Кашни пус шутлă пултăр

4 Окт, 2016

Право хуралĕн органĕсем вĕрентÿ отраслĕ пирки коррупци чи тарăн тымар янă сферăсенчен пĕри теççĕ. Çавна май Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин черетлĕ ларăвĕн кун йĕркине шăпах вĕрентÿ организацийĕсенче коррупцирен сыхланас енĕпе йышăнакан мерăсемпе çыхăннă ыйту пуррине кура чăннипех çивĕч тишкерÿ пуласса кĕтнĕччĕ. Çук, ку тÿрре тухмарĕ. Тепĕр тесен кун йĕркинче ытти ыйту та пур вĕт — вĕсем вара самай хивре калаçу çуратрĕç.

Вĕрентÿри хавшак сыпăксем

Вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев шкул ачисене, студентсене коррупцие сивлесе йышăнма вĕрентес ĕç çинче чарăнса тăчĕ — ку енĕпе вĕренÿ заведенийĕсенче тимлĕх пысăк. Студентсен хушшинче 1,6 пин çамрăка явăçтарса ыйтăм ирттернĕ. Яш-кĕрĕмĕн 35% шучĕпе — ертÿçĕсен çирĕп политики кăна коррупципе ăнăçлă кĕрешме май парать-мĕн. Взяткăсемпе, çавнашкал киревсĕр ытти пулăмпа çыхăннă хăрушлăха министр чи малтанах шкулчченхи вĕрентÿ тытăмĕнче курать. Тата — аслă шкулсенче. Зачет-экзамен панă чух хăшпĕр преподаватель взятка ыйтнипе паян никама та тĕлĕнтереймĕн. ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, ытти темиçе вуз ертÿçисем сăмах илчĕç — пĕтĕмĕшлерех сăмах кăна...

Садиксем тенĕрен, иккĕленмерĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, унта коррупци ачасем валли вырăн çитмен чухне вăй илнĕ: «Заведующисем пĕр ачана вырнаçтарнăшăн 35 пин тенкĕ таран илнине пĕлетĕп — кун пирки мана ачасен ашшĕ-амăшĕ каланă». Анчах халь çĕнĕ садиксем хута янине, 3 çултан аслăрах шăпăрлансене пурне те вырăн панине кура кунашкалли сирĕлмелле.

Çав вăхăтрах Михаил Васильевич шкулсенче ачасен апатланăвне йĕркелеме тĕрлĕ ĕçме-çиме туяннине çирĕп сăнаса тăмалли пирки асăрхаттарчĕ. «Хаксене ÿстерес, тĕрлĕ çимĕçе пасартинчен хаклăрах хакпа туянас туртăм пур. Шупашкарта 1,5 хут хаклăрахпа туянни те пулнăччĕ», — терĕ вăл. Çавăнпа республикăри 999 вĕренÿ заведенийĕ валли пĕр пĕтĕмĕшле реестр хатĕрлемелле — хаксем уçăмлă пулччăр.

Фондра укçа нумай та...

Республикăн нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕн фончĕн ĕçне тишкерчĕç — пысăк укçа çаврăннă май унта та коррупцирен сыхланасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Иванов фондри тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ — коррупци сĕмĕллĕ тĕслĕхсене тупса палăртман. Çапах çитменлĕхсем пур. Калăпăр, çуртсене юсама квалификацисĕр подрядчиксене явăçтарни. Административлă ĕçсем те пуçарнă.

ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕн Татьяна Мининăн доклачĕ вара чылай кăлтăка çиеле кăларчĕ. Подрядчиксем çуртсенчи юсав ĕçне тивĕçлĕ пахалăхпа пурнăçламан тĕслĕхсем пур. «ИмиджСтройЭтика», «Хулан инженери сечĕсемпе системисем», «Премьер» ТПК» компанисене сивĕ сăмах тиврĕ.

Пĕтĕмпе нумай хваттерлĕ 294 çуртра капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Çав вăхăтрах ултав çулĕ çине тăнин тĕслĕхĕсем те çук мар. Унашкаллисен шутĕнче Татьяна Дмитриевна Элĕкри, Улатăрти, ытти çĕрти тĕслĕхсене асăнчĕ. Пĕринче, сăмахран, фонд шучĕпе централизациленĕ канализаци тытăмне юсама палăртнă. Унашкалли вара çуртра пачах та çук иккен. Тепринче плана вĕри тата сивĕ шывпа тивĕçтерекен пăрăхсене улăштарассине кĕртнĕ. Тĕпченĕ те — юсав ĕçĕсене 2008 çултах пурнăçланă-мĕн.

Акă мĕншĕн Михаил Игнатьев подрядчиксем тĕлĕшпе питĕ тимлĕ пулмалли пирки пайăррăн каларĕ. Тÿрĕ кăмăллă организацисемпе ĕçлемелле. Унсăрăн укçа илĕç те — шыра кайран... Сăмах вара халăх укçи пирки пырать — мĕнешкел шăв-шав пуласси каламасăрах паллă. Строительство материалĕсен хакĕсене чăннинчен ÿстерсе кăтартасран, паха материалсем вырăнне пахалăхсăррипе усă курасран сыхланмалла — çакă пĕтĕмпех фонд тивĕçĕ. Кашни пус шутлă пултăр. Контрактра палăртнă ĕçсене туллин пурнăçламан е пахалăх тивĕçтермен тĕслĕхсенче подрядчиксенчен укçа шыраса илмелле. Ĕçсене хăйсен шучĕпе пурнăçлаччăр.

Хăйне ÿпкев тивнине кура фонд директорĕ Олимпиада Епифанова ĕçсене вăхăтра пурнăçламаншăн подрядчиксенчен 370 пин тенкĕ шыраса илни пирки пĕлтерчĕ. Анчах ку ăна та, подрядчиксене те тÿрре кăлармарĕ — сÿнме пуçланă кăвайт çине краççын сапнăнах пулчĕ. «Эсир вĕсене хÿтĕлесшĕн-и? — ыйтрĕ республика Пуçлăхĕ. — Кунашкал сăмахсем хыççăн сире адвоката яма пултаратпăр — вĕсене хÿтĕлеме... Эпир вĕсенчен укçа шыраса илместпĕр тĕк — такамăн интересĕсем пуррине тавçăрма пулать...»

Нумай хваттерлĕ çуртсенчи пурлăх хуçисенчен укçа пухасси вара çав-çавах уксахлать. Парăм — 322 миллион тенкĕ. Çав вăхăтрах укçана шыраса илес енĕпе фонд çине тăрса ĕçлени сисĕнмест. Приставсем урлă шыраса илнĕ виçе ытла та пĕчĕк — 0,004% чухлĕ кăна. Олимпиада Епифанова халь уйăхсерен укçа пухасси 80% çитнине çирĕплетрĕ-ха — пурпĕр хăшĕсен хăйсен пурлăхĕн юсавлăхĕшĕн укçа хывас кăмăл çукки куçкĕрет. Сăмах май, утă уйăхĕчченех капиталлă юсав укçине вăхăтра хывмасан 10 кун хыççăн парăмçăсенчен пеня илме пуçланă. Чăн та, кайран çак вăхăта 31 кун таран тăснă. Анчах пеня та, куратпăр, ĕç-пуçа тĕпрен улăштарайман.

Тĕрĕслев хыççăн — тăвăл

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ Улатăр хулипе районĕн администрацийĕсенче коррупципе кĕрешессине мĕнле йĕркеленине тĕрĕсленĕ. Çавна май комисси ларăвне çав муниципалитетсен администрацийĕсен ертÿçисене чĕннĕ. Улатăр мэрĕ Александр Седов тĕрĕслев пысăк çитменлĕхсене тупса палăртманнине пĕлтерчĕ: «Кăлтăксем пур, анчах криминал çук». Муниципалитет шайĕнчи программăсем пирки сăмах пуçарнă май маларах кун пирки ÿпкев пулнине кура мэр вĕсене çĕнетни пирки пĕлтерчĕ. Картишсене юсамалли-тирпейлемелли документ пирки калаçу пулчĕ. Александр Викторович ăна 10 çуллăха хатĕрлени çинчен каларĕ — пĕтĕмпе 100 миллион тенкĕ кирлĕ, республика бюджетĕнчен пулăшасса шаннине систерчĕ.

— Сире кам шантарнă вара? — пÿлчĕ ăна Михаил Игнатьев.

— Никам та...

— Эпĕ сире пĕлетĕп вĕт: пирĕн умра капла вăйă вылятăр, çурăм хыçĕнче вара — пачах урăхла... — республика Пуçлăхĕ капла калани журналистсене те хăлха тăратма хистерĕ — ырра мар...

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ер¬тÿçи Юрий Васильев сăмах илсен çак сисчĕвленÿ ăнсăртран пулманни çирĕпленчĕ. Асăннă тĕрĕслев чăннипе нумай çитменлĕхе тăрă шыв çине кăларнă иккен: «Коррупцие хирĕç ĕç пачах та çук!» Çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Калăпăр, администрацие ĕçе йышăннă çынсене малтанхи виçĕ уйăхра класс чинĕшĕн шалу çумне хушса тÿлеме юрамасть — Улатăрсем вара çакăн çине алă сулнă. Пушшех тĕлĕнмелли те пур: çынна çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче ĕçе йышăннă, класс чинĕшĕн вара ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тÿлеме пуçланă. Вырăнти пуçлăхсене витĕмлĕ каланă хыççăн Юрий Егорович сăмахне çапла вĕçлерĕ: «Паллах, преступлени мар, анчах капла ĕçлеме юрамасть!»

Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин та суран çине тăвар сапрĕ: «Çÿлерех асăннă программăсене çĕнетмен». Александр Седов юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче район депутачĕсем пухăнасси, çав документсене тишкересси çинчен каларĕ те — ку Михаил Игнатьева тарăхтарсах ячĕ пулас:

— Эсир 15 минут каялла кăна программăсене çĕнетнĕ тесе каларăр. Пирĕн ларăвăн видеоÿкерĕвĕ пур, ĕненместĕр пулсан кăтартма пултаратпăр. Эсир офицер вĕт... Ĕçлес кăмăл пур-и?

Пурлăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева та Улатăрсем комитет асăрхаттарăвĕсене шута илменнине çирĕплетрĕ. Муниципалитет пурлăхне хаклассине япăх йĕркеленĕ. Тепĕр чух приватизаци планне пĕр объектсене кĕртнĕ, анчах пачах урăх объектсене приватизациленĕ — çавна май вĕсем йышăнакан çĕр лаптăкĕсем те ют харпăрлăха куçнă. Ветерансен çуртне приватизацилесси патне те çитнĕ. Çав вăхăтрах çĕр арендишĕн илмелли парăмсем пысăк. Улатăр районĕнче те, хулинче те кăçал арендăран 8 миллион тенкĕ патнелле илме палăртаççĕ. Резерв вара чылай пысăкрах: хулара — 17 миллион, районта — 18 миллион тенкĕ. «Тĕрĕс те çине тăрса ĕçлесен çав укçана арендаторсенчен илме пулать», — терĕ Наталья Юрьевна.

— Эсир картишсене юсама-тир­пейлеме укçа çук терĕр. Вăт, сире валли 10 миллион тенкĕ тупрăмăр та, — терĕ Улатăр мэрне Михаил Игнатьев калаçăва пĕтĕмлетнĕ май.

 Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.