Праски Витти: Ача чухне ÿкерме хут та çукчĕ

16 Сен, 2016

РФ тава тивĕçлĕ тата Чăваш халăх художникĕн Праски Виттин хваттерне кĕрсен хама  алерейăна лекнĕнех туйрăм — сăрă шăрши сăмсана кăтăклать, стенасем çинче картинăсем çакăнса тăраççĕ: открыткăсем, натюрмортсем, пысăккисем, вăтам калăпăшлисем, ал лаппи пеккисем те пур. Хваттерти пĕр пÿлĕм сăрă ăстин ĕç мастерскойне çаврăннă. Эп пынă кун та художник пуç çĕклемесĕр ĕçлетчĕ Анне манран тракторист тăвасшăнччĕ

— Виталий Петрович, паян мĕнле картинăпа ĕçлетĕр?

— “Чăваш халăх юррисем” триптих тăватăп. Ак пĕри хатĕр те: ăна тăван ялăма — Малти Ишеке — халалларăм. Ку картина никĕсĕнче — чÿк юрри. “Кÿлĕнсе тăракан Куймас шывĕ. Сыпса пăхрăм, шерпет каларĕ...” Кĕркунне така пуссан кукаçи юрлатчĕ ăна. Тăван ялăн гимнĕ евĕр янăрать вăл. Картинăри тĕп сăнар — ташлакан чăваш пики. Ку ĕçе ял тăрăхĕн администрацине парнелесшĕн. Сакăр теçеткене çитсе те ял çинчен картина тăвайманнишĕн пăшăрханаттăм. Ак ĕнтĕ чун та лăпланчĕ. Тепри “Юхать юханшыв” ятлă. Халĕ унпа ĕçлетĕп-ха. Виççĕмĕшне “Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать” юрă тăрăх ÿкересшĕн. Çĕнĕ ĕçсене курава тăратас килет. Унччен ĕлкĕрес тетĕп.

— Чăваш халăх юррисем мĕнпе илĕртеççĕ сире?

— Классикăран та, паллă сăвăçсемпе композиторсен шедеврĕсенчен те чаплăрах вĕсем. Кашни юрри гимн евĕр янăрать. Юрăсенчи кашни сăмахĕ чуна витерет. Халăх юррисене çав тери килĕштеретĕп. Ĕçленĕ чухне те юрлатăп. Кĕрекере чăваш юррине шăрантармасан уяв та уяв пек мар маншăн. Анне юрланă юрăсем халĕ те хăлхара илтĕнеççĕ: çав тери хурлăхлăччĕ вĕсем.

— Вăрçă нуши витĕр тухнă хĕрарăмăн пурнăçĕ çăмăл килмен пулĕ?

— Мăшăрĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Вăрçă çулĕсенчех кĕçĕн ывăлĕ чирлесе вилнĕ. Çĕнтерÿ те савăнăç кÿмен ăна. Хура хут килнĕ пулин те ĕмĕрĕпех упăшкине кĕтсе пурăнчĕ. 86 çулта пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Тăраниччен çывăрса та курайман вăл. Кунĕн- çĕрĕн ĕçреччĕ. Вăл медсестраччĕ, трахомăпа кĕрешетчĕ. Колхозра та вăй хуратчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче фермăра ĕçлетчĕ. Çавна май эп кукаçи патĕнче пурăнаттăм. Мана килте пĕччен хăварма хăранă пулĕ. Айкăшран /анне унта качча тухнăччĕ/ Ишеке хутлаттăм вара пĕрмай.

— Сирĕн те ачалăхăр вăрçă çулĕсенче иртнĕ...

— Вăрçă тухнă çул эп пиллĕкре кăна пулнă. Вăрçă пĕлтерĕшне ăнлансах та кайман пĕчĕк ача. Çапах кĕтÿ кĕтме çÿреттĕм. Сĕт тултарса кĕленче парса яратчĕ анне. Çав тери йывăрччĕ тата кĕленчи! Курăк хушшине пытарса хăвараттăм ăна, кăнтăрла тупса ĕçеттĕм. Шкулта вĕлтрен ачи тесе кулатчĕç манран. Праски Витти тесе чĕнетчĕç. Манăн атте пулман та, анне ячĕпе калатчĕç. Каярах картинăсем айне те çапла çырма пуçларăм. Ыттисенчен уйрăлса тăракан ачасене кăмăлламастчĕç пирĕн тăрăхра. Комсомола кĕме юраман, пухусенче тухса калаçакана та лекетчĕ. Калăпăр, пĕр-пĕр ăмăртура мала тухрăн тăк ĕнсе чикки лекетчĕ, урокра тĕрĕс хурав пани те хурлăхлă вĕçленетчĕ. Çавăнпа эп стена хаçатне кăларма та çÿреместĕм, ÿкерме пĕлнине те ытлашши кăтартман. Хамăн вара питĕ ÿкерес килетчĕ. Пĕчĕклех çак туртăм пурччĕ. Анчах ÿкерме хут та пулман ун чухне. Пĕчĕк хут таткисем çине ÿкеркелеттĕм. Иван Никандрович вĕрентекен те ырлатчĕ. “Лайăх ÿкеретĕн. Художник пулатăн”, — тетчĕ вăл. Эпĕ те çак ĕмĕтпе пурăнаттăм. Художник вăл — пысăк çын. Анне вара манран тракторист тăвасшăнччĕ. “Санăн çын пулмалла. Вĕренмелле. Никама та куçран ан пăх. Ан вăрла, ан суй”, — тетчĕ. Эп художника вĕренме каятăп тесен вăл шак! хытса тăчĕ, çапах нимĕн те каламарĕ.

— Эсир православи тĕнне ĕненменнине илтнĕччĕ?

— Çапла. Мана чиркÿре те шыва кĕртнĕ-ха. Турăран пулăшу ыйтакансене ăнланмастăп. Хăвăн тăрăшмалла, Турăран пулăшу кĕтсе ларнипе пĕлĕт çинчен нимĕн те персе анмасть. Эпĕ нихăçан та Турра кĕлĕ тумастăп, хама шанатăп. Пĕчĕк чухне сысна кĕтĕвне кайма тивнĕччĕ ман. Вĕсене хăвала-хăвала нумай асапланнăччĕ ун чухне. Хĕвел çине пăхрăм та çапла каларăм: “Эй, Турă, хуть те кам ту эс манран, анчах сысна пăхакан кăна пулас марччĕ”. Чиркĕве çÿреместĕп. Кукаçи те пупсене юратмастчĕ. Вĕсем ăна шкулта вĕреннĕ чухне самай нушалантарнă. Кукаçи лайăх вĕреннĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулне те кайма ĕмĕтленнĕ вăл, анчах ашшĕ ирĕк паман. Килтен тухса тарса Чĕмпĕре çуран утнă айванскер. Тем те курнă, тем те чăтса ирттернĕ пулин те кукаçи те, анне те ырă кăмăллă çынсемччĕ. Пирĕн çемьере пĕр-пĕрне сив сăмах каласа курман, хурлас, вăрçас йăла та çукчĕ.

Çĕннине шухăшласа тупма тăрăшатăп

— Алла киçтĕк тытмасăр кун та иртмест пулĕ сирĕн.

— Çапла. Пĕр йĕр те пулин тумасан хама аван мар туятăп. Акă иртнĕ вырсарникун Ульяновска ир тухса кайрăмăр та каçхине кăна таврăнтăмăр. Нимĕн те ÿкермен. Тепĕр кун шалта тем йăшăлтатать пек. Ÿкересси вăл маншăн — пĕтĕм пурнăç. Чылай художник пейзаж е натюрморт ÿкерме кăмăллать. Чăн пурнăçри япалана е пулăма ÿкерчĕк çине куçараççĕ. Мĕн кураççĕ, çавна сăнлаççĕ. Эпĕ вара çĕннине шухăшласа тупма тăрăшатăп. Калăпăр, чăваш пикисем манăн тухьяллă, тĕрĕллĕ кĕпепе, çапах вăл урăхларах.

— Эсир чечек ÿкерме юрататăр пулас, натюрморт нумай пÿлĕмре.

— Мăшăрăма уявсенче, çуралнă кунсенче парнеленисем вĕсем. Лидия Михайловнăпа 65 çул пĕр-пĕрне пĕлетпĕр. Калининăри шкулта вĕреннĕ чухне паллашрăмăр. Пурнăçăн аслă çулĕ çине тухсан та пĕр- пĕринчен уйрăлмарăмăр. Вăл яланах манпа пĕрле: эп ăçта, вăл унта. Мана пулăшса хавхалантарса пырать. Медицина пĕлĕвĕ илнĕскер ĕмĕрĕпех аптекăра ĕçлерĕ. Унпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтертĕмĕр. Пирĕн пĕр мăнук. Кĕçĕн мăнуксем çук-ха хальлĕхе. Вĕсем Мускавра пурăнаççĕ. Шупашкара час-час килсе çÿреççĕ.

— Сирĕн ĕçĕрсемпе чылай çĕршывра паллашнă. Тĕрлĕ хулара курав йĕркелесси хăçан пуçланчĕ-ха?

— Пултарулăх çуртĕнче ĕçленĕ чухне хăйнеевĕрлĕ эскизсем тăваттăм. Ун чухнех Художниксен союзĕ мана тĕрлĕ ĕç хушатчĕ. Пĕр вăхăт эпĕ тĕрлĕ çĕршывран килекен художниксен ĕçне йĕркелесе тăраттăм, вĕсен куравĕсене ирттереттĕм. Каярах мана хăйсем патне чĕнме пуçларĕç. Çапларах çыхăну йĕркеленчĕ те. Парижра, Барселонăра, Берлинта, Будапештра, Афинăра тата ытти хулара куравсем ĕçленĕ. Пĕрремĕш хут хамăн ĕçсене куракан умне Пермьре 1962 çулта, ÿнер училищинче вĕреннĕ чухне, тăратнăччĕ.

— Эсир хăвăр хăш художниксене кăмăллатăр? Камран тĕслĕх илетĕр?

— Третьяков галерейинчи картинăсем чи чаплисем. Врубелĕн “Демон” картинине курсан куççуль те тухнăччĕ. Вĕсене тепĕр хут авторĕ те ÿкереймест. Васнецовăн ÿкерчĕкĕсене ытармалла мар. Борис Мусатовăн ĕçĕсем тĕлĕнтереççĕ. Саврасовăн “Хура кураксем вĕçсе килнĕ” хăех мĕне тăрать.

— Чылай çултанпа халăх темипе ĕçлетĕр. Мĕн хистерĕ çакна тума?

— Чăваш пирки хура халăх тенĕ. Вĕсем çырма та, вулама та пĕлмен. Ÿкерес ăсталăх та пулман. Темиçе ĕмĕр тĕттĕмлĕхре пурăннă пирĕн халăх. Шел те, хальхи вăхăтра халăх хăйĕн хăйевĕрлĕхне çухатма пуçларĕ, çавăнпах хамăн ĕçĕм-хĕлĕме халăха халаллас терĕм. Чăвашсен ĕçченлĕхĕпе хитрелĕхне, йăли-йĕркине ÿкерчĕксемпе картинăсенче сăнлас килет. Халăх пурнăçĕ искусствăра çырăнса юлмалла. Килес ăру ман ĕçсене пăхса: “Ку чăваш халăхĕ”, — теме пултартăр.

Хальхи çамрăксене искусство илĕртмест

— Эсир тĕрлĕ енлĕ художник: кĕнекесем те илемлететĕр, скульптурăсем те тăватăр?

— Кĕнекесем валли ÿкерчĕксем тăвасси Пермьри кĕнеке издательствинче ĕçленĕ чухнех пуçланчĕ. Хăй вăхăтĕнче Андрей Вознесенкин сăввисем тăрăх иллюстрацисем хатĕрленĕ, Константин Иванов поэми валли ÿкерчĕксем тунă. Анчах хăшпĕр паллă поэтсен хайлавĕсем ман чуна пымаççĕ. Шуршăлти Космонавтика музейĕнчи фонтана тата Правительство çуртĕнчи герба ăсталанă. Пушарниксен музейĕ валли нумай ĕç тунă. Тĕрлĕ предприяти-организаци валли савăт-сапа та илемлетнĕ.

— Паянхи кун ÿнер çыннисене çăмăлах мар. Художниксене те йывăр пулĕ?

— Чăн та. Халĕ пĕтĕмпех хăйĕн вăйĕпе тумалла. Ĕлĕк ÿнерçĕ ÿкернĕ кăна, ытти ĕçе платниксем тăватчĕç: пирсем хатĕрлетчĕç, рамăсем ăсталатчĕç. Темиçе çул каялла ÿнер музейĕнче курав йĕркеленĕччĕ, унта 614 ĕç тăратнăччĕ. Вĕсене пĕччен ĕмĕрне те хатĕрлесе çитерес çук. Художниксен союзĕ нумай пулăшатчĕ. Паян вара никамран та пулăшу кĕтсе илес çук. Çамрăк художниксене шеллетĕп. Вĕсене тата йывăртарах. Ĕçе пуçăнма хавхалану çукрах. Хăйсем валли кăна ÿкереççĕ вĕсем. Чун ыйтать те — алла киçтĕк тытаççĕ. Шел те, хальхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ÿнер искусстви кирлех мар. Вĕсем куравсене те, ÿнер музейне те çÿремеççĕ. Театр та илĕртмест çамрăксене. Вĕсен шухăш-кăмăлĕ урăхланчĕ, ÿнере ăнланми пулчĕç.

— Ялта ÿссе çитĕннĕ çынна ялах туртать пулĕ?

— Тĕрĕс калатăн. Ялта эп канатăп. Ăс- тăнăмпа, чунăмпа, ÿтĕмпе... Унта — уçă сывлăш, куçа илĕртекен тавралăх. Çулла яла час-час çÿретпĕр мăшăрăмпа. Анчах ял та, тĕрĕсрех каласан, унта пурăнакансем улшăнчĕç. Ăшă кăмăллăх çухалчĕ. Кашни харпăр хăйшĕн кăна тăрăшать.

— Эсир вулама юрататăр теççĕ.

— Пушă вăхăт тупăнсанах кăсăклă кĕнекене алла илетĕп. Ют çĕршыв авторĕсем питĕ илĕртеççĕ мана. Перс, Китай поэзийĕсене юрататăп. Вырăс классикĕсенчен Салтыков- Щедрина кăмăллатăп. Чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕсенчен Çеçпĕл Мишшипе Константин Ивановшăн “çунатăп”. М.Федоровăн “Арçурине” темиçе хут та вуласа тухнă.

— 80 çулхи юбилее епле кĕтсе илетĕр?

— Сăрă ăстисен уяв кĕреки вăл — курав. Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарти ÿнер музейĕнче курав уçăлĕ. Ÿнере кăмăллакансене пурне те унта йыхравлатăп. Çавăн пекех юбилей тĕлне хамăн çинчен кĕнеке кăлартăм.

Андрей МИХАЙЛОВ калаçнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.