Аслă ăру çыннисене — патшалăх пулăшăвĕ

21 Сен, 2016
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ паян 366 пин çынна пенси парса тăрать.
Халăхăн асăннă ушкăнне федераци пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă çырусем редакци почтинче йышлă пулнă май асăннă тытăм управляющине Роза КОНДРАТЬЕВĂНА вĕсене хуравламашкăн ыйтрăмăр.
— Роза Алексеевна, сăмаха кăçалхи нарăс уйăхĕнчи индексацирен пуçласан вырăнлă пулассăн туйăнать. Аслă ăру çыннисен уйрăм категорийĕ илеймерĕ вĕт хушма укçана…
— Çĕршыври экономика лару-тăрăвĕн кăткăслăхне кура Раççей Правительстви ĕçлемен пенсионерсене кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ятран пулăшма йышăннă: вĕсен тупăшне регионти пенсионера пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçе шайне çитермешкĕн кăрлач уйăхĕнчен федерацин социаллă хушма тÿлевне ÿстернĕ, нарăс уйăхĕнчен ватлăх, инвалидлăх тата тăрантарса пурăнакана çухатнăшăн паракан пенсисене 4 процент индексациленĕ.
Тивĕçлĕ канури çын ĕçлеме пăрахсан пенсие индексациленĕ виçепе илсе тăма пуçлать. Кун пек чухне заявлени çырмалла мар, мĕншĕн тесен ĕçпе тивĕçтерекенсен Пенси фондне уйăхсерен çитерекен отчетĕнче çакă çырăнса юлать. Енчен те пенсионер ĕçе тепĕр хут вырнаçсан страховани пенсийĕн виçи чакмасть.Тĕслĕхрен, 2016 çулхи пуш уйăхĕнче ĕçрен кайнă 15,5 пин çыннăн пенсине индексациленĕ.
Социаллă пенсисене ака уйăхĕнчен 4 процент пысăклатнă.
Асăннă индексацисене пула ватлăхри страховани пенсийĕсен вăтам виçи республикăра — 11,9 пин, социаллисен 7,5 пин тенкĕпе танлашнă. Сусăр ачасен тата пĕчĕкренпех пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен социаллă пенсийĕ — 11,9 пин, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен, икĕ пенси илекенсен, вăтамран 31 пин тенкĕпе танлашнă.
— Ĕçлекен пенсионерсен тÿлев виçине çурла уйăхĕнче çĕнĕрен шутласа панине асăнтăр. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем мĕнлерех?
— Ĕçлекен ватăсен страховани пенсине вĕсемшĕн страховательсем 2015 çулта хывнă взноссене кура пысăклатнă. Анчах та саккунпа палăртнă 3 балл таран кăна шута илнĕ. Республикăра 91 пин пенсие пăхса тухнă. Вăтам хушăм ытти çулти пекех 136 тенке çитнĕ. Пысăклатнă пенсисене çулталăк вĕçлениччен тÿлемешкĕн 60 миллион тенкĕ ямалла.
— Пухăнса пыракан пенсие 4 çул каяллах пама тытăнчĕç. Ăна тивĕçекенсен йышĕ ÿссех пырать…
— Çапла, пенси валли обязательнăй тата хушма взноссенчен, патшалăх софинансированийĕнчен, инвестици тупăшĕнчен йĕркеленсе пухăнса пынă укçа тивĕçлĕ канури çыншăн — пысăк пулăшу. Çулталăк пуçланнăранпа ăна 14 пин пенсионер 175 миллион тенкĕлĕх илнĕ.
— Пенсионерсен йышĕнче инвалида тухнисем, федераци çăмăллăхçи шутланакансем те сахал мар. Вĕсем пирки мĕн каланă пулăттăр?
— Федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевне тата социаллă пулăшу пуххин хакне кăçалхи нарăс уйăхĕнче 7 процент индексациленĕ. Пирĕн республикăра федераци çăмăллăхĕпе 104,5 пин çын усă курать, уйăхсерен вăтамран 2,2 пиншер тенкĕ илсе тăрать. Соцпакет хакĕ 995 тенкĕпе танлашать.
Тĕрĕссипе, кашни пенсионерах пулăшнă. Çулталăк пуçланнăранпа пенсисемпе социаллă тÿлевсем валли Пенси фончĕн бюджетĕнчен 34 миллиард ытла тенкĕ тăкакланă. Унсăр пуçне амăшĕн капиталĕн ирĕкĕ пур ачаллă çемьесене 2 миллиард ытла тенкĕпе тивĕçтернĕ.
— Раççей Правительстви пенсионерсене çитес çулхи кăрлач уйăхĕнче пĕр харăс 5 пин тенкĕ пама йышăннине асăнтăр…
— Статистика органĕсен кăтартăвĕсем тăрăх иртнĕ çул çĕршыври инфляци 12,9 процента çитнĕ. Страховани тата социаллă пенсисене вара 4 процент чухлĕ кăна индексациленĕ. Çавна май пенсионерсене пĕр хут тÿлев — 5 пин тенкĕпе танлашакан компенсаци — пама йышăннă: 2016 çулхи çурла — раштав уйăхĕсемшĕн — 1-шер пин.
— Индексацие пĕр хут тÿлевпе ылмаштарнине пĕлтермест-и çакă?
— Çук паллах. Çакă вăхăтлăх пулăм. Апла пулин те социаллă пулăшăвăн çакнашкал мерин ырă енĕ те пур.
Пĕрремĕшĕнчен, унпа Пенси фончĕ урлă пенси илсе тăракансене — Раççей гражданĕсене тата пирĕн çĕршывра ялан пурăнакансене — пурне те тивĕçтереççĕ. Индексаци тунă тăк, социаллă пенси илекенсем тата ĕçлекен пенсионерсем хушăмсăр юлнă пулĕччĕç. Чăваш Республикинче пĕр хут тÿлеве 366 пин пенсионер 1,8 миллиард тенкĕлĕх тивĕçет.
Иккĕмĕшĕнчен, пĕр хут тÿлев иккĕмĕш индексаци вăхăтĕнче пенсионерсен пысăк пайĕ илме пултаракан хушăмăн вăтам виçипе танлашать. 11,6 пин тенкĕрен сахалрах тивĕçекенсемшĕн пĕр хут тÿлев усăллăрах та, мĕншĕн тесен индексацилес пулсан вĕсен уйăхри хушăмĕ 1 пин тенкĕне çитмĕччĕ.
Унсăр пуçне пенсионер çав укçана куртăммăн илни те пĕлтерĕшлĕ.
— 5 пин тенкĕпе танлашакан тÿлеве мĕншĕн çитес çулхи кăрлач уйăхĕнче кăна параççĕ?
— Раççей Правительствин федерацин тивĕçлĕ саккунне хатĕрлесе çитермешкĕн, ăна Патшалăх Думинче пăхса тухмашкăн тата тÿлев хучĕсене йĕркелемешкĕн шăпах çавăн чухлĕ тапхăр кирлĕ. Укçана çитес çулхи кăрлач уйăхĕнчи пенсипе пĕрле параççĕ.
— 2017 çулта пенсисене индексацилеççĕ-и?
— Вĕсене 2016 çулта хушса пани вăхăтлăх пулăм иккенне çÿлерех асăнтăмăр. Пенси саккунĕсемпе килĕшÿллĕн çитес çул тулли виçепе индексацилеççĕ: Росстат кăтартăвĕсем тăрăх страховани пенсийĕсене нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 2016 çулхи инфляци шайĕпе пысăклатаççĕ, социаллă пенсисене пенсионера иртнĕ çул палăртнă пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçене тĕпе хурса ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пысăклатаççĕ.
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.