Чĕлхе çине килни ума килет

31 Мар, 2014

Этем çут тĕнчепе пĕр тытăмра пурăнать. Пирĕн шухăшсене, кăмăл-туйăма такам курса, илтсе тăнăнах туйăнать хăш чухне. Чăвашсен: "Чĕлхе çине килни ума килет",- тени пур. Тепĕр чухне шухăшламасăрах начар япала "персе яратăн" та - "кĕрепле аври çамкаран пырса çатлаттарать". Кун пирки тĕплĕнрех - "Арçынпа хĕрарăм" кăларăмри "Ăс-хакăл - чи лайăх сиплевçĕ" материалта.

Рубрика: