Анастасия Седова - «кĕмĕл» призер

1 Апр, 2014

Ленинград облаçĕнчи Гатчина хулинче бадминтон енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Илтменнисен ăмăртăвне 6 регионтан 30 яхăн спортсмен хутшăннă. Унта Чăваш Ен атлечĕсем те вăй виçнĕ.

Чемпионатра республикăри чи пултаруллă бадминтонçă Анастасия Седова палăрнă. РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Надежда Тонина патĕнче ăсталăха туптакан пике мăшăрсен турнирĕнче тата уйрăммăн тупăшса кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ. Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулĕнче вĕренекен хĕр пĕлтĕр те пире пысăк çитĕнÿпе савăнтарнăччĕ: Болгарире иртнĕ Сурдлимп вăййисенчен «бронзăпа» таврăнчĕ, унта вăл Мускаври аслă шкулта ăс пухакан Михаил Ефремовпа пĕрле мăшăрсен турнирĕнче пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Раççей спорт мастерĕ 2005-2008 çулсенче çĕр-шыв чемпонки, Европа чемпионачĕн тата Сурдлимп вăййисен бронза призерĕ, тĕнче чемпионки пулнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.