«Уççăнлăх – халăх шанăçĕн тĕп никĕсĕ»

7 Сен, 2016

— Олег Иванович, эсир 2008 çулта судьяра ĕçленĕ, пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнчен тытăнса — ЧР Арбитраж сучĕн председателĕ. РФ Арбитраж тата Аслă сучĕсене пĕрлештерни сирĕн ĕçе мĕнле витĕм кÿчĕ?

— РФ Аслă судне тата Аслă Арбитраж судне пĕтĕçтересси икĕ çул каялла вĕçленчĕ. Çакă арбитраж сучĕсен тытăмне тĕпрен улăштарчĕ теме çук — унашкал тĕллев те пулман. Çапах улшăнусем, паллах, пур. Суд практикипе усă курас тĕлĕшпе арбитраж сучĕсем РФ Аслă сучĕн позицине тĕпе хума пуçларĕç. Унччен вара судсен хăшпĕр ыйтупа çыхăннă позицийĕ тĕрлĕ пулни вăрттăнлăх мар, çакă икĕ тытăм сучĕсем пĕрешкел ыйтупах тĕрлĕ йышăнусем тăвасси патне илсе пыни те пулман мар.

— Арбитраж судопроизводствинче юлашки çулсенче мĕнле çĕнĕлĕхсем пулчĕç?

— Арбитраж процесĕн саккунĕнчи курăмлă улшăнусене палăртмалла. Калăпăр, АПК¬ран хăшпĕр нормăна кăларнă. Çав шутра — РФ субћекчĕн арбитраж судĕнче предпринимательлĕх сферипе çыхăннă, тавăç тăратаканăн прависене пырса тивекен нормăпа право акчĕсем тĕлĕшпе тавлашмалли майсене пăрахăçланă. Çав вăхăтрах çĕнĕ положенисем те пур, унчченхисене те çĕнетнĕ. Тĕслĕхрен, ансатлатнă производство йĕркине улăштарнă май ăна тĕпе хурса тишкерекен ĕçсем нумайланчĕç. Паян пирĕн суда килнĕ ĕçсен виççĕмĕш пайне ансатлатнă йĕркепе тишкеретпĕр. Пĕлтĕр граждансен панкрутлăхĕ çинчен калакан нормăсем вăя кĕчĕç. Çак ĕçсене пăхса тухасси те — арбитраж сучĕсен компетенцийĕ. Унашкал ĕçсен шучĕ ÿссех пырать.

— Çавна май судьясем çине лекекен тиев те ытла пысăк мар-и? Ку правосуди пахалăхне витĕм кÿмест-и?

— Ĕç калăпăшĕ пысăк. 2015 çулта ЧР Арбитраж сучĕн кашни судйине уйăхра 63 ĕç тивнĕ. Нормăпа килĕшÿллĕн вара 16 ĕçе яхăн кăна пулмалла. Тĕрĕсех, тиев пысăк чухне правосуди пахалăхĕ хавшасси те часах — ĕç нумаййине кура судьясен суд ларăвĕсене хатĕрленме, суд практикине тишкерме вăхăт сахалрах-çке.

Çапах çивĕчлĕхе сирмелли майсем пур. Каларăм, чылай ĕçе судра ансатлатнă йĕркепе тишкеретпĕр. Ун пек чухне енсен представителĕсем суд ларăвĕсене тÿрремĕнех хутшăнмаççĕ, тĕрлĕ документ тăрăх йышăну тăваççĕ — тишкерÿ вăхăчĕ кĕскелет. Çийĕнчен кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çавнашкал ĕçсемпе йышăнусен резолюци пайне кăна хатĕрлемелле, эппин, судьясен, аппарат сотрудникĕсен ĕç калăпăшĕ чакасси куçкĕрет.

Граждансен право хутшăнăвĕсене пырса тивекен тавлашусене обязательнăй майпа судчен татса памалли йĕрке вăя кĕни те ĕçсен шутне чакарĕ. Тепĕр меслет — федерацин тавлашусене посреднике явăçтарса татса памалли альтернативлă процедура çинчен калакан саккунĕпе анлăн усă курасси. Шел те, ЧР Арбитраж судĕнче практикăра унпа халиччен усă курман-ха. Нумаях пулмасть республикăн Суту-илÿпе промышленноç палати йĕркеленĕ канашлăва хутшăнтăм. Ытти ыйтупа пĕрле унта асăннă саккунпа усă курнин лайăх енĕсем пирки те калаçу пулчĕ. Юридици пĕрлĕхĕ — унпа практикăра хăвăртрах усă курма пуçлассишĕн. Çак саккун туллин ĕçлесе кайсан питĕ аванччĕ.

— Судьясен пĕрлĕхĕнче юлашки вăхăтра коррупципе кĕрешессипе çыхăннă темăпа та чылай калаçаççĕ. Арбитраж судĕнче киревсĕр çак пулăмран сыхланас тĕллевпе мĕнле ĕç пурнăçлатăр?

— Суд тытăмĕнчи коррупципе кĕрешес енĕпе ятарлă план пур — ăна çуллен çирĕплететпĕр. Судри патшалăх граждан служащийĕсем служба енĕпе хăйсене мĕнле тытнине сăнаса тăракан комисси ĕçлет. Судьясен, хамăрăн ĕçченсен тупăшĕпе тăкакĕсем, пурлăхĕ çинчен калакан сведенисене пухасси — асăннă ĕçĕн пĕр енĕ. Ку кăтартусене мĕнпур судья, аппарат ĕçченĕ парать. Çав кăтартусене тĕплĕ тишкереççĕ, судăн официаллă сайтне вырнаçтаратпăр, вĕсем уçă шутланаççĕ.

Судьясене, судри граждан служащийĕсене коррупципе кĕрешмелли саккунсен çĕнĕлĕхĕсемпе тĕплĕн паллаштаратпăр. Ку енĕпе ятарлă кăтартусем те хатĕрлетпĕр. Суд ĕçĕн уççăнлăхне тивĕçтерме хамăрăн сайтра «Коррупципе кĕрешесси» пай та уçнă.

— Суд тытăмĕ тĕлĕшпе граждансен шанăçне çирĕплетмешкĕн тата мĕн тумалла?

— Суд тытăмĕ уçă пулсан граждансен шанăçĕ те пулĕ. Халăх судăн мĕнпур акчĕпе ирĕклĕн паллашма пултарсан, ĕçсене уççăн тишкерсен ырă хаклав пулатех. РФ Аслă Арбитраж сучĕ уйрăм ĕçсене суд Президиумĕнче он-лайн мелпе тишкерессине, Интернетра трансляцилессине йăлана кĕртни, сăмахран, суд влаçĕн ят-сумне çирĕплетме пулăшни куçкĕрет.

Влаç органĕсен, должноçри çынсен, организацисемпе граждансен, ĕçе хутшăнманскерсен, мĕнпур çырăвне судăн официаллă сайтне вырнаçтаратпăр. Çакă та уççăнлăха тивĕçтерет.

Çынсен хутшăнăвĕсен культури çинчен те манма юрамасть. Чылайăшĕ суд ларăвне пуçласа килет, пирвайхи хут судран пулăшу ыйтать. Эппин, судьясемпе сотрудниксем вĕсемпе тимлĕ, сăпайлă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

— Олег Иванович, çулталăк вĕçĕнче иртмелли Пĕтĕм Раççейри судьясен IX съезчĕ — сирĕншĕн çакнашкал шайри пĕрремĕш мероприяти. Унта тишкерме палăртакан ыйтусен çивĕчлĕхне мĕнле хаклатăр?

— Çитес сћездра пăхса тухма палăртнă йышлă ыйту шутĕнче VIII сћезд хыççăн çуралнисем те, маларах пулнисем те пур.

Судьясен этикин кодексĕн 9 статйин 4 пайĕ чылай калаçтарать. Унпа килĕшÿллĕн интерессен хирĕçтăрăвĕ пулсан судьян çав ĕçе тишкерме хирĕçлемелле. Судсен аппарачĕсен тата РФ Аслă сучĕ çумĕнчи Суд департаменчĕн управленийĕсен сотрудникĕсен шалăвĕпе çыхăннă ĕç-пуç çав-çавах йывăр кăна мар, вăл çивĕчленсех пырать. Ĕç укçи пĕчĕкки квалификациллĕ кадрсене суйласа илес тĕлĕшпе йывăрлăхсем кăларса тăратать, ĕçлекеннисем те пăраха-пăраха каяççĕ. Патшалăх суд служби çинчен калакан саккуна йышăнас ыйтăва чылайранпа сÿтсе яваççĕ — вăл судсен сотрудникĕсен прависемпе тивĕçĕсен гарантийĕсене çирĕплетнĕ пулĕччĕ. Судьясен пулăшуçисен шалăвне судьясеннипе процент шайлашăвĕпе çыхăнтарас текен сĕнÿ те халь çуралнăскер мар. Çапла тусан пĕлÿллĕ те ăста кадрсем килнĕ пулĕччĕç, каярахпа вĕсем судьясен должноçĕсене йышăнма пултарĕччĕç.

Нумай судра, çав шутра Чăваш Енре те архивсене вырнаçтармалли вырăн çителĕксĕр. Мĕнпур ĕçе сканласа электрон никĕсĕ çине куçарни çак ыйтăва татса парĕччĕ. Пĕтĕмĕшле юрисдикци тата арбитраж сучĕсен пĕрлехи информаци тытăмне йĕркелени те йышăнакан суд акчĕсен пахалăхне лайăхлатма, çапла вара суд влаçĕн ят-сумне çĕклеме пулăшмалла.

Пĕтĕм Раççейри судьясен сћездĕнче сÿтсе явмалли ыйтусем пайтах — пурте çивĕч, вĕсене татса памашкăн çине тăрса ĕçлемелле.

Николай ДМИТРИЕВ              

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.