Сысна мурĕнчен пуçласа ĕç укçи таран
Ку паян эрнесерен кăна мар, куллен тишкермелли тема, çавна май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтăва кун йĕркинче палăртманнине пăхмасăр тунтикунхи планеркăна шăпах
Африка мурĕн теминчен пуçлани ăнсăртран мар.
Çухатăва саплаштараççĕ
Ĕнерхи кун тĕлне Пăрачкав районĕнче мур хăрушлăхне пула сыснисене туртса илнĕ май çухату тÿснĕ çынсене резерв фондĕнчен 18,2 миллион тенкĕ ытла тÿленĕ. Улатăр районĕнче те шар курнисем пур — 1,7 миллион яхăн тенкĕлĕх. Пĕтĕмпе вара, Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, Министрсен Кабинечĕн шучĕпе çынсен 25 миллион ытла тенкĕлĕх çухатăвне саплаштарма тивет-тĕр. Ку енĕпе пысăк чăрмавсем çук, çав вăхăтрах Михаил Васильевич халăх кăмăлсăрлăхне палăртрĕ: сысна ашĕ вăтамран 5-7% хакланма ĕлкĕрнĕ. «Аш туса илессипе çыхăннă хăйхаклăх ÿсмен вĕт. Эппин, хăшĕсем Африка мурĕпе усă курса пысăкрах услам тума тăрăшаççĕ. Çавăнпа та влаçсен ку ыйтусене куçран вĕçертме юрамасть», — асăрхаттарчĕ республика Пуçлăхĕ.
Шăматкун Елчĕк районĕнче пулнă май хуçалăхсем хайхи чире пулах самăртнă выльăха татах усрама тивни пирки калаçу пуçарнă-мĕн. Çавна май Михаил Васильевич Патшалăх ветеринари службинчен карантин мерисем хăçанччен пырасси пирки ыйтрĕ: уйăх иртсен чарăва сирĕпĕр-и? Служба ертÿçи Сергей Скворцов палăртнă тăрăх — мĕнпур требованипе мероприятие пурнăçласан чарăва пăрахăçлама пулать. Анчах кĕтменлĕх сиксе тухнă: авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Присурский» заповедник территорийĕнче хир сыснин виллине тупнă. Тĕрĕслев вăл Африка мурĕпе чирлĕ пулнине çирĕплетнĕ. Çавăнпах хушма мерăсем йышăнаççĕ. Чи малтанах сысна комплексĕсемпе çыхăннă хăрушсăрлăх мерисем анлă пулмалла. «Хир сыснине çыхса хураймастăн вĕт, апла тăк вăрман, сунар хуçалăхĕсене те ку ĕçе явăçтармалла. Ăçта та пулин хир сыснин пĕр вилли кăна асăрханмасăр юлтăр — чăннипех пысăк хăрушлăх тухса тăма пултарать», — терĕ Михаил Игнатьев.
Тырă — 635 пин тонна!
Ĕççи кăтартăвĕсемпе ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарчĕ. Нумай районта тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртесси вĕçленнĕ ĕнтĕ. Пĕтĕмпе 635 пин тоннăна яхăн тырă çапса илнĕ /пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 476 тонна пулнă/. Кашни гектар тухăçĕ те иртнĕ çулхинчен пысăкрах — 22,6 центнер. Елчĕксен тухăçĕ чи пысăкки — 28 центнер. Унта пухса кĕртнĕ тырăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ те мăнаçланмалăх пур — 60 пин тонна ытла.
Халь хресчен çĕрулми ани çинче. Шел те, унăн тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех, çакна министр чи малтанах çанталăк пулăмĕсемпе сăлтавларĕ. Кĕрхи тĕштырă культурисене акса хăварас тĕлĕшпе ĕç калăпăшĕ пысăк — 100 пин гектар акма планланă. 75 пин гектар акма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Кĕрхисем çине пусăм тума тăрăшмаллине Михаил Игнатьев та палăртрĕ: çулла çанталăк шăрăх тăнине кура шăпах çуркуннех вăй илсе юлнă кĕрхи культурăсен тухăçĕ лайăх.
Тепĕр ыйту — граждансене коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн субсидисем тÿлесси. Ăна çак шайра мĕншĕн тишкерни калаçуран уçăмлă палăрчĕ. Республика Пуçлăхĕ районсенче пулнă май çынсене субсиди тÿлеме пысăк укçа уйăрни çинчен калать — «вĕсем вара ман çине тĕлĕнсе пăхаççĕ: нимĕнле укçа та илмен... Мĕншĕн? Кам провокатор, кам хирĕçтăру çуратасшăн?» Çакă укçана çĕнĕ схемăпа тÿленипе сăлтавланнă иккен — бюджет тытăмĕсен ертÿçисен йышăнмах тиврĕ: çынсен списокĕсене хатĕрлесе вăхăт иртнĕ, çавăнпа субсидисене тивĕççисем укçана çак кунсенче илеймен. Чăн та, шантарчĕç: çак эрнере пурте укçа илĕç.
Съезд хыççăн съезд
Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри ялсенчи шкулсен вĕрентекенĕсен съезчĕ пулать — ун пирки вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова пĕлтерчĕ. 1, 2-мĕш съездсем Мускавра, Тамбовра пулнă, 3-мĕшне вара Чăваш Енре ирттерме палăртнă. Раççейĕн мĕнпур регионĕнчен 250 хăна килĕ, РФ Вĕренÿ министерствин, Рособрнадзор ертÿçисем пулĕç. Вĕренÿ министрĕ тенĕрен, çак должноçа нумаях пулмасть çеç йышăннă Ольга Васильевăшăн ку региона тухнипе çыхăннă пирвайхи визит пулĕ. Лайăх хуçа хăнасене кĕтсе илнĕ чух çурт-йĕре тасатса тирпейлет, çавна май Михаил Игнатьев тĕп хула, ун çумĕнчи районсен ертÿçисене территорисене тирпейлемелли пирки асăрхаттарчĕ: «Икĕ çул каяллахи пăрлă çумăр хыççăн хуçăлнă йывăçсене те пуçтарса пĕтереймерĕмĕр — кун пирки те манас марччĕ».
Шупашкарта иртмелли сумлă тепĕр мероприяти — республика территорийĕнче пурăнакан халăхсен съезчĕ. Культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев пĕлтернĕ тăрăх — 650 делегат, 200 ытла хăна пулмалла. Съезд авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Оперăпа балет театрĕнче иртет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак форум республикăра пурăнакансен хушшинчи килĕшĕве, тĕрлĕ халăх представителĕсен хушшинчи çураçăва çирĕплетме пулăшассине палăртрĕ.
Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин çак кунсенче Хусанта Раççейпе Китая çывăхлатма тивĕç «Çĕнĕ пурçăн çул» форума хутшăннă та — ун пирки каласа пачĕ. Халĕ çав çула проектлаççĕ. Чăваш Енри çулсем пирки калас тăк — çивĕч ыйтусем çук мар. Етĕрнери федераци трасси иртекен кĕпер юхăнса çитнĕ — чарусем йышăнас пулсан çулçÿрев чăрмавлă пуласси куçкĕрет.
«Шавлă» депутат
...Канашлу çакăнпа вĕçленчĕ тесе хăшĕ-пĕри портфелĕсене алла илме те ĕлкĕрнĕччĕ — Михаил Игнатьев кăмăллах мар тепĕр темăпа сăмах пуçарчĕ: «Андрей Кулагин депутат пирки каласшăн — ăна Мускав килĕшсе кайнă пулас. Хăйне телеэкрансем çинче курас килет, хăйĕн пирки аслă политик тесе шутлать-тĕр. Пĕр партие кĕрес терĕ, теприне — хирĕçлерĕç, халь вара çапла майпа витĕм кÿресшĕн...»
Ĕç-пуçа вице-премьер — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев уçăмлатрĕ. Кулагин çынсене Путина çăхав памашкăн тесе Мускава каймашкăн чĕнсе каланă, çапла вара шăматкун 35 çын çула тухнă. Юрий Егорович палăртнă тăрăх — «вĕсем Аш-какай тăкăрлăкĕнчен çынсене саккуна пăсса куçарнине чарма ыйтаççĕ. Çавăн пекех влаçсем Атăл çыранĕ çинчи кимĕ вырăнĕсен хуçисене кÿрентереççĕ имĕш. «Богданкăра» çынсене кивĕ çуртсенчен куçарнă чухне пĕчĕкрех лаптăксем параççĕ, унсăр пуçне унта тăвакан çулсемпе кăмăлсăр...»
Михаил Игнатьев «Кулагин хуть те мĕнле улталасан та» çыран çинчи кимĕ вырăнĕсем саккунлă пулмассине палăртрĕ — çынсене урăх вырăн парĕç. Шанхая илес-тĕк — «унта строительство ĕçĕсене «Лидер» компани пурнăçлать, эпĕ Лапшинран ĕçсем мĕнле пыни пирки ыйтнăччĕ. Хула влаçĕсен инвестор хăйĕн тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланине сăнасах тăмалла. Хăшпĕр енĕпе ыйтусем пур пулас. Анчах «çÿп-çап» та нумай — хăшĕсем вĕсемпе усă курса популизмпа суя урлă очко пухасшăн».
Республика Пуçлăхĕ Шупашкар районĕн территорийĕнчи кафе пирки те каларĕ — вăл шăпах хайхи депутатăн: «Унта йĕркесĕрлĕх хуçаланать теççĕ. Юнашарах — çунса кайнă автобус. Ăна унтан илмелле — аслă çул хĕррин сăн-сăпатне пăсать. Депутат пуласшăн тăк — тирпейлетĕр!»
Калаçăва вара Михаил Игнатьев ĕç укçин темипе вĕçлерĕ. Парăмсем ÿсес туртăм палăрать, çав вăхăтрах хăшпĕр вĕрентекен те шалу чакни пирки калать-мĕн. «Республика экономикинче кăçал ĕç укçин ÿсĕмĕ 5,5% патнелле пулать-тĕр. Бюджет тытăмĕсенче те çак кăтартăва тивĕçтермелле», — терĕ вăл.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментировать