Выльăх усракан çирĕп те чăтăмлă

6 Окт, 2016

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче пурăнакан Зоя Николаевнăпа Владимир Андреевич Мурзакаевсем патĕнчен халăх татăлмасть тейĕн. "Паян ирхине пĕри ултă банка сĕт илсе кайрĕ", — терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Нумай та пулмарĕ — тепри çитсе тăчĕ. Вăл та сĕт туянасшăн иккен. Кун пирки кил хуçисене малтанах пĕлтернĕ.

Мурзакаевсен ĕнисен сĕтне нумайăшĕ килĕштерет, тутлă пулнине палăртать. Икĕ сăвакан ĕне, вăкăрсем, ытти выльăх усраççĕ тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем. "Хальхи пурнăçра пире пурте çитет", — терĕ Владимир Андреевич. "Апла мĕншĕн-ха ватлăхра икĕ ĕне усраса нушаланмалла?" — ыйтмасăр чăтаймарăм унран. "Çĕр çинче ĕçлеме вĕреннĕ те…", — пулчĕ хурав.

Унăн аслашшĕ те ачисемпе пĕрле пилĕк авса килти хуçалăха тĕреклетнĕ. Çурлапа вырнă тырă кĕлтисене кĕркунне капана хывнă. Ялти пуçлăхсем унран: "Тырă пар!" — тесе ыйтнă. "Капанран çапăр та илĕр", — хуравланă лешĕ. Çакăн хыççăн "саботажник, кулак" тесе аслашшĕне инçете кăларса янă.

Владимир Андреевичăн ашшĕ çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Аслă пиччĕшĕсем пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Шел, 46 çултах çĕре кĕнĕ. Ун чухне Владимир вун çиччĕри çамрăк пулнă. Тăван амăшĕ вара 28-тах пурнăçран уйрăлнă. Арçын ача амаçури амăшĕпе ӳснĕ. "Унпа та начар пурăнман", — тет арçын. 6-7 çула çитсен вăл ыттисем пекех уйра пучах пуçтарнă.

Салтака кайиччен техника училищинче электрика вĕреннĕскер хулари заводра ĕçлесе пурăнмалли çын пулнă. Направленипе янă çĕрте ĕç вырăнĕ тупăнманран вăл "Сельхозтехника" пĕрлешĕве лекнĕ. Водителе вĕренсе тепĕр профессие алла илнĕ. Колхоз председательне турттарнă. Анчах сĕт машини уншăн чи çывăх тус пулса тăнă. 28 çул пĕр улшăнмасăр унпа чупнă вăл. Ун хыççăн та ĕç пăрахман. Икĕ çула яхăн ферма заведующийĕнче тăрăшнă. Ватлăхра санэпидемстанцине каллех водителе вырнаçнă. Халĕ руль умне лармастăп тет пулин те вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче вăй хуракан ĕçченсем валли çулла уя апат турттарать. Ку çеç-и? Мăнукĕсене Елчĕке бассейна шыва кĕме те, искусство шкулне те машинăпа илсе çӳрет.

Пĕр ывăлпа икĕ хĕр пăхса ӳстернĕ мăшăрĕпе иккĕшĕ. Виççĕшĕ те ялта тĕпленнĕ. Аслă вĕренӳ заведенийĕсем пĕтернĕ хыççăн пĕри те хулара юлас темен. Владимир Андреевичпа Зоя Николаевна Андрей ывăлĕн çемйипе пĕрле çиччĕн килĕштерсе пурăнаççĕ.

Çамрăксем — ĕçре, ватăсем вара мăнукĕсене пăхаççĕ тата выльăхпа тăрмашаççĕ. "Ăна усрасан хăвна çирĕпрех тытатăн. Вăл айккине-майккине кайма, иртĕхме памасть. Ирхине 4 сехетре тăратăн, вăхăтра апатлатăн, пăхатăн", — палăртать кил хуçи.

Çулла ĕнесем касура çӳреççĕ, каçхине 6 сехетре киле таврăнаççĕ. Мурзакаевсем выльăх-чĕрлĕхе хушма апатпа кĕтсе илеççĕ. Килте ветеранăн "УАЗ" йышши машина пуртан кунсерен уйран симĕс курăк çулса турттараççĕ. Апата лавккара сутаканннипе пуянлатма хăнăхман. Йăлт çĕр çинче туса илнине çитереççĕ. Çавăнпа вĕсен ĕнисен сĕтне ырлать те ял-йыш.

Унăн пахалăхне Владимир Андреевич никамран лайăх пĕлет. Хăйĕн ĕмĕрĕнче турттарнă сĕте Шупашкарта пурăнакансем пĕр уйăхра та çисе пĕтереймĕç тет. Кунне вăтамран 2-шер тонна турттарнине шута илсен 28 çул хушшинчи кăтарту самай курăмлă. Ял халăхĕнчен те 7 çул сĕт пухнă. 1 литршăн 1 пус тӳленине аса илчĕ ветеран. Колхозра ун пек пысăк шалу илекен водитель те пулман иккен. Вăл 400 тенкĕпе танлашнă. "Ирхине 3 сехетре тăрса ĕçе каятчĕ, каçхине 11 сехетре таврăнатчĕ. Тепĕр чух ачасем ăна кунĕпе те курмастчĕç", — палăртрĕ çĕвĕçре тăрăшнă мăшăрĕ.

"Халĕ ĕнтĕ пирĕн пурте пур. Паян укçа мар, сывлăх кирлĕ", — терĕ ӳркенме пĕлмен мăшăр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.