Пулас спикер паллă
Единороссем унăн должноçĕнче Валерий Филимонова кураççĕ
«Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн XXIV конференцийĕн ĕнер иртнĕ иккĕмĕш тапхăрĕнче /пĕрремĕшĕ утă уйăхĕн пуçламăшĕнче пулнăччĕ/ республикăн улттăмĕш суйлаври парламенчĕн спикерĕ кам пулассине татса пачĕç тесен те юрать-тĕр. Патшалăх Канашĕн çĕнелнĕ йышĕнче единороссен представителĕсем 36-ăн пулаççĕ те — çитес сессире конференцие пухăннисем сĕннĕ кандидат çĕнтересси иккĕленÿсĕр.
Форумра малтанах РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне пĕтĕмлетрĕç. Пухăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ:
— Политика кĕрешĕвĕ хыçа юлчĕ, — терĕ вăл. — Халĕ суйлавçăсен наказĕсене пурнăçламалла. Çак тĕллевпе ĕçсен алгоритмне палăртмалла, программа хатĕрлемелле. Эпир хамăр çине пысăк яваплăх илтĕмĕр. Пирĕн республикăри пурнăç шайне çĕклемелле, граждансен тупăшне пысăклатмалла.
Михаил Васильевич шучĕпе, «суйлавра конкуренци пулчĕ. Сасăлав кăтартăвĕсемпе эпир Раççей субъекчĕсен хушшинче аван курăнатпăр. Дума суйлавĕн кăтартăвĕсемпе — 33-мĕш вырăнта». Чăваш Ен историйĕнче регионтан Думăна пилĕк депутат суйланни хальччен пулман. Республика Пуçлăхĕ «Единая Россия» представителĕсемпе кăна мар, ытти партирен суйланнă депутатсемпе те алла-аллăн ĕçлес тĕллевлĕ.
Тĕп доклада вара партин регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов турĕ. Чăн та, ăна сăмах панă май Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов унпа «Единая Россия» партин генеральнăй секретарĕ» тесех паллаштарчĕ те — зал шÿте ăнланчĕ, шавласа кайрĕ. Леонид Ильич тĕп хула пуçлăхĕ пулнă чухне çапла шÿтлеме хăяймастчĕ-ха ĕнтĕ, халь вара юрать — çĕршыв парламенчĕн аялти палатин депутачĕн статусĕ ирĕклĕрех пулма май парать. Çапах трибуна патне утнă май Николай Малов ăна тÿрлетрĕ: «Эпир аплах çÿллĕ вĕçместпĕр...»
Николай Владимирович палăртнă тăрăх — «ЕР» представителĕсем Патшалăх Думин депутачĕсен 343 мандатне çĕнсе илнĕ. Çакă — умĕнхи суйлаври Думăринчен 100 мандат нумайрах. РЛДПсăр пуçне ытти мĕнпур партишĕн панă сасăсен шучĕ чылай чакнă. ЧР Патшалăх Канашĕн йышне умĕнхи суйлаври парламентра пулнă мĕнпур парти представителĕсем кĕнипе вара вăл кăмăллă. «Единая Россия» 37-мĕш Канаш суйлав округĕпе ку хутĕнче политика сăлтавĕсене пула кандидат тăратманнине «единороссен» лидерĕ «хамăр илме пултарнă мандата пĕлсе тăрсах «эсерсене» патăмăр» тесе хакларĕ. Ытти партирен Думăна кайнă Шурчановпа, Николаевпа, Аксаковпа та «политикăри тĕссене пăхмасăр» çыхăну тытса ĕçлеме хатĕр. «Единая Россия» Чăваш Енре сасăсен шучĕпе Раççейре 33-мĕш вырăна кăна йышăннипе Николай Владимирович кăмăллах мар: «Эпир малти 20 регион шутне кĕме тĕллев лартнăччĕ».
Çапах унăн, «Единая Россия» членĕсен хăйсене ÿпкелеме сăлтав çук-тăр. Федерацин пĕрлехи суйлав округĕпе партин Чăваш Енри сасăсен шучĕ 50,9% танлашнă, регион ушкăнĕн кандидачĕсем 8 мандат çĕнсе илнĕ. Çав шутра — списокра 5-мĕш позицире пулнă Алена Аршинова. Пĕр мандатлă 38-мĕш Шупашкар округĕпе сасăсен 46,77% пухса Леонид Черкесов çĕнтернĕ. Дума тенĕрен, унăн спикерĕ кам пулассине те «единороссем» палăртнă ĕнтĕ. Тилхепене РФ Президенчĕн Администрацийĕн Ертÿçин пĕрремĕш заместителĕ пулнă Вячеслав Володин тытĕ.
Партин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕнчи кăтартăвĕсемпе те мăнаçланма пулать. Единороссемшĕн суйлавçăсен 50,7% сасăланă. Пилĕк çул каяллахи суйлавра ку кăтарту 44,8% яхăн пулнă — ÿсĕм аванах. Апла пулин те Николай Малов пусăм тусах палăртрĕ: «Пирĕн тĕп çĕнтерÿсем — малашне-ха!»
«Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн XXIV конференцийĕн ĕнер иртнĕ иккĕмĕш тапхăрĕнче /пĕрремĕшĕ утă уйăхĕн пуçламăшĕнче пулнăччĕ/ республикăн улттăмĕш суйлаври парламенчĕн спикерĕ кам пулассине татса пачĕç тесен те юрать-тĕр. Патшалăх Канашĕн çĕнелнĕ йышĕнче единороссен представителĕсем 36-ăн пулаççĕ те — çитес сессире конференцие пухăннисем сĕннĕ кандидат çĕнтересси иккĕленÿсĕр.
Конференцире партин регион уйрăмĕ РФ Федераци Канашĕн членĕ пулма кама сĕнесси те уçăмланчĕ. Чăн та, кунта интрига текенни пулмарĕ: Вадим Николаев — ăнах сенатор тăвасшăн. Патшалăх Канашĕн Председательне суйлама вара Валерий Филимонов депутат кандидатурине сĕнчĕç. Ун тĕлĕшпе шухăш маларахах çирĕпленнине Николай Малов хăй те пытармарĕ, тепĕр кандидатурăна пĕлтернĕ май «альтернатива валли» тесех каларĕ.
Вăрттăн сасăларĕç. Бюллетеньсене шутланă вăхăтра вара кандидатсем сăмах илчĕç. Владимир Викторов хăйĕн кандидатури ячĕшĕн кăна пулнине çирĕплетрĕ, çапах «стоматолог пулнă май» пухăннисене сывă шăллă пулма сунчĕ — «шăлсем пире кирлĕ пулĕç-ха!» Фармаци сферинчен ПК спикерĕн пуканĕ çине куçакан Валерий Филимонов вара хăй председателе суйлансан ĕçре тăнăçлăхпа килĕшĕве, демократие тĕпе хума шантарчĕ. Сасăлав кăтартăвĕсем кĕтменлĕх пулмарĕç: конференцин 104 делегатĕнчен 3-шĕ Викторовшăн сасăланă, Филимоновшăн вара — 97-ĕн.
Çавăн пекех партин регион уйрăмĕн политканашĕн йышне çĕнетрĕç. Çакнашкал ротаци — уставпа пăхнăскер, йыша çуллен 10% кая мар улăштараççĕ — кăçал та çак йĕркерен пăрăнмарĕç. Çапла вара Сергей Галкина, Георгий Егорова, Петр Столярова, Герман Борецкие йышран кăларчĕç, вĕсен вырăнне Евгений Автина, Владимир Башкирова, Валерий Клементьева, Юрий Петрова, Вячеслав Рафинова йышăнчĕç.
Çакăнпа конференци вĕçленчĕ. Партконференци Патшалăх Канашĕн Председателĕн должноçне йышăнмашкăн суйланă кандидатурăна партин парламентри фракцине сĕнĕç. Фракци вара авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртекен сессире Валерий Филимонова спикера суйламашкăн тăратĕ. Вице-спикерсен, комитетсен должноçĕсене йышăнмашкăн камсене тăратассине те фракцире татса парĕç.
Николай КОНОВАЛОВ.
Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем
Комментировать