ТĔРЛĔ ЧИРТЕН — СĂРА ÇĔПРИ

7 Сен, 2016

Çĕпре — тĕлĕнмелле продукт. Унра В ушкăнри витаминсем, организм çăмăллăнах йышăнакан белок 50 процента яхăн, çавăн пекех нимĕнпе те улăштарма çук 18 тĕрлĕ аминойÿçек пур.

Сиплевре сăра çĕприпе, пресланă тата типĕ çĕпрепе усă кураççĕ. Вĕсем углеводсен виçипе уйрăлса тăраççĕ. Типĕ çĕпрере вĕсем çук, пресланинче — 30 процента яхăн, сăра çĕпринче — 40 процент. Сăра çĕпри лайăхрах витĕм кÿнине палăртаççĕ. Ăна килтех хатĕрлеме пулать.

Килти рецепт

Вĕренĕ ăшă 1 стакан шыва 1 стакан çăнăх ярса пăтратмалла. 6 сехетрен пастеризацилемен 1 стакан сăра тата 1 апат кашăкĕ сахăр хушмалла. Ăшă вырăна 6-8 сехете лартмалла. Хатĕр çĕпрене банкăна ярса хупăлчапа çăтă хупмалла, холодильнике лартмалла. Ăна пĕр эрнерен ытла упрамалла мар.

Язва аптратсан

Каçхине 1 чей кашăкĕ сăра çĕприне 2 чей кашăкĕ пылпа хутăштармалла, 12 сехет лартмалла. Ирхине хутăша выç хырăмла çимелле. Каçхине тепĕр виçе хатĕрлемелле. Курс — 2 эрне.

Колит, энтероколит

1 чей кашăкĕ типĕ чуста çĕприне 1 стакан кишĕр сĕткенне ярса ирĕлтермелле, 15 минутран ĕçмелле. Курс — кунне пĕр хут сывлăх лайăхланиччен.

Çÿç тăкăнсан

Пресланă çĕпрепе порошок пуличчен вĕтетнĕ калемпĕр /кориандр/ вăррине пĕр виçепе илсе хутăштармалла. Пуçа çунă хыççăн çÿç тымарĕсене сăтăрса сĕрмелле, çур сехетрен çуса тасатмалла. Курс — эрнере 2 хут çÿç тăкăнма пăрахиччен.

Гепатит

1,5 литр сĕте, 0,5 килограмм сахăра, 25 грамм пресланă çĕпрене хутăштармалла. 10 куна йÿçме лартмалла. Хутăш хăмпăланма пăрахсан сăрăхтармалла. Холодильникре упрамалла.

Пулнă шĕвеке кунне 3 хут апатчен 10 минут маларах 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — ĕçсе яриччен. Вуншар кунлăх тăхтавсемпе тата икĕ курс ирттермелле. Сипленнĕ вăхăтра рационран тăварлă, пăрăçлă çимĕçсене кăлармалла.

Асăрханăр! Çĕпре юрамасть: подагра, пÿре çитменлĕхĕ, организм йышăнманни.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.