Кĕрхи кун çулталăк тăрантарать

6 Окт, 2016

Çанталăк  чăрмантарать

Юлашки вăхăтра çĕр ĕçне пурнăçлама хресчене çумăр самай чăрмантарать. Чăваш метеорологĕсем те республикăри чылай лаптăкри тăпра ытлашшипех йĕпеннине палăртаççĕ.

Кун пирки Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Раççей субĕекчĕсенче уй-хир ĕçĕсене ирттерессипе çыхăннă ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвĕнче асăннă. Видеоконференци майĕпе йĕркеленĕ мероприятие РФ Ял хуçалăх министерствин ӳсентăран департаменчĕн директорĕ Петр Чекмарев ирттернĕ.

Унта çавăн пекех "Раççей ял хуçалăх центрĕ", "Патшалăх сорт комиссийĕ", "Чувашский" федерацин патшалăх бюджет учрежденийĕсен Чăваш Республикинчи филиалĕсен, Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн ертӳçисем тата ытти специалист хутшăннă.

Сергей Артамонов палăртнă тăрăх – кăçал çуркуннепе çулла уяр çанталăк тăни тата кĕрхи культурăсем аван хĕл каçни ытти çулсенчен ытларах тĕштырă пуçтарса илме май пачĕ. Малтанласа шутланă тăрăх – пĕрчĕллĕ культурăсен пĕтĕмĕшле виçи 600 пин тоннăпа танлашмалла. Юлашки 15 çул хушшинче çакă чи пысăк кăтарту пулĕ.

"Иккĕмĕш çăкăра" пуçтарса илме вара çанталăк чăрмантарать. Ял хуçалăх организацийĕсенче тата фермер хуçалăхĕсенче ăна 5,3 пин гектар çинчен пухса кĕртнĕ, ку – лартнă лаптăкăн 57 проценчĕ. Хальлĕхе пĕтĕмпе 95,1 пин тонна çĕрулми пӳлмене кĕнĕ, гектарти вăтам тухăç 180,1 центнерпа танлашнă.

Техника нӳрлĕ çĕр çинче ĕçлейменнипе "иккĕмĕш çăкăра" пуçтарас ĕçе çынсене явăçтараççĕ. Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче хуçалăхсене пулăшма 1129 ял çынни тухнă. Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнчи кăтартупа – 1997 çын.

Пахчаçимĕçе республикăра 549 гектар /акнă-лартнă лаптăкăн 49,3 проценчĕ/ çинчен кăларнă. Кашни гектартан вăтам тухăç 244 центнер тухнине кура 13,4 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ.

Сахăр кăшманне 7,6 пин тонна кăларнă /гектарти вăтам тухăç – 323,4 ц/. Ăна хальлĕхе 235 гектар /акнă лаптăкăн 18 проценчĕ/ çинчен кăларса тирпейленĕ.

Çитес тухăç валли пĕрчĕллĕ кĕрхи культурăсем акас тĕлĕшпе çĕр ĕçченĕсем çанталăк çумăра кайичченех хастар тăрăшнă. Элĕк /100,3%/, Патăрьел /101,1/, Вăрнар /100,1/, Йĕпреç /100,2/, Канаш /100,2/, Красноармейски /100/, Хĕрлĕ Чутай /100/, Муркаш /109,1/, Пăрачкав /100/, Çĕрпӳ /100/, Шăмăршă /100/, Çĕмĕрле /130,5/, Етĕрне /100,2/, Елчĕк /100/ районĕсенче палăртнине пурнăçланă.

Çĕрулми тата кăшман уйĕсенче

Вăрмар районĕнче çак эрнери ытларикунпа юнкун çанталăк ял хуçалăх техникине уя тухма май панине асăнчĕ кунти агропромышленноç аталанăвĕшĕн яваплă Николай Николаев. 709 гектар йышăнакан çĕрулми лаптăкĕн 78 процентне пуçтарса илнĕ. Кунта "иккĕмĕш çăкăра" Геннадий Ямуков фермер нумай лартнă – 230 га. Унăн хуçалăхĕнче пуçтарса илмелли çĕрулми лаптăкĕ 60 га юлнă.

Районта гектарти вăтам тухăç кăтартăвĕ 185-186 центнерпа танлашать пулсан Геннадий Ямуков фермерăн – 250 ц. Владислав Армонов фермерăн та çĕрулми уйĕ пушанса пырать. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ палăртнă тăрăх – çанталăк чăрмантармасан çак эрнере "иккĕмĕш çăкăра" мĕнпур лаптăкран пуçтарса илмелле.

Элĕк районĕнчи Сергей Волков

фермера ял çыннисем ĕçрен писсе пыни пăшăрхантарать. Виçĕм кун тĕлне кунта 100 га лартнă çĕрулми лаптăкĕн çуррине кăна кăларма ĕлкĕрнĕ. Тăтăшах вăйлă çумăр çунăран комбайн ана çине кĕреймест.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Прохоров асăннă тăрăх – лару-тăру чăннипех те çăмăл мар. "Иккĕмĕш çăкăр" Элĕк районĕнче пĕтĕмпе 608 га йышăнать. Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне ăна 315 гектар çинчен кăларнă. Кашни гектарти вăтам тухăç – 170 ц. Çĕр ытлашшипех нӳрленнĕрен çĕрĕк çĕрулми сахал мар тухнине палăртаççĕ специалистсем.

Шăмăршă район администрацийĕн ял хуçалăхпа экологи пайĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеев палăртнă тăрăх - çĕрулмине кунта 174 га лаптăк çинче лартса ӳстернĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен нумайрах. Хăш-пĕр хуçалăх ăна кăларса пĕтернĕ. Сăмахран, Карапай Шăмăршăри Татьяна Иванова, Пуянкассинчи Надежда Угарина тата Хĕрлĕ Васанти Василий Павлов фермерсем. Районĕпе халĕ «иккĕмĕш çăкăра» тепĕр 30 га çинчен кăлармалла.

«Колос» хуçалăхăн сахăр кăшманĕ - 400 га. Хальлĕхе ĕçе пуçăнман-ха. Çак эрне вĕçĕнче кăларма тытăнасшăн. Унсăр пуçне «Карлинское», «Шанс» хуçалăхсем тата Ильдар Алиуллов фермер кăçал хĕвел çаврăнăш лартса çитĕнтерчĕç. Пĕтĕмĕшле лаптăк - 610 га. Ăна виçĕм кун çапма пуçланă. Уяр çанталăкпа туллин усă курма тăрăшатпăр», - пĕлтерчĕ Владимир Витальевич.

Патăрьел районĕнчи «Исток» агрофирмăра вара çĕрулмипе пĕрлех сахăр кăшманĕ кăлараççĕ. Юлашки çулсенче ăна кунта 300 га кая мар акаççĕ. Унăн лаптăкĕ кăçал та çавăн чухлех йышăнать.

Ĕçе пĕтĕмпех механизациленĕ тесен те йăнăш мар. Тымар çимĕçе Германире туса кăларнă «KLAIN» комбайн кăларать. Продукцие Тутарстанри Пăвари сахăр заводне леçеççĕ. Автомашинăсем кунне икшер рейс тума та ĕлкĕреççĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев аграрисене уй-хирте çĕрлесерен ĕçлеме сĕннĕ. Çапла тусан çеç тухăçа çанталăк сивĕтиччен пуçтарса илме май пулĕ. Чăн та, хальлĕхе республикăри ултă районта ĕç шавĕ çĕрле те чарăнмасть.

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш тата Шупашкар районĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсене çитнĕ. Муркаш тăрăхĕнчи "Ударник" хуçалăхра çĕрулми, куккурус уйĕсенче пулнă. "Иккĕмĕш çăкăр" лаптăкĕ кунта 320 га йышăнать, хальхи вăхăт тĕлне ăна 100 га çинчен пуçтарнă.

Михаил Игнатьев муниципалитет ертӳçисене хуçалăхсене çĕрулми пухса кĕртес ĕçе вĕçлеме пур енлĕн пулăшма, халăха явăçтарма чĕнсе каланă. "Кăçал çанталăк часах сивĕтесси çинчен пĕлтереççĕ. Республикăра "иккĕмĕш çăкăра" тепĕр 4 пин га çинчен кăлармалла, ку вара хальхи хакпа – 650 млн тенкĕлĕх тупăш. Ӳстернине çухатусăр пуçтарса илесси – пĕтĕм халăх тивĕçĕ", – палăртнă вăл.

Шупашкар районĕнче республика ертӳçи "Прогресс" пĕрлешӳри ĕç-пуçпа паллашнă.

Ирина ПАВЛОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.