Техĕмлĕх курaкĕсем
Фенхель — ăшă тăрăхсенче укроп пекех ирĕклĕнех пахчара ÿсет. Икĕ çул çитĕнекен техĕмлĕх курăкĕ ÿссе вăррине тăкать те тепĕр çул хăех шăтса тухать. Пирĕн патра ăна пахчара ака уйăхĕн вĕçĕнче е çу уйăхĕнче акаççĕ. Фенхель вăрри вар-хырăм ĕçне лайăхлатать. Вар ыратсан фенхель вăррине вĕретсе ĕçмелле. Пĕчĕк ачасене аптекăсенче сĕнекен "укроп шывĕ" — фенхель вăррин отварĕ. Ÿслĕкрен пулăшать. Апатра фенхель çулçипе усă кураççĕ. Унра тĕрлĕ витамин, микроэлемент, флаваноид нумай. Фенхельпе маринадлама, аш-пăш апачĕ хатĕрленĕ чухне усă кураççĕ. Юн пусăмне антарать. Гипотонипе /юн пусăмĕ пĕчĕккипе/ нушаланакансен фенхельпе асăрханса усă курмалла. Розмарин. Вăтам Ази, Крым, Кавказ тăрăхĕсенче çитĕнет. Ăшă, çутă юратать, çĕр ытлашши нÿрĕккине чăтаймасть. Культурăлланă розмарин — 2 метра яхăн çитĕнекен тĕм, çулçă тăкмасть. Турат çинчи çинçешке çулçăсене техĕмлĕх валли усă кураççĕ. Халăх медицини апат анмасан, вар-хырăм ĕçĕ пăсăлсан розмаринпа чей вĕретсе ĕçме сĕнет. Сыпăсем ыратсан спиртпа хатĕрленĕ настойкипе компресс туса хуни пулăшать. Розмаринпа хатĕрленĕ эфир çăвне парфюмерире, фармацевтикăра, халăх медицининче анлă усă кураççĕ. Вăл астмăран, сывлав çулĕсен ытти чирĕсенчен, шăнса пăсăлсан пулăшать, пуç ыратнине ирттерет. Чĕрĕ е типĕтсе хатĕрленĕ розмарин çулçине, чечекне, çамрăк туратне техĕмлĕх пек пахчаçимĕç, кăмпа, пулă, аш-пăш, çăкăр-кулач, яшка, салат хатĕрлеме усă кураççĕ. Калемпĕр е энĕс курăкĕ /тмин/. Калемпĕр таçта та ÿсет. Культурăллă текен калемпĕр çăмăллăнах «ирĕкленет»: пахчаран тухса хăй тĕллĕнех ĕрчесе çитĕнет. Калемпĕр — икĕ çул ÿсекен курăк. Усă курма юрăхлă пайĕ — вăрри. Техĕмлĕ çăкăр-кулач пĕçерме, купăста йÿçĕтме, кăлпасси, сыр тума калемпĕр вăрри кирлĕ. Укроппа фенхель вăрри пекех вăл вар-хырăм ĕçне лайăхлатма пулăшать. Унран вĕретнĕ чей шăнса пăсăлсан ÿслĕке çемçетет, манка хăпса тухассине çăмăллатать, сывлав çулĕсене тасатать. Ача ĕмĕртекен амăшĕсене сĕт сахал ансан калемпĕр вăррине вĕретсе ĕçме сĕнеççĕ. Килти хуçалăхра энĕс курăкне чăх-чĕп апатне хушаççĕ, типĕтсе хатĕрленĕ энĕс утине сăвакан ĕне апатне хушсан сĕт нумайрах антарĕ.
Комментировать