Ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетнĕ

23 Сен, 2016

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра В.В.Бахирев ячĕллĕ ăслăлăх-тĕпчев институтĕнче “Техмаш” наукăпа производство концернĕн генеральнăй директорĕпе

Сергей Русаковпа тĕл пулнă.

“Техмаш” НПК — çĕршыври çар хатĕрĕсем кăларакан чи пысăк компани. Холдинг йышне çар промышленноçĕн 48 предприятийĕ кĕрет. Вĕсенчен пĕри — Шупашкарти В.Чапаев ячĕллĕ завод. Унта 3000 яхăн çын ĕçлет.

Тĕлпулура вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Михаил Игнатьев компани ертÿлĕхне промышленноç сферинче 75 çул ĕçлекен предприятие ура çине тăратма пулăшнăшăн, унта çĕнĕ ĕç лапамĕсем йĕркеленĕшĕн тав тунă. Сăмах май, нумаях пулмасть заводра резина хатĕрĕсем тăвакан производство ĕçлеме пуçланă. Ăна хута ямашкăн 600 миллион тенкĕ тăкакланă. Сергей Русаков ĕç хăватне малашне те вăйлатса завода аталантарма шантарнă.

Çав кунах Михаил Васильевич СССР машиностроени министрĕ пулнă Социализм Ĕçĕн Геройĕн Вячеслав Бахиревăн палăкне уçма хутшăннă, ăслăлăх-тĕпчев институтĕн музейĕпе паллашнă.

А.ПЕТРОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.