Татьяна Александрова - тĕнче чемпионки

1 Апр, 2014

Финляндире сивĕ шывра ишес енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнчен пирĕн ентеш çĕнтерÿпе таврăннă.

Ăмăртăва 34 çĕр-шывран 1200 яхăн спортсмен хутшăннă. Вĕсем Кемийоки юхан шывăн 25 метрлă пĕвинче тупăшнă. Чăваш Енри аквайспорт федерацийĕн ертÿçи Татьяна Александрова чи вăрăм дистанцире /450 м/ финиша пĕрремĕш тухса ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Спортсменка тĕнче чемпионатне пĕрре мар хутшăннă: 2010 çулта Словенире иртнĕ ăмăртура марафонçăсен дистанцийĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă, 2012 çулта /Юрмала/ иккĕмĕш кăтартупа палăрнă. Юлашки турнирта /Мурманск, пушăн 15-16-мĕшĕнче/ вăл 450 метрлă дистанцире - "ылтăн", 25 тата 50 метрлă дистанцисенче ирĕклĕ мелпе ишсе пухмача "бронзăпа" пуянлатнă.

Рубрика: