Шуршăл тÿпинчи çăлтăрсем çутăрах хĕмленеççĕ
Çапла каланă пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче виççĕмĕш космонавт çуралнăранпа 87 çул çитрĕ.
Çак кун Шуршăлта кашни çул савăнăçлă уяв иртет.
Кăçал та Асăну комплексĕ
çынсене хăнана йыхравларĕ.
Çак кун А.Николаева асăнса йĕркелекен çăмăл атлетика ăмăртăвĕнчен пуçланчĕ. Шкул ачисем, учреждени-организаци командисем, çемьесем, ветерансем район хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Тĕрлĕ ушкăнра чи вăйлисемпе чи хастаррисем мала тухрĕç, вĕсене хаклă парнесемпе чысларĕç.
Космонавт çуралнă кун чăваш халăхĕшĕн чи пысăк уявсенчен пĕри шутланать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевшăн та хаклă ентешĕмĕр тĕслĕх вырăнĕнче.
— Андриян Григорьевич уçлăха тухса чăваш халăхĕн тата республикăн ятне çÿле çĕклерĕ. Паянхи кун чăваш пăхаттирĕн ятне пĕтĕм тĕнче пĕлет. Унăн ячĕ тÿпери çăлтăр пек çуталса тăрать. Андриян яланах малта пулнă: ача чухне те хастар, вĕренÿре те тăрăшуллисенчен пĕри, ĕçре те чунне парса вăй хунă. Пур йывăрлăха çĕнтерсе малалла утнă. Пирĕн, çамрăксен те, çитĕннисен те, унран тĕслĕх илмелле, нихăçан та пуç усмалла мар, — терĕ Михаил Васильевич.
Космонавтика музейĕ умĕнче иртнĕ савăнăçлă митинга çавăн пекех СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Никаноров, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников тата ытти хăна хутшăнчĕç. Вĕсем те пухăннисене Андриян Николаев пек тăван çĕршывшăн, чăваш халăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каларĕç.
Шуршăлта пурăнакан Алевтина Романова та Андриян Григорьевича ырăпа аса илчĕ. “Манăн пичче питĕ туслăччĕ унпа. Вĕсем ялан пĕрле вылятчĕç. Эпĕ те, кĕçĕнрех пулин те, вĕсем çумне çыпçăнаттăм. Ача чухнех вăл ĕçчен те хастарччĕ. Пĕрмай çара уран çÿретчĕ. Пиччем ун валли Сĕнтĕрвăрринчен тапăчки илсе килсе панăччĕ. Çав тери савăннăччĕ çакскер. Эпир ăна салтака ăсатрăмăр, кĕтсе илтĕмĕр. Вăл космоса вĕçнине пĕлсен питĕ тĕлĕннĕччĕ. Унпа мухтанатпăр эпир”, — терĕ 80 çулалла çывхаракан Алевтина Ивановна.
Андриян Григорьевичăн ятне ял-йыш чыслăн упрать. Хăй пурăннă чухнех уçăлнă музей паянхи кун Асăну комплексĕ пулса тăчĕ. Халĕ унта музей çурчĕ, космонавт çуралнă пÿрт, часавай /пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, ентешĕмĕре унта пытарнă/ пур. Темиçе çул каялла Космонавтсен аллейине хыврĕç. Çÿлелле кармашакан чăрăшсемпе, туйăсемпе кедр йывăççисем паян парка илем кÿреççĕ. Музей директорĕ Александр Тукмаков пĕлтернĕ тăрăх — Асăну комплексне çынсем нумай килсе кураççĕ уйрăмах ачасем килĕштереççĕ. Музейра “Çамрăк конструктор”, “Çамрăк экскурсовод” тата “Астроном тата эпĕ” кружоксем ĕçлеççĕ.
Çитĕнекен ăру та А.Николаевăн ятне асра тытать. Шкулта çамрăк космонавтсен отрядне йĕркеленĕ. Вĕсем тăрăшса вĕренеççĕ, пултарулăхра маттурлăх кăтартаççĕ, пĕчĕккисене хăюллă пулма вĕрентеççĕ. Шуршăл уявне кашни çул хутшăнакан Октябрьски шкулĕнчи кадетсем те космонавт пек пулма ăнтăлаççĕ, хăйсен пурнăçне спортпа тата техника профессийĕпе çыхăнтарма палăртаççĕ.
Андрей МИХАЙЛОВ.
Комментировать