Сиплĕ çимĕç - утартан
Чăваш наци библиотекин отрасль литературин пайĕнче ĕнер "Утарăн сиплĕ парнисем" курав уçăлчĕ. Ăна хурт-хăмăр ĕç-хĕлне, çын сывлăхĕшĕн сиплĕ çимĕçсене халалланă.
Выставкăн пĕрремĕш уйрăмĕ "Утарçă - пархатарлă ĕç" авалхи промыслан историйĕпе паллаштарать. Этемлĕх "ылтăн" хуртсемпе тимĕр ĕмĕрĕчченех интересленме тытăннă. "Пыл хурчĕсем тата утар" уйрăм пыл хурчĕсене ĕрчетес ĕç-хĕлпе, вĕсен чир-чĕрĕпе епле кĕрешессипе паллаштарать. Кунтах - хурт-хăмăрпа çыхăннă тĕрлĕ энциклопеди пур.
"Хурт-хăмăр çимĕçĕсем" уйрăмра пыл, ăвăс, прополис, ама сĕткенĕ, чечек тусанĕ /хурт çăкăрĕ/ тата ытти сиплĕ çимĕç пирки çырнă кĕнеке чылай. "Пыл кулинарийĕ" уйрăм - ятарласа поварсемпе кил хуçи хĕрарăмĕсем, пылак çимене юратакансем валли. "Пыл хурчĕн искусствăри хĕвеллĕ символĕ" уйрăмра куракансем поэтсемпе художниксен, фотографсен, скульпторсен, архитекторсен произведенийĕсемпе паллашма пултараççĕ. Курава республикăри паллă хурт-хăмăрçăсем хутшăнаççĕ. "Раççейре хурт-хăмăрпа тĕкĕл турасене аталантарас ĕç-хĕлĕн малашлăхĕ" "çавра сĕтелте" çивĕч ыйтусене сÿтсе явĕç.
Комментировать