Пĕрлĕхпе туслăх: хурçăран та çирĕп, ылтăнран та пахарах

28 Сен, 2016

Чăваш Енри халăхсен Аслă Пухăвĕ /вăл авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртрĕ/ республикăра тĕпленсе пурăнакан 120 ытла халăх представителĕпе сакăр этника ушкăнĕшĕн, иккĕленÿ çук, ахаль мероприяти çеç пулмарĕ. Ăна ирттересси пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăну кăларса питĕ тĕрĕс турĕ. Çĕршыв экономикинчи çăмăлах мар лару-тăру, унпа пĕрлех санкцисем чун, кăмăл-сипет, туслăх, халăхсен хутшăнăвĕсем çинчен мантарма хăтланаççĕ. Телее, халăхсен хутшăнăвĕ енĕпе Чăваш Енре ĕç-пуç начарах мар. Чăваш халăхĕн лăпкă кăмăлĕ, тараватлăхĕ, сăпайлăхĕ тата республика чылай енĕпе меллĕ вырăнта вырнаçни ытти халăх çыннине хăй патне туртаççĕ.

2010 çулхи çырав тăрăх тăван Чăваш Енре 128 халăх представителĕ пурăнать, вĕсенчен чăвашсем — 814,8 пин çын /67,7 процент/, вырăссем — 323,3 пин /26,9/, тутарсем — 34,2 пин /2,8/, мордвасем — 13 пин çын /1,1 процент/. Ыттисем пирки мĕн каламалла-ха? Çав шутра 24-шĕн кăна йышĕ 100-тен иртет, 42-шĕн 10-ран пуçласа 99-а çитет, ытти 70-шĕн 10 çынран та сахал. Çавна пула халăхсен съездне пур халăх çынни те хутшăнайман. 43 нацирен 32-шĕ делегат пулса, ыттисем хăна шучĕпе пынă. Наци культура пĕрлĕхĕсем тăратнипе 198 делегат хутшăннă. Çапла майпа Аслă Пуху тĕрлĕ халăхран чăмăртаннă асамат кĕперне аса илтерчĕ.

Çак «кĕпер» малашне те çирĕп, шанчăклă пултăр тесен мĕн тумалла-ха? Форум йĕркелÿçисем шăпах çак саманта тĕпе хунă — республикăри Халăхсен ассамблейине чăмăртас ыйтăва тăратрĕç. Раççейре унашкал организаци 1998 çултах чăмăртаннă. Кÿршĕсен те — Тутарстан, Пушкăртстан, Мордва республикисен — пур вăл, çавăнпа вĕсенче наци хутшăнăвĕсем тĕлĕшĕпе çамрăксен, çул çитменнисен хушшинче те çитĕнÿсем самай аваннине палăртрĕ с±ездра Раççей Халăхĕсен ассамблейин председателĕ Светлана Смирнова.

Пирĕн вара хальлĕхе ку енĕпе опыт çукрах, çавăнпа наци культура пĕрлĕхĕсен /республикăра вĕсем 34, вĕсенчен 24-не регистрациленĕ/ ертÿçисем хăйсен умĕнче тăракан çивĕч ыйтусен шутĕнче, тĕпрен илсен, йышпа пуçтарăнмалли пÿлĕм, вырăн çукки, халăхсен йăли-йĕркине, тăван чĕлхине упраса хăварасси тĕп тĕллев тесе палăртатчĕç. Паян вара, глобализаци пур енĕпе те витĕм кÿнĕ вăхăтра, наци культурине, фольклорне упраса хăварассипе пĕр рете Раççей наци пĕрлĕхне çирĕплетессипе, çĕршывра пурăнакан халăхсене чунпа, кăмăл-туйăмпа çывăхлатассипе çыхăннă ыйтусем те тăчĕç. Апла пирĕннисен пурнăçа кĕртмелли ĕç пайтах-ха.

Мĕн кĕтетпĕр-ха республикăри Халăхсен ассамблейинчен? Умра — пысăк тĕллевсем. Кирек хăш наци çынни те, пысăк йышпа пурăнать-и вăл ку тăрăхра е пачах шутпа кăна-и, унран пулăшу ыйтма пултарĕ. Нацисемпе конфессисен çыхăнăвне тата та вăйлăрах çирĕплетесси те Халăхсен ассамблейин ĕçĕ.

Халăх пĕрлĕхĕ, туслăхĕ — хурçăран та çирĕп, ылтăн-кĕмĕлрен те хаклă вăй. Шăпах вăл пулăшнă та пирĕн патшалăхăмăра питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçсенче, йывăр самантсенче. Шăпах унăн никĕсĕ çинче çирĕп аталаннă пĕр-пĕрне хисеплесси, ăнланасси. Малашне те çаплах пулĕ. Халăхсене çывăх тăракан, вĕсен кун-çулĕпе, пурнăçĕпе тÿрреммĕнех кăсăкланакан организаци республикăри чылай наци çыннине хăйсем çине çĕнĕлле, тишкерÿллĕ куçпа пăхма май парĕ, вĕсен культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварса малалла аталантарас ĕçре çаврăнăçуллăрах пулма хистĕ. Пĕрлехи вăйпа пысăк утăмсем тума, вышкайсăр пысăк ыйтусене татса пама пулать. Çакăн пек кăмăл-шухăш республикăра тин çеç йĕркеленнĕ Халăхсен ассамблейĕн ертÿлĕхĕн.

Çак ĕçсене паян пурнăçламасан кая юлма пултаратпăр. Астăватăр пулĕ ЮНЕСКОн тĕнчерен çухалма пултаракан халăхсен электрон Атласне? Питĕ тарăхтарнăччĕ вăл хăшне-пĕрне. «Пирĕн пирки мар вăл, чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет», — тесе янăрашакан пайтах пулчĕ. Камăн хăйĕн халăхне усал сунас килтĕр? Çапах та унта пĕлтернине шута хурас тăк — Раççейри 130 ытла чĕлхе хăрушлăхра. Экспертсен кăтартăвĕпе — кашни уйăхра тĕнчери икĕ чĕлхепе калаçма, усă курма пăрахаççĕ. Шухăшламалăх, хамăр валли пĕтĕмлетÿсем тумалăх пур. Çапла мар-и? Чăваш Республикинчи Халăхсен ассамблейи умĕнче те тăраççĕ вĕсем. Пăр тапранчĕ, ĕçе пуçăнма вăхăт çитрĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Альбир КРГАНОВ, Мускав, Тĕп регионпа Чăваш Ен муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ:

— Чăваш Ен халăхĕсен съезчĕ — республикăшăн, паян унта пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Регион пур халăхăн наци культурине, литературине, йăли-йĕркине упраса хăварса малалла аталанать. Пирĕн халăхсем туслăха вун-вун, çĕр-çĕр çул çирĕплетнĕ, халĕ те ăнланупа хисепе тĕпе хураççĕ. Чăваш Ен, шалти тăнăçлăха çирĕплетсе, тĕрлĕ тĕнпе пурăнакан вун-вун халăх çыннине пĕтĕçтерсе, пахалăхсен никĕсне, историпе йăла-йĕрке еткерлĕхне тĕпе хурса, тĕрĕс çулпа утать.

Вероника ИСАЕВА, Чăваш Енри вырăс культура центрĕн председателĕн заместителĕ:

— Республикăри вырăс культура центрне 1992 çулта Улатăрта йĕркеленĕ. Шăпах унта чăмăртанни ахальтен мар паллах: тăватă ĕмĕр каяллах вăл вырăс православи хули шутланнă, вырăссем, мордвасем, чăвашсем, ытти халăх унта çĕр-çĕр çул килĕштерсе пурăннă. Паян та хăйĕн мăнаçлăхне çухатман Улатăр, вăл 40 яхăн наци çыннишĕн культурăпа истори, экономика центрĕ пулса тăрать. Шăпах çак ырă йăлана тытса пырать те пирĕн центр. Эпир вырăс халăхĕн хăйевĕрлĕхĕпе культурине аталантарассишĕн кăна мар, нацисемпе конфессисен, регионсен культура çыхăнăвне çирĕплетессишĕн те çине тăрса ĕçлетпĕр.

Виçĕ юханшыв пĕрлешнĕ вырăнта вырнаçнă хулара — историпе культура палăкĕсем 90, вун-вун чиркÿ, арçынсемпе хĕрарăмсен мăнастирĕсем. Эпир хăнасене, вĕсем кирек мĕнле чĕлхепе калаçсан та, яланах тарават, туслăх чĕлхине куçаруçă кирлĕ мар-çке. Пирĕн истори те, пуласлăх та — пĕр тĕвĕре. Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур, анчах пире вырăс чĕлхи çыхăнтарса тăрать, эпир пурте пĕрле Раççейĕн нумай нациллĕ пĕрлĕхне тунă. Шансах тăратăп: Аслă Пуху йышăнăвĕсем тăван Чăваш Енре пурăнакан халăхсен союзĕн иксĕлми пуянлăхне, пĕрлĕхĕпе нумай енлĕхне упраса хăварма пулăшĕç.

Ферит ГИБАТДИНОВ, Чăваш Республикинчи тутарсен наци культура автономийĕн председателĕ:

— Çапла çирĕплетсе калама пултаратăп: Чăваш Енри тутарсем хăйсене паян хăтлă туяççĕ. Республикăри наци культура автономийĕпе Мăсăльмансен тĕн управленийĕ тутар халăхĕн ырлăхĕшĕн пĕрле килĕштерсе ĕçлеççĕ. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче вĕренÿ организацийĕсем, тутар шкулĕсем, ача сачĕсем, культурăпа спорт учрежденийĕсем вуннă ытла, 50 ытла мечĕт.

Чăваш Енри Халăхсен ассамблейи республикăра пурăнакан пур халăхпа ĕçлессине шанса тăратăп. Пур халăхăн шухăш-кăмăлне, тĕллевĕсене, ĕçĕсене пĕр алла, чăмăра илсе пурнăçласа пырсан ăнăçу пулатех: вырсарни шкулĕсем те ытларах уçăпăр, пултарулăх коллективĕсен ĕçне те вăйлатăпăр. Халăхсен с±езчĕ пире çĕнĕ вăй кÿчĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.