Таса та паха сĕт сывлăха çирĕплетет

27 Сен, 2016

Иртнĕ эрнекун Шупашкарта республикăн V сĕт фестивалĕ уçăлчĕ. Унăн тĕллевĕ — сывă пурнăç йĕркине обществăра çирĕплетме пулăшасси, сĕтрен хатĕрленĕ юр-вара хаклама вĕрентесси, унпа Чăваш Енри потребительсен рынокне туллин тивĕçтересси.

Фестиваль Университет урамĕнчен 13 сехет иртсен пуçланчĕ. Унта сĕте тирпейлекен предприятисен представителĕсем пуçтарăнчĕç. Автомашинăсемпе Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти тĕп урамсемпе Сĕт фестивалĕн тĕп уявĕ «Шупашкар Арена» Пăр керменте пулассине пĕлтерсе, сĕт тата унран тунă юр-вар апатра куллен пулмаллине аса илтерсе пычĕç.

Фестиваль асăннă вырăнта шăматкун иртрĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тата вĕсене сырса илнĕ ачасен ушкăнĕ республикăри тирпейлекен предприятисен продукцине пĕрер курка сĕт, турăх, кефир е йогурт ĕçсе, сĕтрен тунă ытти юр-вара астивсе пахаларĕç. «Ачасем, сĕт ĕçĕр — сывлăхлă пулатăр!» — чĕнсе каларĕ Михаил Игнатьев.

Лешсен кăмăлĕ çав самантрах уçăлчĕ, куçĕсем çиçрĕç.

— Сĕт фестивальне республикăра пиллĕкмĕш хут ирттеретпĕр, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ фестивале хутшăннисене саламласа. — Халĕ çеç ачасемпе калаçрăм. Уява хутшăнса, сĕтрен тунă продукци çын организмĕшĕн усăллине ăнланса вĕсем юр-вар куллен çиме, сĕт ĕçме пуçлаççĕ. Пирĕн ял хуçалăх ĕçченĕсем паян таса та паха сĕт туса илеççĕ. Вăл рынокра лайăх сутăнать. Апат-çимĕçĕн кирек хăш лавккинче те çителĕклĕ. Унран хатĕрленĕ юр-вар хамăр патра туса илни çеç мар, тулашран илсе килни те çителĕклех.

Михаил Игнатьев республикăн сĕт производствине хак пачĕ. Иртнĕ çул кашни ĕнерен вăтамран 5 пин килограма яхăн сĕт суса илнĕ. Фермăсенче машинăпа ĕне сăвакан 813 оператор тăрăшать. Шупашкар /5763/, Елчĕк /5602/, Етĕрне /5486/, Вăрнар /5123/, Тăвай /5110/, Комсомольски /5108/ районĕсен кăтартăвĕ республикăри вăтам сăвăмран лайăхрах. Элĕк /6370/ тата Сĕнтĕрвăрри /6242/ районĕсенче чылай нумайрах сăваççĕ. Комсомольски районĕнчи «Асаново» хуçалăх — 7939, Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» — 7839, Элĕк районĕнчи «Новый путь» — 7760, Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» — 7567, Елчĕк районĕнчи «Победа» 7095 литр сунă. Ку енĕпе Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозри Лидия Андреевăпа Валентина Спиридоновăн кăтартăвĕ чи лайăххи — 8940. Иккĕмĕш вырăнта — Комсомольски районĕнчи «Асаново» ЯХПК операторĕн Наталья Беловăн — 8520.

Республикăри потребитель­сен ыйтăвне хамăр патра туса илнĕ сĕтпе 134,7 процент тивĕçтереççĕ. Суту-илÿре вăл çителĕклĕ, сутассипе çивĕч ый¬ту çук. Çапах та статистика сĕт ĕçмен, унран тунă юр-вар е пачах çимен, е сахал çиекен çын чылаййине çирĕплетет. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнас тесен этем куллен çиекен апат-çимĕçре сĕт продукцийĕн 35 процентран кая мар, çулталăкра кашни çын пуçне вăтамран 330 литр йышăнмалла. Эпир 256 /нормăран 77 процент/ çеç çиетпĕр. Апла пулсан сĕтпе апат-çимĕçре ытларах усă курассишĕн тăрăшмалла.

— Шкулсемпе садиксене унпа туллин тивĕçтеретпĕр, — пĕлтерчĕ ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев. — Ку ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Пирĕн столовăйсене сĕт тата унран тунă юр-вар вăхăтра турттарса тăраççĕ. Çакна тирпейлекен предприятисем саккассене çийĕнчех пурнăçланипе ăнлантармалла.

Республика Пуçлăхĕ сĕтрен продукци хатĕрлекен предприятисен ĕçченĕсене производствăра тÿрĕ кăмăлпа чылай çул вăй хунăшăн республикăн Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе наградăларĕ, фестиваль конкурсне хутшăннă ачасене парнесем парса хавхалантарчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ  

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.