Çын тума пултарайман ĕç çук

6 Окт, 2016

Канаш районĕнчи Уçырмари Аксарин урамне ахальтен лекмен Ирина Александровна Андреева. Кунта вăл çывăхри Çăлпуç /вырăсла Аксарино\ ялĕнчен качча килнĕ. Урам ятне вара çулĕ шăпах çак ял еннелле пăхнине кура панă иккен.

20 çул вăл хула çывăхĕнче пурăнать кăна мар, упăшкипе Канашра ĕçлет те. Анчах юлашки çулсенче вакунсем тăвакан заводра экономика лару-тăрăвĕ самаях япăхланнă. Производство чакнăран ĕçченсене вырăнти Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта шута илнĕ. Малтан эрнере — 3, халĕ 4 кун кантарнине асăнчĕ хĕрарăм. Малашне ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăх пур. Инçете тухса каймашкăн май çук — виçĕ ачи вĕренет. Тата килте выльăх пурри те тытса чарать. Çакăн пек йывăр вăхăтра укçа-тенкĕ енчен вăл пулăшать.

Вакун сăрланă çĕрте ĕçленĕ чух та Андреевсем выльăхсăр пурăнман. Унсăр пуçне лаша усранă, хăмлаттарса тихине çитĕнтернĕ те сутнă. Халĕ ĕнепе пĕрле вăкăр самăртаççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх 7 пуç таран. Сурăх та çирĕм пуçа яхăн пулнă. Кĕр енне чылайăшне сутнă.

Хĕрарăм çеç мар, тепĕр арçын та выльăх пуснине пăхаймасть. Ирина Александровна вара мăшăрĕ пуснă сурăх тирне хăех сӳсе тирпейлет. Качча тухнă хыççăн выльăх усрама тытăнсан вĕрентĕм тет. Андреевсем хальччен нихăçан пуçăнман ĕçе алла илме маçтăр. Акă пысăк кирпĕч çурта упăшкипе иккĕшех купаланă, пулăшма никама та чĕнмен. "Çын туман ĕç мар вĕт, вĕренме пулать", — палăртать кил хуçи хĕрарăмĕ.

Йышлă выльăх çынна çĕрпе тачă çыхăнтарать. Унта техникăсăр ĕлкĕрсе пыма йывăр. Çавăнпа Андреевсем те килти хушма хуçалăха аталантарма паракан кредитпа пĕчĕк трактор, мотоблок туяннă. Техника паркне татах та пуянлатасшăн, анчах завод йĕркеллĕ ĕçлеменни хальлĕхе тĕллеве пурнăçлама май памасть. Фермер хуçалăхĕ йĕркелес, çакна валли вите-сарая анлăлатас ĕмĕт те пулман мар.

Çапах Ирина Александровнăпа Леонид Яковлевич пуç усмаççĕ. Хулара ĕçлеççĕ пулсан та ачисене хăйсем пек ялтах хăварасшăн. Ахальтен мар амăшĕн капиталĕпе усă курса кӳршĕри пĕчĕк йывăç çурта туяннă. Упăшки ĕçлĕ чух хĕрарăм трактор рулĕ умне те ларать. Хăй калашле, хĕрарăм тума пултарайман ĕç мар вĕт.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.