармейски 2-мĕш шкулĕн директорĕ:

— Ачасене çул-йĕр çинче хамăра мĕнле тытмаллине вĕрентесси — çивĕч ыйту. Ахальтен мар класс ертÿçисен вĕренÿ-воспитани планĕнче унран пăрăнса иртме çук. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕнче асăннă енпе пурнăçлакан ĕç валли 10 сехет таранах уйăратпăр. Икĕ çул каялла республикăра çул-йĕр çинчи инкексенче ача-пăча шар курасси чылай ÿснĕччĕ. Çакă асăннă енпе воспитани-вĕренÿ ĕçне тата вăйлатма хистерĕ.

Икĕ ача амăшĕ пулнă май çул çинче çÿреме вĕрентессипе çемьере те тимлĕ пулма тивет. «Асăрхануллăрах пул!» тени маншăн — йăлана кĕнĕ ахаль каларăш çеç мар. Аслă хĕрĕм студент пулин те сывпуллашнă чухне яланах калатăп çак сăмаха. Вăл виççĕре чухне пулнă кăмăллах мар самант хистет çапла тума. Алăран çавăтăнса утакан хĕрпĕрчи кÿршĕри кинемее, çул урлă вĕтĕ кукăль сутса тăраканскере, асăрханă та... — хăш хушăра вĕçерĕнсе ун ытамне ыткăнчĕ — хам та ăнкарса илеймерĕм. Çулпа пыракан кÿмеллĕ мотоциклăн кустăрмисен хушшине лексе пĕр сурансăрах юлнă хĕрĕме курсан куççуль чарăнми шăпăртатрĕ. Ĕмĕрлĕх урок пулса юлчĕ çакă.

Кĕçĕн хĕрĕм халĕ иккĕмĕш класра вĕренет. Садике çÿренĕ вăхăтра урамра утнă май ялан мĕн çинчен те пулин калаçаттăмăр. «Аркадий Паровозов пулăшма васкать» мультфильма пăхса та хĕрĕм кирлĕ чылай канаша ăса хыврĕ.

Александр СТЕПАНОВ, Шупашкарти 37-мĕш шкулти ОБЖ тата физкультура вĕрентекенĕ, «Çулталăк вĕрентекенĕ — 2016» конкурсăн тĕп хулари çĕнтерÿçи:

— Вĕренÿ çулĕ пуçлансанах республикăра «Асăрханăр, ачасем!» уйăхлăх иртет. Унăн картинче кашни шкулах çул-йĕр правилисене ăса хывассипе тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Хамăрăн вĕренекенсемпе çакнашкал практика занятийĕ йĕркелетпĕр: фликерсем çакнă-çыпăçтарнă тум тăхăнатпăр та çывăхри çул хĕррине тухатпăр. Чи кирлĕ, пурте пĕлме тивĕç правилăсене вырăнта аса илтеретпĕр.

Шкулта çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен отрячĕ пур. Унта çÿрекен ачасем теори пĕлĕвне тарăнлатса пынисĕр пуçне практика хăнăхăвĕсене те анлăрах пурнăçлаççĕ. Сăмахран, велосипедпа пынă чухне çул çинче хамăра мĕнле тытмаллине вĕрентетпĕр. Усси, паллах, пур. Акă иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пирĕн шкул ачисем çул-йĕр çинчи пăтăрмаха лекнĕ тĕслĕх пĕрре те пулман.

Людмила АНАНЬЕВА, Ишлейри «Буратино» ача сачĕн ертÿçи:

— Ачасене çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнма вĕрентесси шкулчченхи пĕлÿ паракан организацисенче — кун йĕркинчен нихçан тухми ыйту. Тимлĕхе хăнăхтарасси ятарлă занятисенче кăна мар, куллен тенĕ пек пулса иртет. Ачасемшĕн каланине астуса юлассинчен куçпа курнине пуçа чикме меллĕрех. Çакна шута илсе темиçе çул каяллах садик валли дидактика хатĕрĕсенчен пĕрне — çул-йĕр çинчи паллăсен пуххине — туянтăмăр. Çавăн пекех пилĕк çул каялла ачасем валли ÇÇХПИ инспекторĕсен тумне çĕлеттертĕмĕр. Уçă занятисем иртнĕ чухне усă куратпăр вĕсемпе. Ятарлă тум тăхăнсан шăпăрлансем хăйсене çитĕннĕ çын пек туйни йĕркене çирĕпрех пăхăнма хистет. Республикăра çуллен «Светофорик» конкурс иртет — районти тапхăра хутшăннă чухне пирĕн ачасене çи-пуçне кура тÿрех уйăрса илеетĕн. Сăмах май, асăннă ăмăрту призерĕсен йышĕнче пирĕн садик пĕрре мар пулнă.

Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе тăтăшах калаçу ирттеретпĕр. Ача-пăча вĕсенчен вĕренсе пырать — эппин, йĕркене пăхăнассине чи малтан аслисенчен çирĕп ыйтмалла.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.