Пособие хăçанччен тÿлеççĕ?
Ĕçсĕрлĕх пособийĕ тÿлемелли тапхăра мĕнле палăртаççĕ?
Валентина.
Хĕрлĕ Чутай районĕ.
Ĕçсĕрлĕх пособийĕ тÿлемелли тапхăр гражданинăн пĕтĕмĕшле стажĕпе çыхăннă. Ку кăтарту ÿсĕм çитнипе пенсие /çав шутра - çăмăллăхлă условисемпе/ тухма ирĕк паракан стажран ытларах тăк асăннă пособие тÿлемелли тапхăр ирттерсе ĕçленĕ кашни çулталăкшăн календарьлĕ икĕ эрне чухлĕ вăрăмланать. Анчах та пособие тивĕçмелли пĕтĕмĕшле вăхăтăн тăсăмĕ календарьлĕ 36 уйăхра календарьлĕ 24 уйăхран ытлашши пулмалла мар.
Ытти чухне çак вăхăт календарьлĕ 18 уйăхра пĕтĕмпе 12 уйăхран иртмест. Енчен те ĕçсĕрлĕхĕн 18 уйăхĕнче те гражданина вырнаçтарма май килмесен вăл асăннă пособие тепĕр хут - чи пĕчĕк виçепе - тивĕçмелли ирĕкпе усă курать.
Комментировать