Вероника СКВОРЦОВА: Чăваш Енре медицина пысăк утăмсемпе аталанать
Ĕнер Раççей сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă хыççăн тĕп хулари сиплев учрежденийĕсене уçма хутшăнчĕ.
Алькеш поселокĕ юлашки çулсенче ÿссе, сарăлсах пырать, кунта пурăнакансем те кунран-кун йышланаççĕ. Микрорайонта пурăнакансене çывăхра больница çукки самаях пăшăрхантаратчĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсен ĕмĕчĕ тулчĕ: Болгарстрой урамĕнчи 11-мĕш çуртра 1-мĕш хула клиника больницин 2-мĕш пĕтĕмĕшле тухтăр практикин уйрăмĕ тата Шупашкарти 3-мĕш ача-пăча больницин ачасен поликлиники уçăлчĕ.
— Микрорайонта пурăнакансем малашне инçе каймасăр тата вăхăтра пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме пултарĕç, — терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак ятпа йĕркеленĕ уява уçнă май. — Çынсем ыйтнипе çак çурта туянтăмăр, юсарăмăр, хальхи йышши медицина оборудованийĕпе тивĕçтертĕмĕр. Куншăн федераци министерствине тав тăватпăр. Вĕсем пирĕн пĕр ыйтăва та тимлĕхсĕр хăвармаççĕ, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшса пыраççĕ.
Раççей сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова Чăваш Республикинче медицина вăйлă аталаннине, хăшпĕр кăтартупа вара çĕршывра малтисен йышĕнче пулнине палăртрĕ:
— Республикăра вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем йышланса пыраççĕ, пĕчĕк ачасем сахал вилеççĕ. Ку енĕпе регион Европа çĕршывĕсемпе тата Японипе танлашма пултарать. Çакă пĕтĕмпех — медицина ĕçченĕсем хăйсен тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа пурнăçланин ырă çимĕçĕ. Çĕнĕрен уçăлнă çак учрежденисенче те чи ăста специалистсем ĕçлессине шанатăп.
Вероника Скворцова медицинăна аталантарма нумай вăй хунăшăн Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева уйрăммăн тав турĕ.
— Пысăк тав, сывлăх сыхлавĕн тытăмне çеç мар, ку сферăри кашни ĕç-хĕле, медицинăра вара, паллă ĕнтĕ, вак-тĕвек çук, сăнаса тăнăшăн, — терĕ вăл. — Регион ăнăçлă аталанать, кунта пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ, йывăр чирсене пуçламăш тапхăрта тупса палăртаççĕ, ăнăçлă сиплеççĕ.
Хĕрлĕ хăйăва касса поликлиникăна уçнă хыççăн делегаци сиплев учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Поликлиникăна 8 пин çын çÿрет. Талăкра çитĕннĕ 280 пациента, 100 яхăн ачана йышăнма палăртаççĕ. Таса та çутă пÿлĕмсенче тухтăрсене ĕçлеме кăна мар, чирлисене те килсе çÿреме хăтлă. Васкавлă пулăшу, массаж, процедура, УЗИ пÿлĕмĕсем… Пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама мĕн кирли йăлтах пур кунта.
Чăваш Енре иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенчех шыçă чирĕсене сиплеме пуçланă. Çитмĕл ытла çул хушшинче онкологи служби аталанса çирĕпленнĕ. Хальхи вăхăтра республикăри диспансер пысăк квалификациллĕ онкологи пулăшăвĕ паракан сиплев учрежденийĕ шутланать. Ĕнер сиплев учрежденийĕн ултă хутлă хирурги корпусĕ уçăлчĕ.
— Шыçă чирĕсене ăнăçлă сиплесси, медицина ĕçченĕсене ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса парасси çинчен сахал мар шухăшланă. Федераци программине хутшăнтăмăр. Тавах Раççей Президентне Владимир Путина, федераци министерствине. Вĕсен пулăшăвĕпе çак учрежденине хута яма 363 миллион ытла тенкĕ уйăрчĕç, — хирурги корпусĕн строительствине пуçарнă вăхăта аса илнĕ май пĕлтерчĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Вăл çавăн пекех çитес вăхăтра операцисен шучĕ ÿсессине, çавна май чирлисене вырăнта ытларах пулăшу пама май пулассине, çынсен пурнăçĕ вăрăмланассине, ачасем Раççей медицини вăйлине шанса çитĕнессине палăртрĕ.
Çĕнĕ уйрăм ĕçĕ-хĕлĕпе онкологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕ Лидия Воропаева паллаштарчĕ. Ку корпусра онкохирургин виçĕ уйрăмĕ йĕркеленĕ. Операци пÿлĕмĕсене видеохатĕрсем вырнаçтарнă. Вĕсем пулăшнипе Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççей онкологи ăслăлăх центрĕн специалисчĕсемпе çыхăнса йывăр чирлĕ пациентсем тĕлĕшпе канашлама, çавăн пекех хирурги енĕпе ăсталăх класĕсемпе вĕрентÿ проекчĕсене йĕркелеме май килет.
Раççей министрĕ Вероника Скворцова онкологи чирĕсене «алăра тытса тăма» вĕренсен медицина аталанăвăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарнине çирĕплетнине палăртрĕ. Вероника Игоревна Чăваш Енри онкологи службин специалисчĕсем ку енĕпе курăмлă ĕçленине пĕлтерчĕ, вĕсен ĕçне пысăк хак пачĕ:
— Регионăн медицина тытăмĕнчи кăтартăвĕсем мана туллин тивĕçтереççĕ. Шыçă чирĕсене тупса палăртасси 20-23 процент лайăхланнă, малтанхи тапхăрта тупса сиплесси 53-54 процент ÿснĕ. Кунта пациентсен пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илес шанăçĕ питĕ пысăк. 2018 çул тĕлнелле тĕрлĕ шыçă чирĕсемпе кĕрешме таргет терапине ĕçе кĕртме палăртнă. Малашне ядерлă медицина аталанăвне çул парасшăн. Ку ыйтупа Инçет Хĕвелтухăçĕнче пултăм. Çĕршывра çак тĕллевпе икĕ-виçĕ лапам кирлĕ. Чăваш Енĕн те ку енĕпе инноваци лапамĕ пулма майсем çителĕклĕ.
Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе иртнĕ кунсенче Чăваш Республикине реанимобиль килнĕ. ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова çитес вăхăтра тата 12 автомобиль килессине пĕлтерчĕ. Пĕрремĕш васкавлă пулăшу машинин уççине РФ сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова водителе парнелерĕ.
…Шыçă чирĕпе асапланакансене тата диспансерта ĕçлекенсене малашне тÿперен Пирĕшти хăват парса тăрĕ. Владимир Нагорнов проекчĕпе туса хатĕрленĕ çак скульптурăна çĕнĕ хирурги корпусĕ умне вырнаçтарнă. Авторсен шухăшĕпе вăл тухтăрсемпе медсестрасен чун-чĕрине хÿтлĕх туйăмĕпе тултарĕ, чирлисене йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшĕ.
Валентина БАГАДЕРОВА.
Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ
Комментировать