Канаш - çĕнĕ ĕмĕр хули
Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ Монохуласене аталантаракан фондпа килĕштерсе ĕçленĕ май юлашки çулсенче Çĕнĕ Шупашкар тата Улатăр патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕç, хулан социаллă пурнăçĕпе экономикине тĕреклетрĕç, çĕнĕ производствăсем уçма пултарчĕç, ĕçсĕрлĕх шайне чакарчĕç.
Сĕт хакĕ, юсав ĕçĕсем...
«Пĕрле пурăнмалла, çурт-йĕре пĕрле çĕклемелле» программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Ен Правительствин малашлăх тĕллевĕсем чăннипех пысăк: 2020 çул тĕлне инвестицисене 250 миллиард тенкĕрен кая мар хывмалла, çулленех çĕнĕрен 5 производство уçмалла.
Иртнĕ кунсенче Мускавран са¬вăнăçлă тепĕр хыпар çитрĕ: Раççей Федерацийĕн Правительствин Монохуласене аталантаракан фондăн сăнаса тăракан канашĕн ларăвĕнче Канаш хулинче строительствăна тата инвестици проекчĕсене вăй илтермешкĕн, инженери тата транспорт инфратытăмне тĕреклетес тĕллевпе 740 миллион тенке яхăн уйăрма йышăннă.
Хулашăн кăна мар, республи¬к㬬¬¬шăн та пĕлтерĕшлĕ йышăнă¬ва пурнăç¬ламалли майсене уçăмлатмашкăн, вырăнти лару-тăрупа паллашмашкăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канашра ĕçлĕ çÿревпе пулчĕ.
Чи малтанах вăл хула ярмăрккинче тавар туянакансемпе, сутуçăсемпе тĕл пулчĕ, ял хуçалăх продукцийĕн хакĕсемпе интересленчĕ. Пахчаçимĕçпе улма-çырла суйламалăх пулнăран вĕсене мĕн хакпа сутни-илни чылайăшне çырлахтарать пулас. Килти хуçалăхсенчен пухакан 1 литр сĕтшĕн предпринимательсем 13 тенкĕ кăна тÿлени вара çынсене чăннипех пăшăрхантарать. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — унăн хакĕ 15 тенкĕрен кая мар пулмалла, çавна май продукцие вырнаçтарас тĕллевпе ăна пухакансен хушшинче конкуренцие вăйлатмалла.
Республика Пуçлăхĕ хула пасарне тирпей-илем кĕртмеллине аса илтерсен суту-илÿ организацийĕн генеральнăй директорĕ Евгений Никитин çитес çул çĕнĕ павильон çĕклессине пĕлтерчĕ. Ун хыççăн лапама çĕнĕ сăн кĕртме палăртаççĕ.
Михаил Игнатьев хулари «Локомотив» стадионти юсав ĕçĕсемпе те паллашрĕ. Футбол лапамне реконструкцилеме, ăна искусствăлла майпа сарма кăçал 20 миллион тенкĕ уйăрнă. Тĕп юсава пурнăçламашкăн 2017-2018 çулсенче тата 40 миллион тенкĕ хывмалла.
Республика ертÿçин шухăшĕпе — социаллă пĕлтерĕшлĕ объектри ĕçсене хăвăртлатмалла, «Локомотив» стадионпа юнашар вырнаçнă физкультурăпа спорт комплексне куллен 7-22 сехетсенче ĕçлеттермелле — çынсем ытларах çÿреме пултарччăр.
Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче промышленноç отраслĕсем валли рабочи кадрĕсем хатĕрлессине йĕркеленин презентацине хутшăннă май Михаил Игнатьев вĕренÿпе производство цехĕсенче пулчĕ. Ильсур Назмутдинов директор пĕлтернĕ тăрăх, техникумра çуллен 7 пин çын квалификацие ÿстерет, халĕ кунта çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ 600 çын вĕренет. Сăмахран, Вячеслав Архипов — Коми Республикинчен. Вăл иккĕмĕш пĕлÿ илет. Çамрăка кунти вĕренÿ, пурнăç условийĕсем тивĕçтереççĕ. Уйрăмах пĕлтерĕшли — диплом илсен пысăк шалуллă ĕç тупма май пурри.
Инвесторсен вăйĕпе
Чăваш Республикин экономикипе социаллă тăнăçлăхне çирĕп аталанупа тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕ техникумрах иртрĕ. Унта монохула малашлăхĕн проектне презентацилерĕç.
Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх — инженери инфратытăмĕн тата индустри паркĕн строительстви валли, канализаципе тасатакан сооруженисене реконструкцилемешкĕн, хулари «Машиностроительсен урамĕ — Енĕш автоçул» çул-йĕр тумашкăн 1 миллиард тенкĕ ытла хывмалла, унсăр пуçне 7 миллиард тенкĕлĕх инвестицин 15 проектне пурнăçламалла. Бизнес-тĕллевсем 30 пин тенкĕрен кая мар шалуллă 1,5 пин ĕç вырăнĕ уçма май параççĕ.
Монохулан аталану проекчĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР экономика министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарчĕ. Инвестици проекчĕсемпе килĕшÿллĕн Канашра Биотехника кластерне, индустри паркне тумалла, хула хутлăхне çĕнетмелле.
Биотехника кластерне — тулла тĕплĕн янтăлассипе çыхăннă комплекса — «КиПиАй Агро» ООО йĕркелет. Ăна çĕклемешкĕн 7 миллиард тенке яхăн хывма палăртнă, çапла вара пысăк квалификациллĕ рабочисем валли 450 ĕç вырăнĕ уçĕç. Кластер продукцийĕпе микробиологире, медицинăра, ăслăлăхра, кондитер тата апат-çимĕç промышленноçĕсенче, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк отраслĕсенче анлăн усă кураççĕ.
Кластер проектне ĕçе кĕртсен 1 пин ытла ĕç вырăнĕ уçма тата 2025 çул тĕлне хушма налук пухассине 1,5 миллиард тенке çитерме май килĕ.
Индустри паркĕн 37,4 гектарлă лаптăкĕнче 22 резидента вырнаçтармалла, кашнин валли 1,3 гектар çĕр уйăраççĕ. Чăваш Республикипе килĕштерсе ĕçлессине хальлĕхе 15 организаци пĕлтернĕ. Инвесторсем производство объекчĕсем йĕркелемешкĕн 1,7 миллиард тенкĕ хывĕç, 1,1 пин ĕç вырăнĕ уçĕç.
«КиПиАй Агро» холдинг директорĕсен канашĕн председателĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн канашçи Роман Караулов предприятипе паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра вăл Пăрачкав районĕнче 10 пин гектар çинче тырпул çитĕнтерет. 2019 çул тĕлне лаптăка 40 пин гектара çитерме, миниэлеватор тума палăртнă.
Канаш хула администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Софронов инженери инфратытăмне аталантарассипе, йăла тытăмĕпе, муниципалитетра тирпей-илем кĕртессипе, çул-йĕр тăвассипе çыхăннă ыйтусене уçăмлатрĕ, тасатакан сооруженисене, инженери сечĕсене çĕнетессине, шкул, чиркÿ тăвассине, çÿп-çап тăкакан вырăна рекультивацилессине пĕлтерчĕ.
«Хула паркне те аталантармалла, çамрăк мăшăрсен аллейине йĕркелемелле. Пĕрлехи вăйпа çаксене пурнăçа кĕртетпĕрех», — шантарчĕ вăл.
«Автоспецтехника-Канаш» предприяти прицеп техники хатĕрлекен завода уçмашкăн 300 миллион тенкĕ ытла хывнă. Паян унта 50 çын вăй хурать, çуллен 100 ытла прицеп кăларать.
«Пирĕн тĕллев — ют çĕршыври хатĕрсем вырăнне хамăрăннисене ăсталасси. Хакĕ те вĕсен самаях йÿнĕ», — пĕлтерчĕ Андрей Разбирин гендиректор.
Михаил Игнатьев шухăшĕпе, Чăваш Енре туса кăларнă прицепсемпе тата çурма принципсемпе тулашри рынока тухма пултарни — курăмлă çитĕнÿ.
Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май республика Пуçлăхĕ Монохуласене аталантаракан фондпа тачăрах ĕçлесе Çĕмĕрле, Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри хулисен конкурсра çĕнтерсе федераци бюджечĕн укçине тивĕçме пултармаллине уйрăммăн палăртрĕ, Канаш çыннисен кун-çулне хăтлăх кĕртес тĕллевлĕ проектсем ăнăçлă пурнăçланасса шаннине пĕлтерчĕ.
Валентина СМИРНОВА
Комментировать