«Черетсĕрех йышăнăттăм»

6 Окт, 2016

Данил Тимофеев тухтăр пулма ĕмĕтленет. Мĕншĕн тетĕр-и? Тухтăр пӳлĕмĕ умĕнче черетре тăрса ывăннă вăл! Шурă халат тăхăнсанах пурне те черетсĕрех йышăнĕччĕ те… Кам пĕлет, тен, çавнашкал вăхăтсем те çитĕç?

— Тĕрĕссипе вара, çынсен пурнăçĕсене çăлас килет манăн, — терĕ арçын ача кăштах шухăшланă хыççăн.

Данил Комсомольски районĕнчи Комсомольски салинчи 2-мĕш шкулта 7-мĕш класра вĕренет. Хастар та тăрăшуллăскер чылай конкурс-ăмăртура палăрма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. «Çăлавçă патне çырнă çыру» рес-публика конкурсĕнче 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ильхамия Хайдеровна Басырова вĕрентекен ертсе пынипе тарăн шухăшлă сочинени çырса хутшăннă унта вăл. Чыслав вăхăчĕ уйрăмах интереслĕ иртнĕ. Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин ĕçченĕсем пушар сӳнтерме вĕрентнĕ унта. Çакăн хыççăн Данилăн тата нумай конкурса хутшăнма кăмăл çуралнă.

Сочинени çырма юратать-çке вăл, пуçра капланса çитнĕ шухăшсене хут çине шăрçаласа кăтартма мĕн тери кăсăклă. Çак киленĕç ахальтен пуçланман-тăр. Данил фантастика жанрĕпе çырнă кĕнекесене вулама юратать. Паллах, ку çырас ăсталăха аталантарма пулăшать.

Маттур арçын ача спортпа та туслă: футболла вылять, вырăнти физкультурăпа спорт комплексне тренировкăна çӳрет. Çынсене çăлас тесен хăйĕн те çирĕп сывлăхлă пулмалла-çке.

Мĕнех, Данила ăнăçу сунатпăр! Малашне тата пысăкрах çитĕнӳсемпе савăнтарасса шанатпăр.

Лариса ПЕТРОВА.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.