Тĕнче рекордсменкин парни - чи пахи

11 Окт, 2016

Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç тăрăхĕнче ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, спортăн тĕнче класлă мастерĕн Александра Деверинскаян парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ ăмăрту иртрĕ. Ăна паллă спортсменкăн тăван ялĕнче 1995 çултанпа йĕркелеççĕ.

Александра Тимофеевна каланă тăрăх — ăмăртăва чылай çул каялла ялти шкул директорĕ Геннадий Бойков тата районти спорт шкулĕн ертÿçи Алексей Краснов пуçарса янă. «Эпĕ спортра малтанхи утăмсене кросран пуçланă, 7-мĕш класранпах тĕрлĕ дистанцире чупнă. Шупашкара килсен хăвăрт утакансен шкулне çÿреме тытăннă. Пĕр-пĕрне хавхалантармасан, пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемшĕн савăнмасан çÿлерех çĕкленме çăмăл мар», — терĕ вăл.

Ăмăрту пуçаруçине Алексей Краснова иртнине аса илме ыйтрăм. «Алла диплом илсен эпĕ Аслă Арапуç шкулĕнче ĕçлеме пуçларăм. Çав çулхине Шура 6-мĕш класра вĕренетчĕ. Вăл ун чухнех питĕ хастарччĕ, физкультура урокĕсенче хăвăрт чупатчĕ. Манăн чи пĕрремĕш вĕренекенĕм ăсталăхне çултан-çул аталантарса çĕршыв тата тĕнче шайĕнче пысăк çитĕнÿсем тума пултарнăшăн питĕ хĕпĕртерĕм. Спортпа вĕрентÿ отраслĕнче ĕçлеме тытăнсан паллă ентешĕмĕр ячĕпе ăмăрту йĕркелеме шухăшларăмăр. Унтанпа ĕнтĕ чылай вăхăт иртрĕ. А.Деверинскаян парнисене çĕнсе илессишĕн çулсерен ирттерекен турнир Патăрьел районĕнчи чи пысăк ăмăрту пулса тăчĕ. Унта шкул ачисемпе студентсем те, спорт ветеранĕсем те хаваспах хутшăнаççĕ. Кăçал старта 400 яхăн çын тухрĕ», — пĕлтерчĕ Алексей Егорович. Сăмах май, Александра Тимофеевнăна спорт çулĕ çине тăма ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Мевлет Зейнетдинов пулăшнă.

Ăмăртура атлетсем тĕрлĕ ушкăна пайланса тупăшрĕç. Яланхи пекех Патăрьелсене çитекенни пулмарĕ. Сăмахран, кĕçĕннисен чупăвĕнче Патăрьелти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Александр Лялин çĕнтерчĕ. Ку кроса вăл иккĕмĕш хут хутшăннă, иртнĕ çул наградăсăр таврăннă тăк кăçал ăна ăнчĕ. 1-мĕш шкулта ăс пухакан Полина Хураськина /вĕрентекенĕ — Владимир Карягин/ хĕрачасен тупăшăвĕнче пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕ. 4-мĕш класра кăна вĕренет пулин те ун пухмачĕнче — 10 медаль. Вăл ишекенсен секцине те çÿрет. Чупма тата ишме ăстаскер триатлонпа кăсăкланать, ÿссен профессионал спортсмен пулма ĕмĕтленет.

Каçал тăрăхĕнчи Хирти Явăш шкулĕн атлечĕсем ку ăмăртăва пĕрмай хутшăнаççĕ. Анатолий Давыдов вĕрентекен хăйĕн воспитанникĕсене тĕслĕх кăтартать. Кăçал чупура унăн вĕренекенĕ Петр Орлов 2002-2003 çулсенче çуралнă яшсен ушкăнĕнче çĕнтерчĕ. 5-мĕш класранпах спортпа туслă яш «Советская Чувашия» хаçат эстафетинче, йĕлтĕрçĕсен тупăшăвĕнче палăрнă. Анатолий Клементьевич куншăн питĕ хĕпĕртерĕ, тепĕр çул тата пысăкрах йышпа килме шантарчĕ.

Шупашкарти коопераци институчĕн студенчĕсем те Аслă Арапуçа кашни çулах çитме тăрăшаççĕ. Кăçал аслă шкул чысне 4 яшпа хĕр хÿтĕлерĕ: Александр Даниловпа Сергей Степанов, Мальвина Мордовăпа Анна Никитина команда пухмачне медальсемпе пуянлатрĕç. Институтри спорт клубĕн ертÿçи Вячеслав Кильнесов пĕлтернĕ тăрăх — паллă спортсменка ячĕпе ирттерекен турнирта спортпа туслă чылай студент хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ. «Çакнашкал ăмăртусенче ăсталăха аталантарса вĕсем çĕршыв шайĕнчи тупăшусенче палăраççĕ. Тĕслĕхрен, А.Данилов нумаях пулмасть кросс енĕпе иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнчен "ылтăнпа" таврăнчĕ. М.Мордова Раççейри студентсен чемпионатĕнче призер пулчĕ», — терĕ Вячеслав Михайлович.

Аслă Арапуç тăрăхне РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Валентин Давалов та хăйĕн вĕренекенĕсемпе çитнĕ. «Патăрьел районĕнче пултаруллă çамрăк сахал мар. Вĕсене спорт çулĕ çине тăма пулăшасси — манăн тивĕç. Çакнашкал ăмăртусенче эпĕ çамрăк спортсменсене суйлатăп», — терĕ Валентин Николаевич. Сăмах май, ун патĕнче ăсталăха туптакан каччăсем пьедестал çине хăпарма тивĕç пулчĕç. Вĕсенчен пĕри — Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕ Михаил Киргизов. Аслă Арапуçра ÿссе тĕрекленнĕ яш ку кроса ачаранпах хутшăнать. Унта çĕнсе илнĕ медальсем ăна Чăваш Ен чемпионатĕнче тата Раççейри шкул ачисен спартакиадинче малти вырăнсене йышăнма пулăшнă. Çавăн пекех çамрăк атлета ашшĕ — СССР спорт мастерĕ Иван Киргизов — хавхалантарса пырать.

Тупăшусем кашни уш­­кăнрах хĕрÿ иртрĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене тĕнче рекордсменки Александра Деверинская саламларĕ, парнесемпе чысларĕ. «Унăн парнисем — чи пахисем», — теççĕ вĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.