Ырă ĕç - сăваплă

31 Мар, 2014

Кĕçех Çурхи ырă кăмăллăх эрни пуçланĕ. Шупашкарти А.Чехов ячĕллĕ вулавăш ĕçченĕсем ырă ĕç тума ăна кĕтес темен - хăйсен микрорайонĕнче пурăнакан, кĕнеке вулас текен, анчах тухса çÿреймен ватăсене хÿтлĕхе илнĕ.

Çак кунсенче вулавăш ĕçченĕсем 84 çулти Мария Маркитанова патĕнче пулнă. Ăна çĕнĕ хаçат-журналпа, кĕнекесемпе савăнтарнă. Мария Петровна хăнасем килнĕшĕн питĕ хĕпĕртенĕ, кун-çулне аса илнĕ. Вăл Брянск облаçĕнчи Буда ялĕнче çуралнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, яла нимĕçсем килнĕ чухне хĕр ача 11 çулта пулнă. Фашистсем Брянск çĕрĕ çинче 18 концлагерь тунă. Ялсене çунтарнă. Буда та кĕлленнĕ, пĕр çурт та юлман. Вун иккĕре чухне Мария концлагере лекнĕ, ăнсăртран кăна чĕрĕ юлнă. 1958 çултанпа Мария Петровна Шупашкарта пурăнать. Вăл 20 çул ытла электроаппатура заводĕнче вăй хунă, "Завод премийĕн лауреачĕ" ята тивĕçнĕ. Вулавăш ĕçченĕсем хисеплĕ ватă патĕнче тата та пулĕç, ыттисем пирки те манмĕç.

Автор: