Больницăра – шăнкăрч йăвисен конкурсĕ

31 Мар, 2014

Ыранхи кун, ака уйăхĕн 1-мĕшĕ, кулăш кунĕ пулнипе кăна палăрса тăмасть. Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунне те паллă тăваççĕ. Çакна шута илсе Вăрнар район больницинче шăнкăрч йăвисен конкурсне ирттернĕ.

Больницăра ĕçлекенсем унта хастар хутшăннă. Ара, шăнкăрч йăвисене çакма йĕри-тавра йывăç çителĕклĕ. Хăшĕ йăвасене хăйĕн аллипе ăсталанă, теприне мăшăрĕ пулăшнă. Ачисем те айккинче юлман.

Конкурсăн тĕп парнине (ăна больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков çирĕплетнĕ) Вăрнарти 1 номерлĕ шкулта вĕренекен Артем Евстафьев тивĕçнĕ. Унăн картинăпа илемлетнĕ ал ĕçĕ шăнкăрчсен кăмăлне каймалла. Артемăн амăшĕ Людмила Геннадьевна – врач, больницăн профсоюз комитетне ертсе пырать.

Клиникăпа диагностика лабораторийĕнче вăй хуракан Алина Митрофановăпа Елизавета Васильева та, ыттисем те тăрăшнă. Конкурса хутшăннисене пурне те парнесемпе хавхалантарнă.

Шăнкăрчсем çĕнĕ «çуртсене» иленнĕ те. Вĕсен юрри чуна савăнтарать, ку вара чирлисемшĕн питех те усăллă.