КУПĂСТА, СĔТ, ÇĂМАРТА

14 Сен, 2016

Экземăран хăтăлма çăмăл мар. Комплекслă терапи, диетăна пăхăнни, хушма сиплевре халăх медицинин мелĕсемпе усă курни кăна кирлĕ пек витĕм кÿме пултарать.

Йĕпе экзема

 Лăкаса кăпăшлантарнă чĕрĕ чăх çăмартине, виçшер апат кашăкĕ 9 процентлă апат уксусĕпе шыва лайăх хутăштармалла. Сиенленнĕ ÿте çĕрлене хирĕç çак маçа сĕрмелле. Хуплама алла — пир перчетке, урана чăлха тăхăнмалла, кĕлеткене бинтпа чĕркемелле. Ирхине çыхха илмелле. Каçхине процедурăна каллех тумалла.v

Сипллев курсĕ — 1 эрне. Кирлĕ пулсан пĕр эрне каннă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.

 Кĕçĕтнине ирттерме тата экземăпа сиенленнĕ ÿте типĕтме шапа хупаххипе /мать-и-мачеха/ сĕт хутăшĕ пулăшать. Шапа хупаххин чĕрĕ çулçисене аш арманĕпе авăртмалла та пĕр виçепе сĕтпе хутăштармалла.v

Пăтта ÿт çине хумалла, апат пленкипе витмелле, çыхăпа çирĕплетмелле. Ирхине илмелле те ÿте ăшă шывпа çуса тасатмалла. Курс — 1 эрне.

 Каланхоэн вăтам çулçинчен сĕткен юхтармалла. Сĕткенре йĕпетнĕ стерильлĕ марльăна сиенленнĕ ÿт çине 5 минута хумалла. Кунне 2 хут сипленмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.v

Типĕ экзема

 Хуппинчен тасатнă чĕрĕ çĕрулмине вĕтĕ теркăпа хырмалла. Кăштах пăчăртаса илмелле те çÿхе пусма татăкĕ çине хурса чĕркемелле. Сиенленнĕ ÿт çине кунне тăватă хут 15-шер минута хумалла. Курс — 1 эрне.v

Примочка та аван. Çĕрулми сĕткенĕнче йĕпетнĕ стерильлĕ марльăна кунне 3 хут 15-20-шер минута сиенленнĕ ÿт çине хумалла. Курс — 1 эрне.

 Нимĕрленĕ чĕрĕ купăстана кăпăшлантарнă çăмарта шуррипе хутăштармалла. Çак пăтта марльăпа кунне 2 хут экзема çине хумалла. Курс — 1 эрне.v

Сăмах май, çак хутăш ÿте лайăх çемçетет.

 Çуркаланчăксене хăвăртрах ÿт илме, ÿт типнине, виселеннине, кĕçĕтнине ирттерме хыр çăвĕ пулăшать. Вĕтетнĕ хыр йĕпписене литр банкине çурри таран тултармалла, хĕрринченех хĕвелçаврăнăш çăвĕ ямалла. Сивĕ тĕттĕм вырăнта виçĕ эрне лартмалла. Çак çăва чирлĕ ÿте кунне икĕ хут сĕрмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.v

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.