«Техникăна мăшăра юратнă пек юратмалла»

30 Сен, 2016

Харпăр хăй ĕçне пуçласси пĕрре те çăмăл пек туйăнмасть мана. Комсомольски салинчи Петр Степанов предприниматель вара малтанхи утăмсем питех тертлĕ пулнине каламасть.

Вăл Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти энерготехникумра вĕреннĕ. Мĕн ачаран спортпа туслă пулнăскерĕн кунта йĕлтĕрпе чупас ăсталăхне тата та ÿстерме май килнĕ. Спортсмен техникумăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче тăнă. Вĕсем Чăваш Енри ăмăртусене тăтăшах хутшăннă, республика тулашĕнчи хуласене те нумай тухса çÿренĕ. Командăпа пĕрле малти вырăнсене йышăннă. «Техникумран вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти троллейбус управленине ĕçе вырнаçрăм. Пĕр уйăхранах мана çара илчĕç. Инçет Хĕвелтухăçри чикĕ округне лекрĕм. Малтанах сержант шкулĕнче 6 уйăх вĕрентĕм. Ун хыççăн Хабаровск крайĕнче, Китай чиккинче çулталăк çурă хĕсметре тăнă. Сигнализаципе çыхăну уйрăмĕн командирĕ пултăм. Çартан килсенех Çĕнĕ Шупашкарти ведомство тулашĕнчи хурал пайне вырнаçрăм. Банксене, лавккасене, хваттерсене сыхлаттăмăр. Ĕçĕ питĕ яваплăччĕ. Икĕ çула яхăн вăй хунă хыççăн хамăн ĕçе пуçарма шухăш çуралчĕ. Автомашинăсен саппас пайĕсемпе интересленме пуçларăм. Шăпах ун чухне Шупашкарта автопасар уçăлчĕ. Малтанах унта ĕçлеме хăнăхрăм. Юлташсем нумай пулăшрĕç. Вĕсенчен вĕренсе, ăсталăха ÿстерсе пытăм. 1997 çулта вара хамăр тăрăхра, Комсомольски салинче, пĕчĕк киоск /Комсомольски урамĕ, 1-мĕш çурт. — Авт./ лартнăччĕ. Унтанпах çак ĕçе йĕркелесе ертсе пыратăп», — каласа кăтартрĕ Петр Вячеславович.

Унтанпа кунта чылай улшăну пулнă. Лаптăка та пысăклатнă, киоск вырăнне лавкка лартнă. «Малтанах ĕçлеме лайăхрахчĕ, çăмăлрахчĕ. Конкуренци те вăйлах марччĕ. Тĕрĕссипе, Комсомольскинче, çакăн пек ĕçе эпĕ чи малтан пуçларăм. Тепĕр икĕ уйăхран райпо «Автозапчасти» лавкка уçрĕ. Паян Комсомольски салинче пурĕ 15 /!/ лавккара автомашинăсен саппас пайĕсене сутаççĕ. Конкуренци вăйлă. Çапах пирĕн лайăх ен пур, эпир аслă çул хĕрринче вырнаçнă. Çак тапхăрта тата эпир хамăр ят-сума çĕнсе илнĕ. Ал-ура çавăрса ярсан, кăштах тупăш кĕме пуçласан, 2006 çулта Комсомольскинче «Автозапчасти» тепĕр лавкка çĕклеме пуçларăм. Унта ВАЗ, ГАЗель, УАЗ йышши машинăсен саппас пайĕсене сутатпăр. Халĕ иномаркăсемпе те ĕçлетпĕр. Паян тавара пур çĕртен те — Тольяттирен, Самартан, Чулхуларан — кÿрсе параççĕ. Анчах ку çителĕксĕр. Халĕ эпир Тольяттие хамăр та çÿретпĕр, мĕншĕн тесен вĕсем питĕ кирлĕ вак-тĕвеке леçсе памаççĕ. Питĕ кăткăс ĕç ку. Центрти лавккана хамăр вăйпах çĕклерĕмĕр. Путвала шута илсен виçĕ хутлă вăл. Унта мăшăрăм Эльвира Львовна 13 çул ĕçлерĕ. Вăл та — хăй тĕллĕн ĕçлекен предприниматель. Халĕ кил хуçи хĕрарăмĕн тивĕçĕсене пурнăçлать», — пĕлтерчĕ Петр Вячеславович. Сăмах май, Степановсем икĕ ывăл ÿстереççĕ. Асли Дмитрий И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче пĕлÿ илет. Рома Комсомольскинчи вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренет. «Тăван тăрăха килнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Яла юрататăп. Комсомольски салинче хваттерте пурăнатпăр пулин те Хирти Сĕнтĕр ялне, анне патне, кашни эрнерех çÿретпĕр», — тунмарĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм.

Петр Степанов пĕлтернĕ тăрăх — вĕсен ВАЗ, ГАЗель автомашинăсем валли саппас пайсем йăлтах пур. Тĕрлĕ йышши «иномаркăсем» валли те çителĕклех вĕсем. Ют çĕршывра кăларнă çăмăл машинăсем валли чи кирлĕ япаласем кунта яланах пур. «Енчен те раснарах саппас пай кирлĕ тĕк — Мускава саккассем яратпăр. Вĕсем унтан пĕр-икĕ кунран килеççĕ. Чи нумаййи — виçĕ кун. Пирĕн шиномонтаж та пур. Тĕрлĕ йышши тата расна калăпăшлă резинăсем сĕнетпĕр халăха. Паллах, автосервис та килен-каяна тарават. Унта тĕрлĕ юсав ĕçĕсене пурнăçлатпăр. Унсăр пуçне автохими, çунтармалли-сĕрмеллисем материалсем йăлтах пур. Паянхи кунпа тан утма тăрăшатпăр. Ман патра ытларах çамрăксем ĕçлеççĕ. Пурте вĕсем предпринимательсем шутланаççĕ, кашниех налук тÿлет. Светлана Беловăна, Максим Полякова, Алексей Краснова, Алексей Кокшина, Валера Кулика тав сăмахĕ калас килет. Доллар хакĕ ÿснĕ май ют çĕршыв таварĕсем хакланса пыраççĕ. Пирĕн производительсем те çавнах пăхаççĕ. Хамăрăннисен те хакĕсем ÿсеççĕ. Электричество хакланать, налук пысăкланать. Апла пулин те хаксене йÿнетме тăрăшатпăр. «Каçал Ен» редакци, Пенси фончĕ, Çăкăр завочĕ, больница, район администрацийĕ тата ыттисем те — пирĕн клиентсем. Шиномонтажа килекенсем пирĕн патра резина туянаççĕ тĕк, эпир ăна тÿлевсĕрех лартса паратпăр. Е тата çунтармалли-сĕрмелли материалĕсемпе çу фильтрĕ илсен ăна тÿлевсĕр ылмаштарса паратпăр», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ ертÿçĕ.

Йывăрлăхĕсем пирки те асăнчĕ вăл. Малтанхи вăхăтра патшалăхран кредит нумай илнĕ-мĕн. Ун чухне проценчĕсем те пысăкрах пулнă. «Телее, юлташсем, атте-анне пулăшрĕç. Кайран патшалăх кăштах çăмăллăхсем сĕнме пуçларĕ. Банксем ытларах кредитсем пама тытăнчĕç. Эпĕ ĕçе пикеннĕ чухне саппас пайсене тупма та йывăрччĕ. Чи малтан Сызраньтен, Тольяттирен кÿрсе килнĕ. Самана улшăннă май çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ, эпир вĕсене ăса хывма тăрăшатпăр... Вулаканăма тата çакна калас килет: паян иномарка туянма хăрамалла мар. Çĕнĕ машина туянакансем валли мĕн кирли пирĕн йăлтах пур. Халĕ пирĕн те автопроизводительсем лайăх машинăсем кăлараççĕ. Суйламалăх пур. Эпĕ хам «Тойота» маркăна кăмăллатăп. Хура тĕслĕ «Тойотăпа» çÿретĕп. Ĕç тума «Мерседес» та пур. Питĕ юрататăп техникăна, ăна чухлатăп. «Права илни çителĕксĕр, машинăна туймалла, юратмалла», — вĕрентетĕп çамрăксене. Тепĕр чухне хăшĕсем: «Машинăна парса яр-ха вăхăтлăха», — тесе ыйтаççĕ. «Арăма илсе кай!» — тетĕп вара. Ку шÿт ĕнтĕ. Техникăна арăма юратнă пекех юратмалла», — йăл кулчĕ Петр Вячеславович. Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕ автомойка пирки те ĕмĕтленет. Ăна вăл çак вырăнтах уçасшăн.

Петр Степанов общество ĕçне те хастар хутшăнать. Республикăри тата Комсомольски районĕнчи «Пограничниксен пĕрлĕхĕ» общество организацийĕсем йĕркелекен кашни мероприятирех курма пулать ăна. Вĕсем ăмăртусемпе турнирсенче сумлă вырăнсем йышăнаççĕ. Паллах, çав мероприятисене ирттерме укçан та пулăшать. Ĕç вăхăта нумай илет пулсан та /канмалли кунсемсĕр иртен пуçласа каçченех ĕçре вăл/ Петр Степанов спорткомплексри бассейна çÿреме вăхăт тупать. Хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе ярăнать. «Ывăлăмсем ÿссен пулăшакансем, ĕçĕме тăсакансем пуласса питĕ шанатăп. Асли каникул вăхăтĕнче шиномонтажра та, автосервисра та ĕçлерĕ. Техникăна ăнланать», — ĕмĕчĕсемпе çунатланчĕ Петр Вячеславович.

Ырă та ĕçчен çынна ял савать. Ăна Каçал тăрăхĕнче хисеплеççĕ, хаклаççĕ. Ахальтен-им, вĕсем патне тимĕр урхамаха юратакансем Тутарстанран та, Шупашкартан та çÿреççĕ. Апла тăк эсир те, вулаканăмăрсем, машинăпа çÿретĕр пулсан иртсе кайнă чухне Комсомольски урамĕнчи 1-мĕш çурта кĕрсе тухăр.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.