Тимĕр вăййипе туслисем çĕнĕ сезона хатĕрленеççĕ

21 Сен, 2016
Кире пуканĕ йăтма юратакансен сезонĕ йăлана кĕнĕ тăрăх ял хуçалăхĕнче кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн уçăлать.
Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн, РСФСР спорт мастерĕн Ю.А.Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри V уçă турнир старт илет. Пирвайхи ăмăртусене Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче, Елчĕк, Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи спорт керменĕсенче ирттернĕччĕ. Каçал спортсменĕсем ыйтнипе пиллĕкмĕш турнира Комсомольскинче йĕркелеме йышăнчĕç. Çак тăрăхра çуралса ÿснĕ атлетсенчен тăваттăшĕ — Юрий Миронов, Фаил Алиуллов, Александр Андреев тата Василий Голландцев — тĕрлĕ çулсенче республика чемпионачĕсенче, Пĕтĕм Раççейри турнирсенче çĕнтернĕ, спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.
«Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри XXXIII турнира кăçал чÿк уйăхĕнче Шупашкарта ирттерме палăртнă.
Петр СИДОРОВ.
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.