«Пирĕнтен пуян çын çук»
Канаш районĕнчи Яманкассинче пурăнакан Таисия Степанова хăйĕн тăван-хурăнташĕ, хăти-тăхлачи йышлă, пултаруллă та ĕçчен пулнăран яланах çапла калать. Ултă теçетке çул урлă каçнăскер пурнăçĕнче никама та усал туманни унăн сенкер тарăн куçĕнченех паллă. Хитре, сăпайлă, вашават çак хĕрарăм илемлĕ литературăра çыравçăсем сăнланă чăн чăваш амăшне аса илтерет. Ырăлăхпа туртать вăл хăйĕн патне. Калаçнă майăн сăнĕ йăл кулăпа çуталать.
Шел, пурнăç çутă тĕссен авăрĕнче кăна иртмест çав — хурланмалли те сиксе тухать. Мăшăрне çухатни — Таисия Константиновнăшăн чăннипех пысăк синкер.
— Пĕр ялтах ÿснĕ эпир. Аслă классенче вĕренеттĕм. Коля хуçалăхра механикра ĕçлетчĕ ун чухне. Шкултан таврăннине курсан ялан сумкăна йăтса паратчĕ. Килĕштернĕ ĕнтĕ. Çапла вунçиччĕрех качча кайрăм. Пилĕк ача çуратса пĕрле çитĕнтертĕмĕр. Сисмерĕмĕр те — вĕсем çемьеленме пуçларĕç. Чи кĕçĕннине, тĕпкĕче Юрике, авлантарма вăхăт çитрĕ. Мĕн тери телейлĕччĕ эпир ун чухне! Туй хыççăн тепĕр кун... Ирхине выльăхсене чип-чипер пăхса кĕнĕ упăшка тахăш самантра урай варринчех тĕшĕрĕлсе анчĕ. Кĕреш кĕлеткеллĕ арçын тÿп кăна ÿксе вилнине халĕ те ĕненме йывăр. 43 çул та пĕр кун пурăнтăмăр мăшăрпа, — йĕпеннĕ куçне шăлнăçем каласа кăтартрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Николай Степановича çуралнă ялта кăна мар, таврари ялсенче те пĕлнĕ-хисепленĕ. Вырăнти газ хуçалăхне ертсе пынă, каярахпа чылай çул ферма заведующийĕнче тăрăшнă. Мăшăрĕ те тăван колхозрах пилĕк авнă. 11 çул — уй-хир бригадин ертÿçинче, кайран — пăру пăхаканра.
— 180-190 пăрăва иккĕн пăхаттăмăр. Выльăх апатне пĕр вырăна тăкса паратчĕç те — карçынккапа валеçеттĕмĕр. Шыва та алăпах йăтнă, — иртнине хальхипе танлаштарма май çукки палăрать Таисия Константиновна каланинчен.
Вăйпа ĕçлессинчен Степановсен килĕнче аслисем те, кĕçĕннисем те ютшăнман. Сергей, Люда, Оля, Ксения, Юрий ашшĕпе амăшĕ ĕçрен таврăннă тĕле килти хуçалăхри ĕçсене пурнăçласа та хунă.
— Юн пусăмĕ пысăкланма тытăнсан Кольăна йывăр йăтасран сыхланма ыйтаттăм. Вăл вара кашни ир сĕт пама икĕ пысăк витрепе тăвалла утатчĕ. «Манăн упана çавăрса çапмалăх та вăй пур-ха», — тесе шÿтлетчĕ те — чирĕ хăйне пĕр наччасра çавăрса çапрĕ, — юратнă çынни тĕлĕшпе хурланăвне нимĕнле путараймасть çулланнă хĕрарăм.
Тĕп килте халĕ амăшĕпе Юрий çемйи пурăнать. Çамрăк мăшăрăн — икĕ ача: виççĕри Ксюша Сиккассинчи садике çÿрет, çулталăкри Антон хальлĕхе амăшĕн хÿттинче аталанать.
— Ывăлăм та, кинĕм Наташа та хисепе хуни пурăнма хавхалантарать. Юрий Çĕрпÿри юсанмалли колонире ĕçлет — ирех каять те каçсăр таврăнаймасть. Кинпе пĕрле килти ĕçсене пурнăçлатпăр, — калаçăва тăсать виçĕ ăру çынни пурăнакан килте чи асли.
Таисия Константиновнăн чун киленĕçĕ пур — купăс калать вăл. Çак пултарулăха ашшĕнчен Константин Игнатьевичран вĕренсе юлнă. Качча килсен, мăшăрĕ те купăсçăсен йăхĕнчен пулнине, Кольăн кĕвĕ çак хатĕрĕ пуррине пăхмасăр, хăйне ятăн купăс туяннă.
— Коля — чăваш эстрадинче палăрнă Надежда Заводскова юрăçăн тăванĕ, унăн ашшĕн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ. Тĕрĕссипе, пирĕн ялта купăс калама пĕлекен самаях пулнă. Çавăнпах туйсем çав тери хаваслă та чаплă иртнĕ. Эпир те ялти мероприятисенчен айккинче юлман, — тĕлĕнтерет общество ĕçĕсен хастарĕ.
Таисия Константиновна — Сиккасси ял тăрăхĕн ветерансен канашĕн членĕ. Яваплăха туйнăран ăна ял тата район канашĕн депутатне темиçе хутчен суйланă. Николай Степановича вара 2011 çулта «Ялăн хисеплĕ гражданинĕ» ятпа чысланă.
Тĕслĕх çемьен ырă йăлисене тăсаканĕсем — ачисем. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ, хăйсем алла илнĕ специальноçсемпе харпăр хăйĕн ĕçĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ, ачи-пăчине тĕрĕс воспитани пама тăрăшаççĕ.
Ирина ПУШКИНА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать