Çĕнĕ кĕнеке – нимĕçле
Венăри нимĕç профессорĕ Андреас Каппелер Раççей историйĕпе кăсăкланса Вăтам Атăл тăрăхĕнчи халăхсене тĕпченĕ май чăвашсемпе çыхăну тахçанах, 1970 çулсенчех, йĕркеленĕ.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕпе Василий Димитриевпа /1924-2013/ вăл уйрăмах çывăх туслашнă. Йышлă мар халăхсенчен мĕншĕн шăпах чăвашсем çинчен ытларах тĕпчеме пуçланине те Андреас паллă ентешĕмĕре хисепленипех çыхăнтарать. Виçĕ эрне каялла кăна Вена издательствинче нимĕçле пичетленсе тухнă «Чăвашсем: истори тĕттĕмлĕхĕнчи халăх» кĕнекине те /ăна ăсчах хăйĕн укçипе кăларнă/ Каппелер Василий Димитриевича халалланине палăртрĕ.
Кĕнекене пуçласа урăх ниçта та мар, чăваш çĕрĕнчех хак пачĕç. Хăтлава унăн авторĕ инçе çула кĕскетсе хăй те килсе çитнĕ. Пушă алăпа мар: пысăк та сумлă проекта пурнăçа кĕртме пулăшнă ĕçтешĕсемпе организацисене тата республикăри тĕп библиотекăсемпе вĕренÿ учрежденийĕсене парнелемелĕх экземплярсем илсех килнĕ вăл. Презентацие чăваш халăхĕн историне, культурине тĕпчекен ăсчахсем, архив, вĕренÿ заведенийĕсен ĕçченĕсем, журналистсем тата студентсем йышлăн пухăнчĕç. Хаклава Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев килсе çитрĕç, Мари Эл, Самар тăрăхĕн ăсчахĕсем те хутшăнчĕç.
Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев аякри хăнана мĕншĕн шăпах çак аслă шкул хăтлав ирттерме сĕнсе йыхравланин вăрттăнлăхне уçрĕ. Тин кăна пичетленсе тухнă кĕнекен «умисторийĕ» 2011 çулта пуçланнă. Андреас ĕçлĕ çулçÿревпе Чăваш Ене килсен асăннă институтра та пулнă. Кунта ăслăлăх ĕçне йĕркелесе пыракан проректорпа Леонид Таймасовпа ют çĕршыври философи наукисен докторĕ тахçанах туслашнă. Пилĕк çул каяллахи тĕлпулура хăйĕн чăвашсем çинчен тĕплĕ ĕç пуçарас шухăшĕ çирĕпленсе çитнине палăртнă. Халĕ акă пурте куратпăр: тĕллев пурнăçланнă.
Залра ларакансем Андреас хăй сăмах илессе чăтăмсăррăн кĕтрĕç — автора памалли ыйту чылайăшĕн капланнă. Пурне те кăсăклантараканни вара çакă пулчĕ: мĕншĕн пире, чăвашсене, истори «тĕттĕмлĕхĕнче» кăна курать-ха Европăра палăрнă историк? Ыйтăва Каппелер кĕтсех тăнă та — вăл залран е сцена çинчен янăриччен хăех хуравлама васкарĕ:
— Чылайăшĕ кĕнеке ятне улăштарма сĕнчĕ. Вĕсен пăшăрханăвне аван ăнланатăп: çав тери пуян культурăллă, маттур тăван халăх пирки никамăн та «тĕттĕмлĕхре» тесе шухăшлаттарас килмест. Анчах эпĕ кĕнекене тĕпрен илсен тĕнче валли çыратăп-çке. Шел, тĕрлĕ çĕршывра пурăнакансем Раççейре вырăссем кăна пурăнаççĕ тесе шухăшлаççĕ. Сирĕн çĕршывра çавăн чухлĕ наци тĕпленни çинчен пĕлмеççĕ. Кĕнеке ятĕнче пархатарлă тĕллеве кăна палăртатăп: чăвашсене тĕнче шайĕпе «çутта кăларас» килет.
Кĕнеке хальччен ют çĕршыв ăсчахĕсем чăвашсем çинчен çырнă кĕнекесенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Хамăр тăрăхри ăсчахсем палăртнă тăрăх — вăл чăваш халăхĕн кун-çулне айккинчи сăнавçă куçĕпе пĕтĕмĕшле йĕрлесе тухнипе: Х ĕмĕртен пуçланать те паянхи саманапа вĕçленет. Тĕрĕксен авалхи халăхĕн этногенезне тĕпчемест Каппелер, историйĕпе культурине тишкерет. Чăвашсем чăтăмлă, пăхăнакан халăх пулнине, вĕсен шăпине чылай чухне ыттисем татса панине палăртать. Çав вăхăтрах пирĕн йăхташсен хушшинче те маттур, ăслă çынсем пулнине Спиридон Михайлов, Иван Яковлев, Николай Никольский, Гавриил Алюнов, Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши сăнарĕсем урлă кăтартса парать. Ĕçе темиçе тапхăра пайлани чăвашсен пурнăçĕ еплерех аталанса пынине тишкерме меллĕ. Автор хăй ютри вулакансемшĕн Андриян Николаев космонавт летчик, Геннадий Айхи поэт, Надежда Павлова балерина, Олимп чемпионĕ Валентина Егорова, Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров, истори ăслăлăхĕсен докторĕ Василий Димитриев çинчен каласа кăтартакан йĕркесем кăсăклă пуласса шанать.
Тĕплĕ ĕçе пурнăçлама нимĕç профессорне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче, Чăваш патшалăх истори архивĕнче тăрăшакансем пулăшнă — чылай материалпа, сăнÿкерчĕкпе тивĕçтернĕ. «Ахăртнех, чăваш ăсчахĕсен ĕçĕсем паха пулни те çак халăх историне тĕплĕнрех тĕпчеме хистерĕ»,— терĕ Чăваш Енри ĕçтешĕсене тав туса Андреас Каппелер.
Нимĕç профессорĕ вырăсла çав тери таса, тĕрĕс калаçать. Залра ларакансен ыйтăвĕсенчен чылайăшне куçаруçă пулăшăвĕсĕрех хуравларĕ. Çакна кура кĕнекене вырăсла хăйнех куçарма сĕнекенсем те пулчĕç — автор кун пек ĕçе специалистăнах тумаллине, уншăн та вăл кăткăс тиев пулассине палăртрĕ.
Мĕнех, Каппелер кĕнекере чăваш халăхĕ ĕçчен те чăтăмлă пулнине палăртнă терĕмĕр — ăна вырăсла, чăвашла пахалăхлă куçаракансем тупăнаççех пулĕ.
Комментировать