Вaрмана каяр-ха, кaмпана!

8 Сен, 2016

Авăн уйăхĕ — кăмпапа чи пуян тапхăр. Кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн вăрман сывлăшĕпе сывласа çÿресси мĕне тăрать! Çак уйăхра хурăн кăмпи, ăвăс кăмпи, кăрăç, тунката кăмпи, сар кăмпа, тачка кăмпа, хыр кăмпи, масла кăмпи нумай. Кăмпаллă вырăнсене пĕлни аван. Палламан вăрмана каятăр пулсан тÿрех шалтан-шала утма кирлĕ мар. Вырăна тимлĕн сăнаса пымалла. Вăрмана каяканăн кĕсье телефонне туллин зарядкăламалла, счет çинче укçа пуррине тĕрĕслемелле. Пĕрлĕхлĕ çăлав службин номерне /112/ пĕлетĕр-и? Телефонăн зарядка пур пулсан кирек хăш çыхăну сечĕнчен те 112 службăна шăнкăравлама пулать — счет çинче укçа çук пулсан та, симка ĕçлемест пулсан та. Батарейка вăйĕ пултăр çеç.

Кăмпа пуçтармашкăн карçинкка аван. Вăл хăваран е хăмăшран, е пластикран авса тунăскер — пĕлтерĕшлех мар. Авса тунă карçинкка сывлăш ярать. Кун пек савăтра пухнă çимĕç сывлать. Кăмпа касмалли çĕçĕ аври янкăр çутă сарă е хĕлхем тĕслĕ пулсан аван: ăнсăртран ÿкерсен лайăх курăнать.

Тумтир питĕ пулмалла. Вăрманта çăмăллăнах сăвăс çаклатма пулать. Вăрăм çанăллă спецовка, пуçра капюшон, кепка е тутăр пулмалла. Çĕленпе тĕл пуласси те ăнсăртлăх мар. Питĕ пусмаран çĕленĕ тумтир çĕлен сăхасран та сыхлать.

Пĕлмен, иккĕлентерекен кăмпана татмалла мар! Шĕлепке айĕ чĕлпĕклĕ /пластинчатые/ кăмпасемпе тимлĕрех пулмалла. Наркăмăшлисем шăпах чĕлпĕклисен йышĕнчен. Час-часах сыроежкăна наркăмăшлă сăрă кăмпапа /поганка/ арпаштараççĕ. Ытлашши ватăлса кайнă кăмпана ан татăр. Унра сиенлĕ вещество пуçтарăнать. Ытлашши çамрăк, мĕнле кăмпа иккенне палăртма йывăртараххине те татмалла мар.

Вăрмантан таврăнсан кăмпана тепре тĕплĕ суйламалла, иккĕлентерекеннисене пăрахмалла. Апатра çийĕнчех усă курма е консервлама кăмпана вĕретсе илмелле, вĕретнĕ шыва тăкмалла. Ăна выльăха пама та юрамасть.

Ăнсăртран кам та пулин кăмпапа наркăмăшлансассăн тÿрех васкавлă медицина пулăшăвне чĕнмелле. Пулăшу çитиччен инкеке лекнĕ çынна ытларах шыв ĕçтерме, чĕлхе кăкне пÿрнепе пусса хăстарма тăрăшмалла. Наркăмăшланнă çынна водка, спирт, е хĕрлĕ эрех ĕçтерме юрамасть. Алкоголь наркăмăша организмра лайăхрах сарăлма пулăшать çеç.

Сивĕ чей е сĕт, тăварлăрах сивĕ шыв /1 чей кашăкĕ 1 стакана/ е активлă кăмрăка /3-4 тÿме/ вĕтетсе шывпа ĕçтермелле.

Тĕрлĕ кăмпа тутипе те, тирпейлесе хатĕрлессипе те уйрăлса тăрать.

Кăрăç çулçăллă е хутăш вăрманта, хурăнсем ÿсекен вырăнта ытларах тĕл пулать. Ăна наркăмăшлă кăмпасемпе арпаштармăн. Ытларах ушкăнпа ÿсет. Йÿçеклĕх пуррипе кăрăçа татнă хыççăн икĕ-виçĕ талăк сивĕ шывра тытмалла. Шыва кунне икĕ-виçĕ хутчен улăштармалла. Çапла йÿçеклĕхе кăларнă хыççăн кăмпана шывран илмелле, эмаль савăта укроп сунчăкĕпе, хĕрен тымарĕпе, тăварпа хутăштарса сийлĕн-сийлĕн сарса хумалла, çиелтен йывăр япалапа пусăрăнтармалла. Çакă ытлашши шыва кăларма май парать. Çакнашкал мелпе чĕрĕлле тăварланă кăрăç 14 кунран çиме юрăхлă.

Кăрăçа вĕретсе маринадлама юрать. Кун пек чухне ăна шывра пĕр талăк тытни те çителĕклĕ. Шыва 3-4 хутчен улăштармалла. Çуса тасатнă кăмпана 10 минут вĕретмелле, унтан шывне тăкмалла, кăмпана çумалла. Унтан кастрюле çĕнĕ шыв яратпăр, техĕмлĕхсене — лавр çулçи, укроп вăрри, пăрăç, сахăр, тăвар ярса вĕрететпĕр, унта кăмпа яратпăр та тепĕр 15 минут вĕрететпĕр. Стерилизациленĕ банкăсене ыхра тасатса хуратпăр, маринадпа кăмпана тултаратпăр, уксус хушатпăр та хупатпăр.

Хурăн кăмпи тата ăвăс кăмпи. Вĕсем çутă ÿкекен çулçăллă е хутăш вăрмансенче ÿсеççĕ. Хурăн кăмпин шĕлепки тĕксĕмрех тĕслĕ, ăвăс кăмпин шĕлепки вара — сарă-хăмăр. Мĕнле вăрманта ÿснине кура шĕлепке тĕсĕ те тĕрлĕрен пулать. Ăвăслăхра шĕлепке янкăр хĕрхĕлтĕм тĕслĕ пулсан хутăш вăрманта сарă-хăмăр тĕслĕ шĕлепке «тăхăнаççĕ». Хурăн кăмпин те шĕлепки çутă хăмăртан пуçласа тĕксĕм хăмăрри таранчченех. Çак кăмпасене те вĕретсе хатĕрлеме е чĕрĕлле тăварлама пулать. Вĕсене çуса тасатнă хыççăн тÿрех ăшаласан та лайăх.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.