Пултаруллă композитора чысларĕç

6 Окт, 2016

Елчĕк районĕнче çуралса ӳснĕ Николай Сергеевич Карлин хăй вăхăтĕнче тăван колхозра та, шкулта та, Етĕрне тата Красноармейски районĕсенчи культура çурчĕсенче те, Шупашкарти предприятисемпе 4-мĕш профтехучилищĕре те ĕçленĕ. Вăл - тĕрлĕ енлĕ аталаннă, пултаруллă çын. Николай Сергеевич шкулта ачасене вĕрентнисĕр пуçне сăвă-юрă çырать, калавсем, балладăсем, легендăсем хайлать. Темиçе кĕнеке пичетлесе кăларма мехел çитерчĕ. Унăн çепĕç те, чуна пырса тивекен юррисене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсем, халăх хорĕсем, Атăл тăрăхĕнчи професионал ушкăнсем шăрантараççĕ. Николай Карлин композитор - Елчĕк районĕн гимнĕн авторĕ.

Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, ЧР композиторсен ассоциацине тата «Елчĕк ен» ентешлĕхе йĕркелекенсенчен пĕри, ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Карлин 70 çул тултарчĕ. Ăна çавра юбилейпе Шупашкарти Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче чысларĕç.

- Николай Сергеевич хăйĕн пурнăçне пĕтĕмпех юрра-кĕвве халалланă. Хор дирижерĕ пулма вĕреннĕскер чăваш халăхĕпе ăçта кăна ĕçлемерĕ-ши? Кашнинчех çав хорсене чи хисеплĕ ятсем илмелли шая çĕклерĕ, - терĕ пултарулăх каçĕнче Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер.

Николай Карлина юбилейпе ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев, ЧР Професионал писательсен союзĕн ертӳçи Геннадий Максимов, Самар тата Чĕмпĕр тăрăхĕсенчи Чăваш наципе культура автономийĕсен пайташĕсем, «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн канашĕ саламларĕç.

Нумаях пулмасть Николай Карлин композитор «Чăваш ача-пăча юррисем» кĕнеке кăларчĕ. Ăна юбилей каçне пуçтарăннă халăх пахаларĕ.

Савăнăçлă концертра паллă композитор, сăвăç хăй тата унăн çывăх тусĕ Юрий Сементер хайланă юрăсене Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи капелли, Чăваш халăх артисчĕсем Зоя Лисицына, Тамара Гурьева, Иван тата Вячеслав Христофоровсем, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Ирина Иванюкова, Елчĕк районĕнчи Патреккел халăх хорĕн ертӳçи Геннадий Борисов тата ытти юрăç шăрантарчĕç.

Юбилей каçĕнче 15 юрă пирвайхи хут янăрарĕ: «Александр Беляева асăнса» баллада, «Хуткупăс», «Хурăнлăхри пилеш», «Юратупа уйрăлу», «Авăтать куккук», «Çапла пултăр!», «Чăн юрату сывă пултăр ялан», Юрий Сементер поэт сăввисемпе кĕвĕленĕ - «Вуникĕ те чĕкеç», «Пилешĕм», «Кампур», «Эпир Çĕнтерӳ ачисем», «Тăван халăхăм», «Туслăх юрри».

Петр СИДОРОВ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.