Прокат Грознăя та илсе çитерет
Ултавçăсем прокатран автомобиль вăрласси çăп-çăмăл теççĕ пуль. Анчах пирĕн предпринимательсем айвансем мар: хăйсен машинисене тепĕр сыщикран та çине тăрарах шыраççĕ. Нумаях пулмасть, сăмахран, «кустăрмаллă урхамахсене» Чечняран илсе таврăннă. Чăннипех детективлă çак историпе Шупашкарта пурăнакан Владимир Фролов
/сăнÿкерчĕкре\ паллаштарчĕ.
Тусен леш енчи «Приора»
Пĕлтĕрхи çулла Чечня çынни Шупашкарти автопрокатран çĕнĕ «Лада-Приорăпа» ларса тухнă. Спутник урлă килекен сигналсем вара кĕçех çăмăл машина инçетри Чечняра çÿренине кăтартнă. Анчах кунта криминал çук-ха: клиент маларахах Чăваш Ен тулашне каясси çинчен асăрхаттарнă. Машина унăн тăван çĕршывĕнчи çывăх çыннине пăхма кирлĕ имĕш — больницăсемпе аптекăсем тăрăх çÿремелле...
Арендатор шанчăклă пек туйăннă, «Приорăшăн» прокат укçине сакăр уйăх йĕркеллĕ тÿлесе пынă. Анчах кĕтмен çĕртен /детективлă историсенче яланах çапла пулать/ «шанчăклă» клиент çухалнă. Кĕçех «джигит» Шупашкарти прокат хуçисен шăнкăравĕсене те хуравлама пăрахнă. Тата кăштахран телефон номерне те улăштарнă пулас. Предпринимательсем унпа Чечен Республикинче пурăнакан пĕлĕшĕсем урлă та çыхăнма хăтланса пăхнă — кăлăхах. Паллах, арендăна панă автомобиль те çухалнă.
Клиентăн транспорт хатĕрне тавăрса парас кăмăл çуккине курса ĕненнĕ хыççăн прокатчиксем тĕп хулари полицин 3-мĕш пайне заявлени çырса панă. Хăйсем те çийĕнчех кăнтăра çул тытнă. Çул çăмăл пулман. Курорт вăхăчĕ вĕт — пурте унталла васкаççĕ, транспорт юхăмĕ питĕ пысăк. Кусен вара кану шухăшĕ мар, машинăна мĕнле тупмалла — çакă пăшăрхантарать. Кÿршĕ республика мар вĕт: Чечня — патшалăхри хăйнеевĕр уйрăм патшалăх...
Тарават Чечня
Анчах пăшăрханни кăлăхах пулнă иккен. ШĔМĕн Грознăйри управленийĕнче пирĕн ентешсен нушине пĕлнĕ хыççăн çийĕнчех машинăна тупас тĕллевпе ятарлă операци йĕркеленĕ. Спутник навигаторĕн сигналĕ «Приора» Ачхой-Мартан районĕнче пулнине кăтартнă. Çулçÿревçĕсем Чечен полицийĕн тата Кадыров спецназĕн сотрудникĕсемпе пĕрле унта çул тытнă. Часах интереслĕ самант çиеле тухнă: Чăваш Енрен илсе кайнă автомобиле кунти номерпех вырăнти Интернет-ресурса 240 пин тенкĕлле сутлăха кăларнă иккен. Чăн та, машина хуçисем çав пĕлтерÿ «скриншотне» ÿкерсе илме ĕлкĕриччен страницăна тĕп тунă.
...Парăма кĕнĕ клиент тетĕшĕ, Шупашкар «Ладипе» нимĕнле документсăрах çÿрекенскер, хăнасене кăмăллăн кĕтсе илмен, анчах хĕç-пăшаллă «экскорт» умĕнче хирĕçлеме хăяйман. Машинăна илсе кайнине курма пĕтĕм ял пухăннă тейĕн — кунашкалли ялта халиччен пулман-тăр. Эппин, çак пăтăрмахшăн айăплине те тăван ялĕнче хаваспа йышăнасси иккĕленÿллĕ.
Прокатри тусĕсемпе çулçÿревре пулнă май Фролова ултавçă паспорчĕн ксерокопийĕнчи сăна таçта курнă пек туйăннă. Кĕçех аса илнĕ: çак çын ун умĕнчех Шупашкарти тепĕр прокатра та автомобиль илме тăнă. Унпа пĕрле Шупашкар çынни те, пăхма та ĕçкĕпе иртĕхни куçкĕрет паллăскер, пулнă. Чечня çынни шăпах унăн докуменчĕсемпе автомобиле арендăна пама ыйтнă. Анчах унăн ыйтăвне тивĕçтермен.
Ытти прокатчикпе телефонпа калаçнă та — Фролов çакна пĕлнĕ: тăватă уйăх каялла çак Кавказ çынни вĕсен патĕнчен те «Приора» проката илнĕ иккен. Нумаях пулмасть вĕсене те укçа тÿлеме пăрахнă. Спутник урлă тĕрĕсленĕ те — çав машина та Грознăйра-мĕн.
Миссие пурнăçланă
Пĕр «Приорăна» ултавçă пиччĕшĕ патĕнчен илсе тухнă хыççăн вырăнти полиципе пĕрлех Шупашкарсем Грознăя таврăннă. Унта тепĕр «Приорăна» та самантрах тупнă. Унăн рулĕ умĕнчи çын та арендаторшăн ют мар-мĕн. Тахçан тăванĕ унран «Форд-Фокус» машина илнĕ, çавăншăн халь «Лада» тавăрса панă иккен. Арçын ют транспорт хатĕрĕпе усă курнине тавçăрман та. Тăванĕ машина докуменчĕсене каярахпа илсе килсе пама шантарнă вĕт. Ĕç-пуç пирки ăнлантарса парсан вăл ют харпăрлăха сăмахсăрах тавăрса панă.
«Ладăн» чăн хуçи те кĕçех Грознăя вĕçсе килнĕ. Вăл çитиччен йĕркелĕх хуралçисем автомобиле полици çумĕнчи стоянкăна лартнă, Шупашкарсене хăна çуртне вырнаçма пулăшнă, ыйтусем сиксе тухсан хăйсене систерме ыйтнă. Икĕ «Приорăна» тавăрма пĕтĕмпе те сехет ытларах кăна кирлĕ пулнă. Чечняна тухса кайиччен предпринимательсем кунашкалли пирки ĕмĕтленме те пултарайман.
Хăйнеевĕрлĕ çак командировкăн юлашки кунĕсем питĕ лăпкă иртнĕ — вырăнти полицейскисене чăрмантарма тивмен. Грозный питĕ мирлĕ хула иккен. Çапла вара автомобиль хуçи çитиччен пирĕн ентешсем унти пурнăçпа киленнĕ теме те юрать: чаплă çулсем, хăтлă хăна çурчĕсем...
Вĕсем Шупашкара таврăннă тĕле вара кунти полици сотрудникĕсем çак çулçÿревшĕн айăплине тытса чарнă. Вăл, паллах, пĕтĕмпех туннă: пытанас шухăш пулман, автомобильсене çывăх вăхăтра тавăрса пама, прокатшăн укçапа татăлма хатĕрленнĕ имĕш. Сăмах май, хăйне тытса чарнă чухне вăл каллех Шупашкарти виççĕмĕш автопрокатран илнĕ иномарка рулĕ умĕнче пулнă. Чăн та, «ăнăçу джентльменне» ултавшăн айăпласси иккĕленÿллĕ. Çапах Чăваш Ен тĕп хулинче унăн малашне çуран кăна çÿреме тивет-тĕр. Чечняна кайса килнĕ ентешсем тăрăшнипе кунти мĕнпур автопрокатра ăна «хура списока» кĕртнĕ.
Ольга ПАВЛОВА
Комментировать