Кун йĕркинче - çул çинчи хăрушсăрлăх

2 Апр, 2014

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин Правительствăн çул çÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Унта иртнĕ çулхи çулсем çинчи лару-тăрăва пĕтĕмлетнĕ, çуран çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли условисем йĕркелес, çулсене пăхса тăрас ыйтусене сÿтсе явнă.

Тĕп ыйтупа ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ В.Романов сăмах илнĕ. Вăл палăртнă тăрăх - Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Тăвай, Вăрмар, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенче, Çĕмĕрле хулинче аварисен тата вĕсенче вилнисен шучĕ ÿснĕ. Тĕп сăлтавĕсем - çул çÿреве хутшăнакансем çул-йĕр правилисене уяманни. Йышăнакан мерăсем лару-тăрăва пĕтĕмĕшле илсен тăнăçлăх кÿме май панă. Ачасем хутшăннипе пулнă аварисен шучĕ кăшт чакнă, апла пулин те çавнашкал тĕслĕх пур пĕр нумай-ха. Ÿсĕр водительсем тунă аварисем те 6,7% чакнă.

Автоçулсен управленийĕ çулсем сиенленнĕ вырăнсен юсас енĕпе чылай ĕç пурнăçланă. Çавăн пекех сиенленнĕ паллăсене, юпасене, картасене йĕркене кĕртнĕ, бордюрсене, автопавильонсене сăрланă, çак ĕçе малалла пурнăçлаççĕ. Çапах управлени ертÿçи В.Атрохов палăртнă тăрăх - çак мерăсем кăна çителĕксĕр. 1,5 пин километра яхăн çулсем çинчи разметкăна çывăх вăхăтра çĕнетмелле. Халĕ тивĕçлĕ организацисем асфальт çинчи шăтăксене сивĕ асфальтбетонпа усă курса саплас енĕпе çине тăрсах ĕçлеççĕ.

Çулсене хĕлле мĕнле пăхса тăнине тишкернĕ май «Воддорстрой», «Автодорсервис», «СтройТЕК», «Ликта» ОООсем, «Чăвашавтодор» АУО лайăх ĕçленине палăртнă. Ларура Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай районĕсен, Çĕмĕрле хулин администрацийĕсен пуçлăхĕсем асăннă енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен отчет тунă. Вице-премьер - транспорт министрĕ М.Янковский Çĕмĕрле хулин çĕнĕ ертÿçине муниципалитет шайĕнчи çулсене пăхса тăма уйăракан укçапа усă курассипе çыхăннă ыйтусене яваплăха туйса татса памашкăн чĕнсе каланă.

Ларура сÿтсе явнă ыйтусене пĕтĕмлетнĕ май комисси çул çÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе хушма мерăсем йышăнмаллине, муниципалитетсенче уйрăмах тимлĕ ĕçлемеллине палăртнă.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.