Малашлăх çинчен шухăшлаççĕ

4 Окт, 2016

Пĕтĕм Раççейри пекех Чăваш Енре те авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче аслă классенче вĕренекенсен тата студентсен пенси пĕлÿлĕхне ÿстермелли çулленхи проект вăй илчĕ.

Унпа килĕшÿллĕн Пенси фончĕн территори органĕсен ертÿçисем шкулсенче тата техникум-колледжра уçă уроксемпе лекцисем ирттереççĕ. РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева Шупашкарти коопераци техникумĕн виççĕмĕш курсĕн студенчĕсемпе тĕл пулчĕ, пулас пенси мĕнле йĕркеленни тата çакăн пирки çамрăклах шухăшламалли çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ. Практика занятийĕ «Гражданинăн харпăр хăй пÿлĕмĕнче» электронлă пулăшупа тивĕçтерессипе çыхăннă май çамрăксене вăл пенси службин уйрăмне йыхравларĕ.

Уçă лекцире илнĕ пĕлĕве çирĕплетмешкĕн пулас кооператорсене Пенси фончĕ çамрăксем валли кăларнă пособие парнелерĕç. Сăмах май, Чăваш Ене илсе килнĕ 8 пин ытла пособие вĕренÿ учрежденийĕсен библиотекисене тÿлевсĕр параççĕ. Вăл республикăра ирттерекен «Эпĕ Пенси фончĕпе çыхăну тытатăп» конкурса хутшăнакансемшĕн те усăллă пулĕ.

Аслă классенче, колледжсемпе техникумсенче пĕлÿ илекен хĕрсемпе каччăсене Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи «Контактра» социаллă сечĕн ушкăнне кĕме, унти уйрăмах интереслĕ материалсене палăртма, çавăн пекех хăйсен страницисенче пенси темипе, тĕслĕхрен, таса шалу пĕлтерĕшĕ, пулас пенсие калькулятор пулăшнипе палăртасси, пенсие Интернет урлă палăртасси, пенси валли пухăнакан укçа, амăшĕн капиталĕ çинчен çырмашкăн сĕнчĕç.

ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе килĕшсе татăлнă тăрăх пенси тытăмĕн специалисчĕсем обществознани учителĕсемпе пĕрле кăçалхи раштав уйăхĕ вĕçлениччен вĕренÿ учрежденийĕсенче факультатив урокĕсем ирттереççĕ.

РФ Пенси фончĕ асăннă вĕренÿ проектне улттăмĕш хут йĕркелерĕ. Çак тапхăрта республикăри шкулсенче, колледж-техникумра пенси тематикипе факультативăн 2,5 пин урокĕ пулнă, вĕсенче 54 пин çамрăк пĕлÿ илнĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.