«Хыпар» хаçат парнисемшĕн – 33-мĕш хут

12 Окт, 2016

Хаçатăмăрăн йăлана кĕнĕ турнирне хатĕрленме пуçланă май Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» романĕнчи çирĕп вăй-халĕпе палăрса тăнă Çтаппан аса килчĕ.

Хальхи самана йывăрлăхĕсене çĕнтерсе çитĕнÿсем тума пултаракан çынсене ытларах кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» /1991 çулччен — «Коммунизм ялавĕ»/ хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен Пĕтĕм Раççейри турнирта тĕл пулатпăр. Йăлана кĕнĕ ăмăртăва çĕршыври тĕрлĕ регионти вун-вун атлет хутшăннă. Çак тапхăрта хамăрăн ентешсенчен СССР е Раççей спорт мастерĕн нормативне 33 пăхаттир пурнăçланă. Вĕсенчен чылайăшĕ пирĕн саманара çĕршывĕпе паллă çынсем пулса тăчĕç. Вĕсенчен пĕри — Патăрьел районĕнчи Туçа ялĕнче çуралса ÿснĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă Борис Глинкин.

Борис Николаевич чăваш халăх хаçачĕн турнирĕнче пуçласа 30 çул каялла çĕнтерчĕ. Çавăн хыççăн вăл хăйĕн пурнăçне спорта халалларĕ, «Хыпар» хаçатăн тĕп парнине вунçичĕ хутчен çĕнсе илчĕ. 1989 çулта Туçа каччи СССР чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Тĕнче, Европа чемпионачĕсенчен медальсемпе таврăнчĕ. Вăл — кире пуканĕ йăтассипе спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне пурнăçланă пĕрремĕш чăваш. Б.Глинкин тăван республика тата çĕршыв чысне вунпилĕк çул ытла хÿтĕлерĕ. 2002 çулта Чехире иртнĕ Европăри пăхаттирсен ăмăртăвĕсенче 24 килограмлă кире пуканне пĕр алăпа 1451 хут çĕклесе тĕнче рекордне çĕнетрĕ, Гиннесс кĕнекине кĕме тивĕçрĕ.

1990 çулта Борис Николаевич Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ĕçлеме пуçларĕ, аслă шкулта атлетика залĕ уçма мехел çитерчĕ. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн вĕренекенĕсем Александр Агеев, Андрей Люкин, Сергей Горшков тата Алексей Алексеев çĕршыв чемпионачĕсенче лайăх çитĕнÿсем туса РФ спорт мастерĕн ятне тивĕçрĕç. Юлашки çулсенче академирен вĕренсе тухнă Александр Павлов, Александр Чернов, Любовь Семенова-Эллина Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче малти вырăнсене йышăннă. Любовь Александровна 2005 çулта Германире иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Л.Семенова Раççейри кире пуканĕ йăтма юратакан хĕрарăмсенчен чи малтан спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Нумаях пулмасть Б.Н.Глинкинăн вĕренекенĕсем Крым Республикинчи Алушта хулинче иртнĕ Раççей кубокĕнче пирĕн республикăри пăхаттирсем Александр Павлов, Алексей Иванов, Сергей Соловьев, Анастасия Александрова медальпе таврăнчĕç.

«Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри турнир юлашки çулсенче Кÿкеç тата Йĕпреç поселокĕсенче, Куславкка хулинче иртрĕç. Кăçалхи XXXIII турнира Шупашкарта чÿк уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Çавăн чухнех унта 18 çултан çамрăк атлетсен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕсем иртеççĕ.

Петр СИДОРОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.