Конкурс финалĕ Самарта иртет

27 Сен, 2016

Йăлана кĕнĕ тăрăх Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурсăн юлашки тапхăрĕ çĕршывра Учитель кунне паллă тăвас умĕн иртет. Çапла кăçалхи ăмăрту финалĕ Самар хулинче, пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕ пурăнакан хутлăхра, авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçланса юпа уйăхĕн

1-мĕшĕччен тăсăлать.

Пирĕн республикăран конкурса Чăваш Енре «Çулталăк вĕрентекенĕ — 2016» ята тивĕçнĕ Алина Паладьева, Муркаш шкулĕн вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ, хутшăнать. Конкурсçăсем куçăн мар тапхăр витĕр тухнă ĕнтĕ. Экспертсем вĕрентекенсен методика портфолионе тата «Эпĕ — учитель» ятпа çырнă эссене хак панă.

Куçăн майпа иртекен тапхăр «Урок», «Методика семинарĕ», «Мастер-класс», «Педканаш», «Вĕрентÿ проекчĕ» пайсенчен тăрать. Конкурсçăсен професси тата пултарулăх вăйне, тĕрлĕ лару-тăрура çухалса кайманнине, умри çивĕч ыйтусене татса пама пултарнине кăтартма тивĕ.

И.ИВАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.