Савăнăç парнелекен асамçăсем

29 Мар, 2014

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ. Театр пĕлтерĕшĕ пирки нумай çырнă, калаçнă, анчах асамлă çав вăй нихăçан та çынна тĕлĕнтерме чарăнмасть. Пĕлетпĕр, сцена çинче пулса иртекен ĕçе артистсем выляса, сăнарласа кăтартаççĕ. Апла пулин те эпир вăл е ку самантра куççуль кăларма та, сасăпа кулма та пултаратпăр.

Çак куна республикăри профессионал ултă театрта ĕçлекен 600 çын /артистсем, режиссерсем, художниксем, костюмерсем тата ыттисем/ тата куравçăсем уявларĕç, «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç. Палăртса хăварар, асăннă мероприяти 15-мĕш хут иртрĕ. Хăйне евĕрлĕ пĕчĕк юбилей. Уява Чăваш патшалăх пукане театрĕнче паллă турĕç. Курав залне иртнĕ çул вĕçĕнче юсаса пĕтернĕ хыççăн ирттернĕ пысăк мероприяти пулчĕ çакă.

ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев уяв ячĕпе саламланă хыççăн «Чĕнтĕрлĕ чаршав» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе паллаштарма пуçларĕç. Лауреатсене кăçал та çичĕ номинаципе хакларĕç.

«Спектакльти чи лайăх музыка» номинацире Пукане театрĕнче лартнă «Я вас люблю, Ромашка» юмаха илемлетнĕ Андрей Галкин композитор çĕнтерчĕ. «Чи лайăх сценографи» номинацире Оперăпа балет театрĕнчи «Отелло» оперăн ÿнерçи Валентин Федоров палăрчĕ. «Эпизодри чи лайăх роль» ята кăçал никама та парас темерĕç. «Арçынна сăнарланă чи лайăх роль» ятшăн тупăшакансен хушшинче халăх юратакан артистсем пулчĕç. Хальхинче Иван Снигирев /Оперăпа балет театрĕ, «Отелло» спектакльти Отелло/ çĕнтерчĕ.

«Хĕрарăма сăнарланă чи лайăх роль» номинацире Раççей халăх артисткине Нина Яковлевăна /Чăваш академи драма театрĕнчи «Мунча кунĕ» спектакльти Кĕтерук, пьеса авторĕ - Арсений Тарасов/ çитекенни пулмарĕ. Нина Михайловна преми укçине ЧР Театр ĕçченĕсен союзне, ватă артистсене пулăшма, пачĕ. Маларах та çапла тунăччĕ халăх килĕштерекен актриса.

«Ачасем валли лартнă чи лайăх спектакль» номинацие икĕ ĕç - Пукане театрĕ кăларнă «Я вас люблю, Ромашка» /режиссерĕ Юрий Филиппов/ тата Çамрăксен театрĕ ЧР Пуçлăхĕн гранчĕпе лартнă «Чĕрĕ сăмах» ревю /режиссерĕ Иосиф Дмитриев/ - пайларĕç.

«Çулталăкри чи лайăх спектакль» /режиссура/ ята тивĕçессишĕн кашни театр режиссерĕ ĕмĕтленчĕ пулĕ. Жюри членĕсен шухăшĕпе - хальхинче «Мунча кунĕ» ĕç чи лайăххи. Ăна СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев /Чăваш академи драма театрĕ/ лартнă.

Тĕп номинацисемсĕр пуçне ятарлă Дипломсемпе премисем те пулчĕç. Сăмахран, жюрин ятарлă Дипломне Юрий Волков /Оперăпа балет театрĕнчи «Отелло» оперăри Кассио партийĕшĕн/ тивĕçрĕ. ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн ятарлă парнине Петр Клементьев /Пукане театрĕн­чи «Я вас люблю, Ромашка» спектакльти Чĕрĕп сăнарĕшĕн/, çавăн пекех асăннă союзăн Дипломне Евгений Урдюков /Чăваш академи драма театрĕнчи «Мунча кунĕ» спектакльти Мисаил ролĕшĕн/, Сергей Никитин /Çамрăксен театрĕнчи «Чĕрĕ сăмах» спектакльти поэтсен сăнарĕсене калăпланăшăн/, Татьяна Прытченкова /Оперăпа балет театрĕнчи «Отелло» оперăри Дездемона партийĕшĕн/ илчĕç. Вырăс драма театрĕнчи Лариса Былинкина /«Фальшивая монета» спектакльти Полина сăнарĕшĕн/ Мускава пултарулăх командировкине кайма тивĕçрĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.