КИКЕН — АЛКОГОЛЬ ТĂШМАНĔ
Халăх медицининче кикенпе е чĕмре курăкĕпе /чемерица, кукольник/ ытларах алкоголь туртăмĕнчен сипленеççĕ. Апата е шĕвеке çулçине е тымарне ярса хатĕрленĕ шыв хушсан ĕçкĕçе хăстарма пуçлать, пуçне ыраттарать, çапла майпа эрехе тÿсейми тăвать.
Вăйлă мухмăр паллисене ирттерме шĕвĕ шĕвек хатĕрлемелле. Тин вĕренĕ 1 стакан шыва 1 чей кашăкĕ типĕ кикен ярса çур сехет лартмалла. Апата е шĕвеке ăна кунне 3 хут 2-шер тумлам хушмалла.
Ĕçкĕ вăраха кайсан, алкоголь туртăмне вăйсăрлатма çăрарах шĕвек кирлĕ. Кикенĕн 2 чей кашăкĕ тымарне 1 стакан шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Шĕвĕ апата е пĕр-пĕр шĕвеке кунне 2 хут 2-шер тумлам хушмалла.
Асăрханăр! Çапла сипленнĕ вăхăтра юн пусăмĕ тăрук улшăнсан, пуç çаврăнсан, варвитти пуçлансан, шăнăр хутлатсан, вăй-хал чаксан кикен шĕвекне ĕçме тÿрех чарăнмалла. Тымарĕн шĕвекне 10 тумламран ытла ĕçни пурнăçран уйăрма та пултарать. Наркăмăшлă çак курăкпа питĕ асăрхануллă пулмалла!
Пĕлтерĕшлĕ
Хатĕр шĕвеке холодильникре упрамалла.v
Ăна алкоголе хушмалла мар.v
Чи пĕчĕк виçерен ĕçме пуçламалла.v
Палăртнă виçерен ытларах ĕçме юрамасть.v
Кикен шывĕпе пĕвер, пÿре, чĕре, апат ирĕлтерекен органсем чирлĕ, организм йышăнман тĕслĕх пулсан сипленмелле мар.v
Çÿç тăкăнасан, лĕкĕрен
Кикенĕн вĕтетнĕ типĕ тымарне 1 пай илсе 5 пай эрех уксусне ямалла. Вăйсăр çулăм çинче çурри таран хухиччен пĕçермелле. Илсен пĕр талăк лартмалла. Шĕвекпе пуç ÿтне çăвас умĕн сăтăрмалла. Курс — çÿç лайăхланиччен.
Шăл ыратсан
Кикенĕн типĕ тымарĕнчен хатĕрленĕ порошока çĕçĕ вĕçĕпе /шăрпăк вĕçĕнчен ытларах мар/ илсе чирлĕ шăл çине хуни ыратнине чакарать. Пухăнакан сурчăка сурса пăрахмалла.
Асăрханăр! Виçене çирĕп пăхăнмалла. Унсăрăн сунаслаттарма, куçпа сăмсан лăймака сийĕсене шыçтарма, çунтарма пултарать.
Ÿт чирĕсем
Вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ тымара ирĕлтернĕ 100 грамм сысна ăш çăвне ямалла, ăшă вырăнта 2-5 кун лартмалла. Унтан ăшăтмалла та сăрăхтармалла. Экзема, псориаз аптратсан сиенленнĕ вырăнсене кунне пĕр хут сĕрмелле.
Ревматизм чухне
Вĕтетнĕ типĕ 1 чей кашăкĕ тымара 70 процентлă 300 миллилитр спирта ямалла, 21 кун лартмалла та сăрăхтармалла. Настойкăпа ыратакан сыпăсене çĕрлене хирĕç сăтăрмалла.
Комментировать