Шкул ятне çÿлте тытаканскер

29 Сен, 2016

Çиччĕмĕш класри Катя Андреева çитĕнĕвĕсем пирки тус-юлташĕ хăпартланса каласа парать.

— Лайăх вĕреннисĕр пуçне вăл хастар спортсменка та. Çăмăл атлетикăра ăна çитекен çук. Хытă чупать, тĕрлĕ ăмăртура çĕнтерет. Шкул ятне çÿлте тытать, — тет чи çывăх юлташĕ Клава Егорова.

Хĕрача ашшĕне хывнă. Юратнă çынни, Николай Иванович Андреев, шкулта тренерта ĕçлет.

— Çитĕнÿсенче аттен тÿпи питĕ пысăк, вăл маншăн тăрăшать. Анчахрах унăн портфолионе тытса пăхрăм. Спортри çитĕнĕвĕсемшĕн илнĕ грамотăпа дипломсен шучĕ çук. Кубок та чылай унăн. Икĕ аппа та, пичче те спортпа туслă. Ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен Алена аппа сăрт-ту çинче чупас енĕпе Раççей чемпионĕ. Ун пек хастар пулас тесен манăн тата нумай тăрăшмалла-ха. Шкултан вĕренсе тухсан медицина енĕпе каяс ĕмĕт пур. Паянхи саманара çынсем час-час чирлени чăнласах шухăша ярать. Вĕсене питĕ пулăшас килет. Хальлĕхе вара эпĕ аппан ачипе, виççĕри Никăпа, тухтăрла выляма кăмăллатăп. Пĕлетĕр-и, пĕчĕкскере питĕ-питĕ юрататăп. Вăл маншăн хĕвелтен те çутăрах, ылтăнран та хаклăрах. Эпĕ шкултан таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтет. Ăна валли лавккаран яланах мĕнле те пулин кучченеç илсе килетĕп. Пылак çимĕç е ручка-кăранташ, альбом е тетрадь — пурне те хапăлласа йышăнать. Кашни парнешĕн хĕпĕртет, алă çупса ташлать. Хĕвел пек йăл кулать. Мускавра пурăнакан Сергей пиччен ачишĕн те тунсăхлатăп. Вĕсем аякра пулнăран час-час кураймастăп Машăна. Халĕ утма-чупма тытăнчĕ те пушшех йăрăланчĕ ахăртнех. Декабрь уйăхĕнче иккĕ тултарать, ăна валли парне те хатĕрлĕп-ха, — хăпартланса та мăнаçланса калаçать Катя.

Кайăк-кĕшĕке, выльăх-чĕрлĕхе те юратать вăл. Хăйсем тăватă качака усраççĕ.

— Качакасене усал тесе каланине пĕрре мар илтнĕ-ха, анчах пирĕн унашкаллисем мар. Ачашскерсем. Путеккисем хамăр çума куршанак пек çыпçăнаççĕ. Çулла вĕсемпе улăхра çÿреме кăмăллатăп. Эпир çеç мар, выльăх тавраш та ăшă куна юратать, — тет Катя. — Çавăн чухне кĕнеке вулани те маншăн ăнăçлă пек туйăнать.

Элиза ВАЛАНС.

Йĕпреç районĕ,

Кĕлĕмкасси.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.