Боксра чăтăмлисем çĕнтереççĕ

1 Апр, 2014

Тай боксĕ - Таиланд халăхĕн кĕрешÿ искусстви. Вĕсем ăна муай тай теççĕ, ирĕклĕ тытăçу тенине пĕлтерет. Кикбокса аса илтерет пулин те тай боксĕнче кĕрешÿçĕ хăйне ирĕклĕ тытать. Çавăнпа ăмăртура чăтăмлă спортсменсем кăна çĕнтереççĕ. Пирĕн çĕр-шывра тай боксĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче аталанма тытăннă. Юлашки çулсенче Чăваш Республикинче те вăй илме тытăнчĕ. Çакăн çинчен тĕплĕнрех паянхи номерте федераци ертÿçи Игорь ИЛЬИН паллаштарать.

Рубрика: